Экспонатсенче пирĕн истори сăнланнă

29 Июл, 2016

Чăваш Республикин патшалăх тата политика деятелĕн Илья Прокопьевăн 90 çулхи юбилейне халалласа Чăваш наци музейĕнче ĕнер «Кирек епле ĕç те çынпа кăна илемлĕ» курав ĕçлеме пуçларĕ.

Ăна уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Илья Павловичăн тус-пĕлĕшĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх — асăннă курав Ĕç çыннин çулталăкне халалланă мероприятисен тăсăмĕнче виççĕмĕш шутланать. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ятлă-сумлă çыннăмăра чысланă, унпа чуна уçса калаçнă хыççăн тĕвĕленнĕ те ĕнтĕ çакнашкал пархатарлăха йĕркелесси. Чăваш çĕршывĕн паянхи ырлăх-пурлăхĕ Илья Павлович республикăна ертсе пынă çулсенче йĕркеленнĕ вĕт. «Çакăншăн чĕререн тав тăватпăр, сирĕнпе мухтанатпăр тата мăнаçланатпăр, — терĕ вăл. — Пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр, ятăр-шывăра, ырă ĕçĕрсене пĕлмен çын Чăваш хутлăхĕнче çук. Çĕршывăмăр пултарулăхăрпа хастарлăхăра тивĕçлипе хакланă: кăкăр тулли орден-медаль çакна аван çирĕплетет».

Хисеплĕ ентешĕмĕре халăх ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, вăл хавхалантарса пынипе пурнăç çулĕ çине тухнă çынсем саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Пĕр кăмăллă пулса вĕсем çакна палăртрĕç: Илья Павлович çынсене — ватти-вĕттинчен пуçласа вăйпитти таранах — чăннипех хисепленĕ, вĕсен ĕçпе пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн куллен тăрăшнă.

Вăрнарсем Илья Павловича çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче унăн ячĕпе йĕркелекен уява йыхравларĕç.

Курав Илья Прокопьев кун-çулĕпе çыхăннă, çав вăхăтрах вăл — Чăваш Ен аталанăвĕн историйĕ те.

Музей ĕçченĕсем каланă тăрăх — тепĕр уйăхран куравăн пĕр пайне район-хулана илсе çитерĕç, унпа пурте паллашма пултарĕç.

Валентина СМИРНОВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.