Хĕвел хĕртсе пăхать, хресченсем хĕрсе ĕçлеççĕ

27 Июл, 2016

Михаил Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕн çĕрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски сали таврашĕнче вырнаçнă. Çывхарнăçемĕн таса та тикĕс тырă пуссине асăрхасан: "Тем тесен те, ку — Тагеев уйĕ", — тесе савăнтăмăр. Эпир тĕрĕсех шухăшланă.

ХФХ ертÿçи Михаил Тагеев /сăнÿкерчĕкре — сылтăмран виççĕмĕшĕ/ хиртеччĕ. Пире çитес уйăхра 78 çул тултаракан Василий Малинин агроном кĕтсе илчĕ. Ака-суха, вырма ĕçĕсене вăл çур ĕмĕр ытла хутшăнать.

— Михаил Леонидович йĕркелĕхе тата пур ĕçе те вăхăтра тунине юратать. Калăпăр, эпир çуракине вĕçленĕ, çумкурăкпа кĕрешсе гербицид сапатпăр. Чылай хуçалăх çав вăхăтра акма тухать çеç. Пирĕн енче те, хăшпĕр районти пекех, кирлĕ вăхăтра çумăр пулмарĕ. Анчах çурхи нÿрĕкпе тухăçлă усă курса юлнăран çуртрисем парка çитĕнчĕç, лайăх тухăç парасса шанатпăр, — терĕ Василий Сергеевич.

Хуçалăх вырмана районта чи малтан тухнă. Эпир кунта ĕнер пултăмăр. М.Тагеевпа тата В.Малининпа пĕрле 4 комбайн кĕрхи тулăна харăс выракан хире çитрĕмĕр. Вăл 430 гектар йышăнать. 4 кунра çуррине ытла пуçтарса кĕртнĕ.

— Паян-ыран вырса пĕтеретпĕр, — пĕлтерчĕ Михаил Леонидович.

— 72 гектар ыраш пур тата, — хушса хучĕ агроном.

— Ăна та вăраха ямастпăр. Кĕрхисене ку эрнере вĕçлетпĕр, — терĕ ертÿçĕ.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче вырмана темиçе хуçалăх хутшăнать. Ыттисем хире тухма хатĕрленеççĕ кăна, хастар чун-чĕреллĕ фермер вара кĕрхи культурăсене типĕ çанталăкра тата пĕр çухатусăр пуçтарса та пĕтерет. Унăн çаврăнăçулăхĕпе вăр-варлăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма тивĕç. Ытти çулсенчи йĕпе-сапана манман-ха вăл. Çавăнпа вăй-хала шеллемесĕр тăрăшать.

Шăрăха пула пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал типĕ, нÿрĕлĕхĕ 14% çывăх, нормăна тивĕçтереççĕ. Çавăнпа комбайн вырса çапнă тырра ана çинчен тÿрех Шупашкарти элеватора леçеççĕ. Çав вăхăтрах вăрлăх та хатĕрлеççĕ. Çÿп-çапран тасатнă хыççăн пĕртăван Андрейпа Алексей Лапинсем тата Димитрий Елкин çамрăксем петкус агрегатпа сăвăрса кондицие çитереççĕ. Тулли михĕсене вăрлăх упракан склада куçараççĕ. 160 гектар çинчи урпана вара выльăх валли, фуражлăх хăварма палăртнă.

Ял халăхĕ тырă туянать. Унччен хулара пурăннă, тивĕçлĕ канăва тухсан Октябрьскинче тĕпленнĕ Николай Сергеевпа Лариса Германова чăх-чĕппе кăрккана тулăх хĕл каçарма халех тăрăшаççĕ — 2 тоннăна яхăн кĕрхи тулă туянасшăн. Йĕтемре тырра михĕсене тултаратчĕç.

— Туянакансем татах та пур. Пурин кăмăлне те тивĕçтеретпĕр, — терĕ пире хуçалăхпа паллаштаракан Елена Васильева бухгалтер.

Сергей Осиповпа Олег Тихонов комбайнерсен хир карапĕсем пĕр чарăнмасăр куçаççĕ. Хире 6 сехетре тухнă, каçхине 10 сехетсĕр парка таврăнма васкамаççĕ. "Сехет вăхăтне мĕншĕн куçарчĕç-ши, — пăшăрханаççĕ вĕсем. — Ытти чухне каçхине 11 сехетчен ĕçлеттĕмĕр".

ХФХ механизаторĕсем хуçи пекех хастар, вăхăта хаклама пĕлеççĕ. Хĕвеллĕ те ăшă кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курасшăн.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.