Ылтăн хунав

28 Июл, 2016

Золотой ус ăçта ÿсет, унпа епле усă курмалла?

Калистрат ИВАНОВ.

Красноармейски районĕ.

Çут çанталăкра, ирĕкре, ылтăн хунав /Ректантера, Каллизия, Дальневосточный ус/ пирĕн çĕршывра Инçет хĕвелтухăçĕнче, Кăнтăр енче тĕл пулать.

Ылтăн хунавăн 500 тĕсне па­лăртаççĕ ăсчахсем. Чи анлă сарăлни — традесканци. Ăна пирĕн тăрăхра тахçантанпах çитĕнтереççĕ. Традесканцие "пурнăç курăкĕ" тенине те илтнĕ.

Пÿлĕмре çитĕнтерекен ылтăн хунав — ансат ÿсен-тăран. Ăна сарлака куршака пахча тăприпе кăштах кĕл, хăйăр, лайăх çĕрнĕ тислĕк хушса лартмалла. Вăл часах тымарланать, хăвăрт ÿсет, тепĕр чухне чечек те çурать. Чечекĕ вĕтĕ, шурă, ырă шăршăллă. Чечек çутă юратать пулин те чÿречерен ÿкекен янкăр хĕвел уншăн сиенлĕ. Чÿречене тюльпе кармалла е куршака кăнтăр хĕвеланăç енне лартма тăрăшмалла. Çуллахи вăхăтра кун сиктерсе шăвармалла, анчах тăпра шывланса тăмалла мар. Ылтăн хунав хăвăрт ÿсет. Ăна куршака хăйă лартса тытăнтармалла е ытти меслетпе тĕревлемелле. Çÿлĕк çине лартсан çип тăрăх явăнтарса çыхма юрать.

Ылтăн хунава ĕрчетме те çăмăл. Чечекĕн тĕп çеçкинчен туратсем тухаççĕ. Турата касса илсе шыва лартсан вăл 7-10 кунран тымарланать. Ăна хатĕр савăта лартмалла çеç. Татса илнĕ турата тÿрех тăпрана лартсан та лайăх чĕрĕлет. Кун пек чухне çамрăк хунава кулленех виçеллĕ шăварса тăмалла.

Çак чечек питĕ усăллă сиплĕ ÿсен-тăран. Шăпах сиплĕхĕшĕн çитĕнтереççĕ те ăна. Унран настойкăсем, маçсем хатĕрлесе тĕрлĕ чир-чĕртен сипленеççĕ.

Остеохондроз, радикулит, шăмăсемпе сыпăсен, сахăр диабечĕ, панкреатит, лейкоз, полип, туберкулез чирĕсенчен, ÿт-тир çинчи сурансемпе кĕсенсенчен — ылтăн хунавпа сипленни ырă витĕм кÿрет.

Отвар хатĕрлесси. 20 см вăрăмăш 2-3 çулçăна вĕтетмелле /кĕскерех пулсан 4-5 çулçă кирлĕ/, пĕр литр вĕрекен шыв ярса 6 сехет лартмалла. Унтан сăрăхтармалла. Пĕвер, вар-хырăм чирĕсенчен сиплеме апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Настойка. 50 грамм ылтăн хунав тунине вĕтетмелле, кĕленче савăта хумалла та 750 грамм эрех ярса тĕттĕме лартмалла. Кашни кунах савăта силлесе пăтратмалла. Настойка кĕрен тĕслĕленсен шĕвеке сăрăхтармалла, урăх савăта ярса холодильника лартмалла. Унпа ыратакан сыпăсене компресс тумалла. Апат умĕн 2 апат кашăкĕ ĕçни чĕре чирĕсенчен, юн тымарне тасатма пулăшать.

Маç. Мясорубкăпа авăртнă ылтăн хунавăн 30 г çулçипе тунине ачапча кремĕпе е шăратнă хур е кăвакал çăвĕпе хутăштармалла. Ыратакан сыпăсене сĕрмелле. Ÿтри шатра-пÿрленчĕксене те каçхине çак маçа хурса марльăпа çыхса выртмалла.

Ÿсен-тăранри активлă веществосем иммунитета çирĕплетеççĕ, инфекци чирĕсемпе кĕрешеççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.