Çул çитменнисен прависене хÿтĕлесси те - тĕп вырăнта

28 Июл, 2016

"Прокуратура" сăмаха илтсенех куç умне суд залĕ, унăн сакки çинчи айăпланакан куç умне тухаççĕ. Анчах прокуратурăн ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх айăплавçи пулса уголовлă ĕçпе суда тухасси кăна мар, тĕп тĕллевĕ — Раççей Конституцине пăхăннине тата саккунлăха тĕрĕслесси. Ахальтен мар "прокурор" сăмах латин чĕлхинчен куçарсан "хÿтĕлетĕп", "сăнатăп" тенине пĕлтерет. Саккунсем тăтăшах улшăннă, çĕнĕ полномочисем хушăннă саманара Тăвай районĕн прокуратури тĕрлĕ енпе курăмлă ĕçлет.

Прокуратура право хуралĕн органĕсен ĕçне куçран вĕçертмест: преступленипе епле кĕрешнине, оперативлă шыраври саккунлăха сăнасах тăрать. Çавăн пекех граждансен, предпринимательсен прависене хÿтĕлет, коррупципе, экстремизмпа терроризма кĕ-решес тĕлĕшпе саккунлăха епле пăхăннине тĕрĕслет, бюджет укçипе, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе мĕнле усă курнине куçран вĕçертмест. Юлашки вăхăтра патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ кăларакан нормативлă право акчĕсене те çирĕп тĕрĕслет.

Палăртмалла: пĕлтĕртен вара право статистикине те про-куратура туса пырать, вăлах преступленисене шута илет. Çавăнпа пĕр иккĕленмесĕрех каламалла, кунта кашни сотрудник çăмăл мар условисенче ĕçлет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.