ЧĔРЕНЕ, ПӲРЕНЕ ПУЛĂШАТЬ

27 Июл, 2016

Шăлан çырли /шиповник коричный, дикая роза/ сывлăхшăн усăллă пулнине пĕлмен çын çук та пулĕ. Унăн препарачĕсене шăк, ват шĕвекĕ хăвалама ĕçеççĕ. Çавăн пекех вĕсем организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатаççĕ, вар-хырăм çулĕн ĕçне лайăхлатаççĕ, юнри холестерин шайне чакараççĕ, çапла майпа атеросклероз аталанăвне чарса лартаççĕ.

Типĕ çырларан

Вăл пуç миминчи юн çаврăнăшне лайăхлатать.

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ çырлана термосри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ярса пĕр талăк лартмалла. Сăрăхтармалла. Шĕвеке кунна 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 1 уйăхран ытла мар. С витамин нумай пулнă май шăл эмальне сиенлесрен шĕвеке улăм пĕрчи витĕр ĕçмелле. Унтан çăвара шывпа чÿхемелле.

Вĕренĕ шĕвек

Чĕре порокĕ аптратсан усăллă, юн тымарĕсене тасатать.

Вĕтетнĕ типĕ çур стакан шăлан çырлине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Хупă кастрюльпе вăйсăр çулăм çине 5-7 минута лартмалла. Илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан 2 эрне ĕçмелле.

Тымарĕн шĕвекĕ

Хырăмлăх ĕçне лайăхлатать.

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Хупă савăтпа вăйсăр çулăм çине 20 минута лартмалла. Илсен 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах ĕçмелле. Курс — 2 эрне. Ытларах вăхăт ĕçме юрамасть, вар хытма, ват шĕвекĕ тухасси йывăрланма пултарать.

Тутлă сироп

Анеми чухне усăллă.

Вĕтетнĕ типĕ 4 апат кашăкĕ шăлан çырлине 2 стакан шыва ямалла, 5-10 минут вĕретмелле, Илсен 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке 1 стакан сахăр хушмалла, вăйсăр çулăм çинче вăл пĕтĕмпех ирĕлсе çитиччен лартмалла.

Сивĕнсен кĕленче савăта куçармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 2 хут 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — пĕр уйăх.

Техĕмлĕ чей

Иммунитета вăйлатать, пÿре, шăк хăмпи шыçсан, шăнса пăсăлсан усăллă.

Вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ шăлан çырлине, 1 стакан кирек мĕнле типĕ улма-çырлана, кăшт кăна илнĕ вĕтетнĕ корицăна, гвоздикăна, типĕ пĕтнĕке тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, термоспа икĕ-виçĕ сехет пиçĕхтерсе лартмалла, сăрăхтармалла. Пыл е сахăр хушма юрать. Чей вырăнне кунĕпех ĕçмелле.

Шута илме: шăлан шĕвекĕсене хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, язва чирĕ, тромбофлебит, эндокардит, чĕре çитменлĕхĕ аптратсан ĕçме юрамасть. Ача кĕтекен хĕрарăмсен те асăрхануллă пулмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.