Саплаштару укçи - чăн тăкаксене кура

29 Июл, 2016

Федераци çăмăллăхçисене — вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене, радиаци катастрофисене пула нуша курнă çынсене тата граждансен ытти категорине — çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн паракан социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтермелли йĕркене 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улăштарнă. Çакăн пирки паянхи кăларăмра ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕн ертÿçи Ирина ДРОЗДОВА ăнлантарса парать.

Малтанхи вăхăтра федераци çăмăллăхçисене пурăнакан çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн хăйсем хăш категорие кĕнине кура уйăхсерен çирĕплетнĕ виçепе укçапа тивĕçтернĕ тĕк, кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн шутланă тата тĕрĕссипе тÿленĕ суммăна тата вĕсемпе усă курмалли норматива тĕпе хурса палăртнă компенсацие панă.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлакан куçăм тапхăрĕнче федераци çăмăллăхçисене çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн тăкакĕшĕн уйăхри укçа компенсацине çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ республикăри стандарчĕн йĕркине тата виçине тĕпе хурса тивĕçтереççĕ. Çак хушăра социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу паракан организацисене — управляющи компанисене, ЖСКсене, ТСЖсене тата ыттине — çăмăллăхçăсен тÿлевĕсен кăтартăвĕсене тата вĕсен ку енĕпе парăм пурри-çуккине электронлă мелпе пĕлтермелли майсене алла илмеллине асăрхаттарсах тăчĕ.

Куçăм тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн республикăри социаллă хÿтлĕх пайĕсем хăйсем патне çитернĕ çав кăтартусене тишкерсе компенсаци суммине çĕнĕрен шутлаççĕ тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн чăн тăкакне шута илсе хушса тÿлеççĕ.

Асра тытăр: коммуналлă пулăшупа усă курмалли нормативсене тĕпе хурса тепĕр хут шутласа параççĕ.

Ĕçе çапла майпа йĕркелесен çăмăллăхçăсен социаллă хÿтлĕх пайне управляющи компанисем, ЖСКсем тата ытти организаци шутласа панине тата хăйсем тÿленине ĕнентерекен документсене çитермелле пулмĕ.

Шел те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен уйрăм компанийĕсем, ЖСКсем, ТСЖсем çакăнпа çыхăннă лару-тăрăва ăнланмаççĕ, пирĕн центрпа тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тунине пăхмасăр, тивĕçе пурнăçласшăн мар. Хальхи вăхăтра вĕсенчен 24-шĕ информацие центра пĕлтермен.

Енчен те асăннă тытăмсем çывăх вăхăтрах граждансене тÿлеве шутласа панин информацине электронлă мелпе центра çитермеççĕ тĕк, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсемпе инваличĕсен, ытти çăмăллăхçăн çав справкăсене илме управляющи компанисене, ĕçлĕ хутсене ун хыççăн социаллă хÿтлĕх пайĕсене кайса пама тивĕ. Пĕр хутчен мар тата, уйăхсерен. Хĕрхенĕр вĕсене, аслă ăру çыннисене.

В.ИЛЬИНА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.