Федераци ведомствисемпе çыхăнса ĕçлемелле

29 Июл, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускава кайса килнине пĕтĕмлетме ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькинпа, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçипе Юрий Васильевпа тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — ЧР финанс министрĕпе Светлана Енилинăпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Вĕсем 2017-2019 çулсенчи бюджетсен хутшăнăвĕсен тĕп параметрĕсене йĕркелессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисене федераци ведомствисемпе çыхăнса ĕçленĕ май пурнăçламалли тĕллевсен — вĕсене РФ экономика аталанăвĕн тата финанс министрĕсем Алексей Улюкаевпа Антон Силуанов РФ Правительствин регионсен аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче палăртнă — тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА