Пысăкланакан бюджет та - çителĕксĕр...

29 Июл, 2016

Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине анлă палăртнă тееймĕн — ыйтусен шучĕ чылай пысăкраххи те пайтах пулнă, çапах лару пурпĕр самай вăраха кайрĕ. Республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне сÿтсе яврĕç — вăл чылай калаçтарчĕ.

Улшăнусемпе малтанах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллаштарчĕ. "Иртнĕ çул вĕçĕнче эпир бюджет çирĕплĕхĕпе шайлашулăхне упраса хăвармалли пирки калаçнăччĕ. Çакна тÿрре кăлартăмăр, ку пире çулталăка ăнăçлă вĕçлесе черетлĕ çула йĕркеллĕ пуçлама май пачĕ". Паян 2016 çул бюджечĕн тупăшĕсене 5% яхăн ÿстерме палăртнинче Михаил Васильевич çакăн витĕмне те курать: хамăр тухăçлă ĕçлетпĕр, çийĕнчен федераци бюджечĕ те пулăшать. Мускав паракан хушма укçа — 3,7 миллиард тенкĕ. Çапла вара федераци бюджетĕнчен илекен тÿпе — 16 миллиард тенкĕ патнеллех. "Федераци бюджечĕн тăкакĕсене пĕтĕмĕшле илсен 10% чакарнине тĕпе хунă май эпир пĕлтĕрхинчен 5,5% ытларах укçа илме пултарни — пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ", — терĕ Михаил Васильевич.

Çакă — Чăваш Ен общество йĕркелĕхне тивĕçтерес, общество финансĕсемпе усă курассине йĕркелес енĕпе лайăх ĕçленин кăтартăвĕ, "Мускав çакна хаклать, укçа-тенкĕпе пулăшать". Хушма укçа — вĕрентÿ, ЖКХ, çурт-йĕр строительстви, ытти сфера валли. Строительство тенĕрен — федераци шайĕнчи садиксем тумалли программа вĕçленнĕ ĕнтĕ, çапах Шупашкарта "Çĕнĕ хулара", "Радужный" микрорайонта ача сачĕсем тумашкăн пулăшу килет. "Садовый" микрорайонта подрядчик хăйĕн вăйĕпе садик тăвать. "Волжский-3" микрорайонта та шкул пулатех — "ку енĕпе халăха хăтлăх кирлех. Çамрăк çемьесем йышлă — ачасене инçете илсе çÿреме тивет. Пирĕн РФ Вĕренÿ министерстви урлă укçа илес шанăç пур — çитес çул вĕçнелле шкула хута ярасса шанатăп".

Инвестицисен пĕтĕмĕшле виçи — 5,7 миллиард тенкĕ, 12,5% хушăннă. Республика хăй уйăракан укçа-тенкĕ виçи пысăкланнинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшнин витĕмĕ курăмлă. Çак пулăшăва тивĕçекен предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ пысăк — 630 патнеллех. Вĕсем 1 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелессе кĕтмелле. Ĕç тухăçлăхĕ те, шалу та пысăкрах пулмалла. "Муниципалитетсенче пуçаруллă çамрăксем нумай — хăйсен бизнесне йĕркелесшĕн. Чылайăшĕн планĕсем питĕ лайăх, анчах пурнăçлама укçа хываймаççĕ. Пирĕн тивĕç — вĕсене пулăшасси", — терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина пайăр цифрăсем пĕлтерчĕ: бюджетăн тупăш пайĕ 4340 миллион тенкĕлĕх пысăкланмалла. Çак виçен тĕп пайĕ — Мускав параканни, бюджетсен хушшинчи трансфертсем. Бюджет дефицитне палăрмаллах чакарма пăхнă. Патшалăх парăмĕ 16 284 миллион тенкĕпе танлашĕ. Парăм тенĕрен, Михаил Игнатьев республика хаклă коммерци кредичĕсене йÿнĕ бюджет кредичĕсемпе улăштарас енĕпе ăнăçлă ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Çакă 90 миллион тенкĕ перекетлеме май панă: "Хăшĕсем влаçсен шалăвĕ пысăк тесе сăмах ваклаççĕ. Тĕрĕссипе, Министрсен Кабинечĕ хăйне çак укçапах тивĕçтерет. Ку — Правительствăн тухăçлă ĕçĕн кăтартăвĕ".

Анчах пысăкланакан бюджет укçи те мĕнпур ĕç валли çитмест. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: "Эпир Лебедев ячĕллĕ лицее, ФОКсене юсама, Чантăрта водопровод тума, троллейбус управленийĕн тăкакĕсене саплаштарма укçа ыйтнăччĕ — бюджетри улшăнусенче çак тăкаксене курмастпăр. Сĕнÿ пур: бюджет дефицитне чакарас мар — çав шутпа асăннă ĕçсем валли укçа уйăрас". Транспорт министрĕн Михаил Резниковăн сăмахĕ те çапларах пулчĕ: "Икĕ хулари электротранспорт валли 5 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Сахал — 25 миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ. Чăвашавтотранс валли газомоторлă автобуссем туянма килĕшÿ тунăччĕ — ун валли те укçа уйăрма пăхман..."

Министрсем, муниципалитетсен пуçлăхĕсем Светлана Енилинăна çапла çÿллĕ шайра ÿкĕте кĕртме хăтланни хальччен те час-часах пулнă — финанс министрĕ каялла чакнине астумастăп. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ: Светлана Александровна кашни самант тĕлĕшпе тивĕçлĕ хурав пачĕ. Троллейбус управленине илес тĕк — пуçлăхсем кондукторсене рулонпа билет сутнă чухне çакна терминал урлă шута илме хистемеççĕ-мĕн: "Мĕн, укçана айккине кăлараççĕ-им? Ку енĕпе йĕрке тумалли çинчен унчченех калаçнă, анчах министерство хальлĕхе нимĕн те туман". Чăваш-автотранс пирки те хурав çапларах пулчĕ: "Ун валли 105 миллион тенкĕ уйăратпăр — пĕлтĕрхинчен 37% нумайрах. Ÿсĕм пысăк". Кунта та министерство ĕçлесе çитерейменни нумай-мĕн. Çапла каланă хыççăн транспортшăн яваплă министрăн кăмăлсăрланмалли аргументсем те юлмарĕç пулас.

Михаил Игнатьев пĕтĕмĕшле илсен Светлана Енилина позицине йышăнчĕ-ха, апла пулин те хăшпĕр ыйту тĕлĕшпе ĕç-пуçа тĕплĕрех тишкерме сĕнчĕ. Çавна май çĕнелнĕ бюджетра, тен, лицей, газомоторлă транспорт валли укçа тупăнĕ. Шанăç пысăк мар ĕнтĕ, çапах ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев та, ытти чух "укçа пайланă" вăхăтра хушша кĕнипе палăрсах кайманскер, ыйтсах сăмах илнине, "енсен компромисс тупмалли" çинчен каланине шута илсен — "йĕрекен ачасене чĕчĕ парасса" та кĕтме пулать.

Пĕтĕмĕшле илсен бюджета улшăнусем кĕртмелли саккун проектне ырларĕç. Парламент ăна çывăх вăхăтрах тишкерĕ: Юрий Попов спикер депутатсене çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче пухма хатĕр-ри çинчен каларĕ.

Ларура ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева хăй ертсе пыракан министерствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2015 çулшăн республикăра пурăнакансен сывлăхĕ çинчен калакан патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, докладра палăртнă нумай самант — пирĕн хаçат куллен çыракан кăтартусем. Çавна май тĕплĕн каласа пани кирлех те мар-тăр. Тĕп кăтартусем — çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿсни, çын вилесси чакни. Чăваш Енре паян 100 çулхи юбилейне паллă тунă 93 çын пурăнать. Халăх сывлăхне, сывлăх сыхлавĕн ĕçне кăтартакан рейтингра Чăваш Ен паян Раççейре 18-мĕш вырăнта.

— Хăçан 5-мĕш вырăнта пулатпăр? — шÿтленĕн ыйтрĕ Михаил Игнатьев.

Ыйту кĕтменлĕх пулнине пăхмасăр Алла Владимировна çухалса каймарĕ:

— Сывлăх тĕлĕшпе эпир ахаль те малти теçеткере. Вăт, экономикăна çирĕплетесчĕ.

— Хушма миллиардсем çынсене сывăрах тăвĕç тесшĕн-и?

— Хушма укçа сывлăх сыхлавĕн инвестици никĕсне çирĕплетĕ — çавăн пирки калатăп, — министрăн ку сăмахĕсене Михаил Васильевич хирĕçлемерĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.