Ӳсĕм те, çитменлĕх те витĕрех курăнчĕ

29 Июл, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи В.Иванов фермер хуçалăхĕнче вырма еплерех пынипе паллашрĕ. Кив Шулхан ялĕнчи ФАПа уçма хутшăнчĕ.

Ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Килти хуçалăхран пухакан сĕт хакĕ çулла мĕншĕн йÿнелчĕ? Кашни литрне 14 тенкĕлле çеç йышăнаççĕ?» — ыйтрĕç кинемейсем. «Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем сĕт тирпейлекен предприятисене халĕ хĕллехинчен нумайрах ăсатаççĕ. Çак тапхăрпа усă курса вĕсем хака йÿнетеççĕ, — хуравларĕ Михаил Игнатьев. — Сĕт пахалăхне лайăхлатма сĕнетĕп. Вара сутлăх хак хăпарать».

ФАПа хута янăшăн Шулхансен ячĕпе республика Пуçлăхне тав тунă 82 çулти Мария Михайлова ялта клуб тума ыйтрĕ. «Малтан урамсене тирпей-илем кĕртĕр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ çывăхри çумкурăка кăтартса. — Ял вĕçĕнче çумăр шывĕ пухăнса тăрать — ăна уçса яма канав чавăр. Ял тăрăхĕн хыснинче пухăнакан укçапа хăвăр пурăнакан вырăна хăтлăх кÿме пултарнине кăтартăр. Кайран клуб çĕклес ыйтăва тишкерĕпĕр».

Администраци валли ĕç пайтах: тепĕр чухне ĕçмелли шывпа тивĕçтермеççĕ, çăлсем çителĕксĕр, вăйпиттисене ĕç тупса параймаççĕ. «Ĕçлекен ветерансене кăçалтан социаллă пулăшу кÿме республика хыснинчен укçа уйăрмастпăр, ăна производствăна хутшăнманнисем çеç илеççĕ, — ыйтусене хуравларĕ М.Игнатьев. — Сире, виççĕмĕш ушкăнри инвалида, çурла уйăхĕнче пособи параççĕ. Амăшĕсене виççĕмĕш ачашăн республика бюджетĕнчен 100-шер пин тата кашни уйăхра 7 пин ытла тенкĕ ÿлĕм те парăпăр. Иртнĕ çулсенче республикăра 100 ФАП ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тата 24 уçатпăр. Çывăх вăхăтра сирĕн районти Мăнçырмара тăвасшăн».

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова республикăра ача сачĕсем хăпартас, шкулсенчи спорт залĕсене юсас ĕçе еплерех хутшăнни çинчен каласа пачĕ.

Вăрмарсен культурăпа кану центрĕнче районти пуçаруллă çынсен канашлăвĕ иртрĕ. Администраци пуçлăхĕ Александр Тихонов социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи çур çулхи аталанăвне тишкерсе доклад турĕ. Ытларах ÿсĕмсем çинчен каларĕ. Ыттисен сăмахĕнчен район хăшпĕр енĕпе каялла чакни курăнчĕ: пĕрлехи бюджетра район вăйĕпе туса илнĕ укçа сахалрах пухăннă, промышленноç производствин калăпăшĕ самаях пĕчĕкленнĕ, общество апатланăвĕн предприятийĕсем япăхрах ĕçлеççĕ, АПК ĕçченĕсен ĕç укçи республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 9,1% сахалрах, ĕне тата сысна кĕтĕвĕ кăштах катăлнă, паянхи кун тĕлне усă курман çĕр 5942 гектар. Администраци ертсе пынипе çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Сăмахран, кăçал 477 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ĕç малалла пырать.

«Кив Шулхана каймалли çул хĕрринче тавралăха сăнсăрлатакан кивĕ склад юхăнса ларать. Ун пек çуртсем районта ан пулччăр — пурне те пăстарăр», — хушрĕ М.Игнатьев. «Эçпепе ялĕнчине В.Яковлев фермер юсама е пăсма шантарчĕ», — хуравларĕ докладçă. Кив Шулханти лавккара кашни килограмм сахăр песукне — 59, Вăрмарти пасарта 51 тенкĕлле сутаççĕ. Унăн республикăри чи пĕчĕк хакĕ — 49. «Хаксем пĕр-пĕринчен мĕншĕн нумай уйрăлса тăраççĕ?» — ыйтрĕ М.Игнатьев райпо председателĕнчен. Вăл ура çине тăрса ăнлантарса пама тăрăшрĕ, анчах сăлтавне уçăмлатаймарĕ. Администраци пуçлăхĕ ăна тишкерме шантарчĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ çур çулта ял хуçалăх производстви чакманнине, апла пулин те АПК ĕçченĕсен йышĕ 24,5% хухнине, район мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче кашни 100 гектар çĕр пуçне какай туса илессипе — 15-мĕш, сĕт сăвассипе 18-мĕш вырăнсене çеç йышăннине, ытти çитменлĕхе палăртрĕ. «Пай çĕрне хуçалăхсене тара панă пенсионерсене улăм, тырă уйăрма ан манăр», — асăрхаттарчĕ М.Игнатьев.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова сăмахĕнчен районта пурăнакансем сахалланса, пенсионерсен шучĕ пысăкланса пынине, ачасем хушăннине /кăçалхи çур çулта пĕлтĕрхи çав хушăринчен 4 ытларах çуралнă/ пĕлтĕмĕр. Демографие, арçынсем — 62, хĕрарăмсем 78 çул пурăннине пăхмасăр сывлăха упраман çын çав-çавах нумай. Фанфурике умлă-хыçлă пушатса йывăр чире каяççĕ. Кивĕ Мăнтăр ялĕ патĕнче ăна Степанов пайтаçă сутнă. Тĕрĕслевçĕсем унта çийĕнчех çитнĕ — алăран ярса тытайман. Çав шĕвеке сутнăшăн явап тыттарнă пĕр тĕслĕх те илсе кăтартаймарĕç.

Канашлура ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Ивановпа Генрих Васильев та сăмах каларĕç.

«Кăçал район аталанăвĕ маларахри çулсенчен ÿсĕм тунипе палăрса тăрать, — пĕтĕмлетрĕ доклада Чăваш Ен Пуçлăхĕ. — Ăна татах вăйлатăр».

Кăнтăрла хыççăн ял тăрăхĕсенчен пухăннă специалистсемпе ирттернĕ канашлура Çĕрпÿ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тĕпчерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков ĕç-хĕле тиркевлĕ куçпа пăхса доклад турĕ. Хыснан пĕрлехи пайне тупăш енĕпе 90,5% пурнăçланă. Бюджета укçа сахалрах пырса кĕни «СВС-Строй», «Пластика», «Мой Дом» обществăсем, ытти хăшпĕр организаци тара илнĕ çĕр лаптăкĕшĕн налук вăхăтра куçарманнипе те çыхăннă.

Промышленноç производствипе пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ — 27,4%, пысăк тата вăтам предприятисен тавар çаврăнăшĕ 6,8% ÿснĕ. Доклад тăвакан çивĕч ыйтусене те çĕклерĕ. Тĕслĕхрен, пĕр ял тăрăхĕнчи фельдшер тивĕçлĕ канăва каясшăн, анчах унăн вырăнне хăварма специалист çук. «Унта çуралса ÿснĕ çамрăк медучилищĕре вĕренет, шел, диплом илсен тăван тăрăха таврăнма шухăшламасть», — пĕлтерчĕ А.Казаков. Залри медсестрасен пĕр ушкăнĕ кадрсен ыйтăвне сÿтсе явма хутшăнчĕ, республика Пуçлăхне «Земский фельдшер» е урăх ятпа программа йышăнса яла таврăнакан медицинăн вăтам ĕçченĕсене пурăнмалли çурт тумашкăн пулăшас ыйтăва çĕклерĕ. «Раççей шайĕнче паян вĕсене тĕревлемелли программа çук, — хуравларĕ М.Игнатьев. — Анчах пирĕн ялсенче пурăнмалли вырăна лайăхлатмалли программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсемпе усă курассишĕн тăрăшмалла. Çурт тусан патшалăх тăкакăн 70 процентне саплаштарать».

А.Аршинова депутат Вăрмарпа Çĕрпÿ районĕсен активне федерацин «Ачасене — ача сачĕсем», «Шкулсен спортзалĕсем», «Шкулсем тăвасси» программисем республикăра еплерех пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов Çĕрпÿсене ял хуçалăхĕнче пур енĕпе те ÿсĕм çулне шырама сĕнчĕ.

Çĕрпÿ хулинчи биологин тасату хатĕрĕсен сооруженине çав-çавах туса пĕтереймеççĕ. Строительствăна тăсса янă «Чăвашавтодор» предприятие, панкрута тухнăскере, ÿпкеленипе объект хута каяймĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçе кăçалах вĕçлеме ыйтрĕ. Вице-премьер-строительство министрĕ Олег Марков сооружение палăртнă вăхăтра пурнăçа кĕртме шантарчĕ.

М.Игнатьев канашлуччен Çĕрпÿри «Çăлкуç» лавккана кĕрсе республикăра туса кăларакан тавара мĕнле вырăн панипе кăсăкланчĕ. Кашни килограмм сахăра 53 тенкĕлле сутаççĕ. Райпо председателĕ Сергей Генералов пĕлтернĕ тăрăх — сахăр песукĕн хакĕ куллен ÿсет. ЧР Пуçлăхĕ администрацин яваплă çыннисенчен ăна тĕрĕслесе тăма ыйтрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева ял çыннисен умĕнчи социаллă ыйтусене çивĕч лартрĕ. М.Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетсе район кăтартăвĕсем япăх маррине, çапах та пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.