Юрий ЧИРКОВ: "Мухтас тăк - пурне те..."

27 Июл, 2016

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика ветеранĕсен Раççей чемпионачĕ виçĕ кун пычĕ. Пысăк йышпа ăмăртрĕç 35-80 çулсенчи спортсменсем.

Регионсен командисем 58 пулчĕç, хуласен — 100-тен те иртрĕç. Малти вырăнсене Мускав, Чăваш Республикин тата Санкт-Петербург командисем йышăнчĕç, хуласен ушкăнĕнче Шупашкарсем çĕнтерчĕç.

— Чемпионат çÿллĕ шайра иртрĕ, — çапла хаклав пачĕ çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççейри федерацийĕ çумĕнчи ветерансен комиссийĕн председателĕ Юрий Чирков. — Мухтас тăк пурне те мухтас килет: спортсменсемпе тренерсене, судьясене /тĕп судья Çĕнĕ Шупашкарти Владислав Антонов/, стадион хуçисене, Чăваш Республикинчи Спорт министерствин ĕçченĕсене... Чемпионсемпе призерсем кăна мар, кашни çăмăл атлетах кăмăллă юлчĕ, пĕр-пĕрне ырă сунса Шупашкарпа сывпуллашрĕ.

Тĕрлĕ дистанцире чупса, хăвăрт утса, диск, молот, сăнă ывăтса, тăршшĕне тата çÿллĕшне сиксе ветерансем 10 ушкăнра тупăшрĕç. Кашнинчех хăйсен чемпионĕсемпе призерĕсем наградăсене тивĕçрĕç. Сăмахран, йĕтре тĕртекен Александр Сальников Тутарстан чысне хÿтĕлерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Елена Задорожная чупуçă Иркутск облаçĕнчен, Владимир Карлов хăвăрт утакан — Мускавран.

— Пирĕн ентешсем те маххă памарĕç, — терĕ спорт ветеранĕсен Чăваш Республикинчи канашĕн председателĕ Василий Шоркин. — Эпир миçе медаль çĕнсе илнине тăруках шутласа тухма та çăмăл мар. Хăй вăхăтĕнче яваплă турнирсенче ăнăçлă ăмăртнă Виктор Семенов олимпиец, тĕнче класлă спорт мастерĕсем Александр Васильев, Галина Иванова, Татьяна Белкина, спорт мастерĕсем Наталья Кузьмина /ветеран-йĕлтĕрçĕсен тĕнче чемпионачĕсенче сахал мар çĕнтернĕ/, Геннадий Арсентьев, Константин Муллин тата ыттисем командăна нумай очко кÿчĕç.

Тĕрĕссипе, ятлă-сумлă ветерансем старта медаль, парне çĕнсе илессишĕн тухмаççĕ. Вĕсемшĕн физкультурăпа спорт — çирĕп сывлăхпа çĕкленÿллĕ кăмăл çăлкуçĕ. Çакна çирĕплетме пурте хатĕр: Шупашкар стайерĕ Николай Иванов, Çĕнĕ Шупашкар спринтерĕ Анатолий Фадеев, Комсомольскинчи Галинăпа Анатолий Давыдовсем, Канашри Константин Миронов, сакăрвуннăран иртнĕ Александр Захаров тата ыттисем те.

Юрий ПЛОТНИКОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.