Амăшĕн юратăвĕ пурин валли те çитет

23 Июл, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварта пурăнакан Инесса Николаевнăпа Михаил Аркадьевич Леонтьевсем виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Каярахпе çемьене Ксюша, Валя тата Викăсăр пуçне Таньăпа Дима та хутшăннă.

Кил хуçи те, унăн мăшăрĕ те Йĕкĕрвартах çуралса ÿснĕ, кунтах йăва çавăрса тĕпленнĕ те. Инесса виçĕ ачаран — чи асли. Сăмах май, унăн йăмăкĕпе Надьăпа шăллĕ Саша та çак ялтах пурăнаççĕ.

— Шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри çĕвĕ училищине кайрăм. Унта малтан икĕ çул вĕрентĕм, кайран закройщик ĕçне хăнăхрăм. Колледжра та виçĕ çул вĕрентĕм. Çав вăхăтрах КБОра ĕçлерĕм. Ачасем çуралнă май куллен Çĕрпĕве çÿреме йывăрланчĕ те ялти çĕвĕ цехĕнче тăрăшрăм вăл хупăниччен, — тет Инесса Николаевна.

Хăйĕнчен ултă çул аслăрах йĕкĕтпе ачаран пĕрле выляса ÿснĕ вĕсем. Пĕр урамрах пурăннă-çке. Çирĕп çемье йĕркеленнĕренпе 17 çул çитнĕ ĕнтĕ. Хунямăшĕпе Зоя Васильевнăпа та килĕштерет кинĕ. Шел, аслин сывлăхĕ хавшаса пырать. Йывăр кун-çул хăйĕннех тăвать. Унсăрăн мăнукĕсемпе вĕçĕ-хĕррисĕр савăнмалла та савăнмалла кăна. Вĕсене утьăкка сахал сиктернĕ-им? Кинĕ ĕçе кайсан пĕчĕккисене лăпкаканни шăпах асламăшĕ пулнă-çке.

Халĕ вара кил хуçи арăмĕ пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ почтальонра тăрăшать. Мăшăрĕ çывăхри ял-салара çынсене стройка тĕлĕшĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшать.

— Авланнăранпа аякри хулана пĕр-икĕ хутчен кайса килчĕ те, текех шарламарĕ. Унти укçана кунта та тупма пулать терĕ. Мана та мăшăр юнашар чухне канлĕрех, — тет хĕрарăм.

Пĕртăвансем

Тĕпренчĕкĕсем çунат сарсан, мăшăрсăр юлсан Инесса амăшĕ Алина Михайловна çепĕçлĕхпе юратăвне ытти ачасемпе пайлама тĕв тунă. Çавăнпах малтанах Сашăпа Костьăна, кайран тата пĕртăвансене: Дениса, Юрике, Аньăна — кил ăшши парнеленĕ. Хăй хÿттине илнĕ пилĕк ывăлпа хĕрĕ хушшинче пысăкланса килĕнчен кайни те, салтака ăсатма вăхăт çитни те, техникумра, кĕçĕн класра вĕренекен те пур. Аслă хĕрĕ Инесса та амăшĕн тĕслĕхĕпех хавхаланнă-тăр çав.

— Таньăпа Дима пирĕн патра икĕ çул пурăнаççĕ ĕнтĕ. Пĕрлех илсе килтĕмĕр вĕсене. Таня — анне çемьене йышăннă Аньăн йĕкĕреш хăраххи. Ун чухне Таньăна чĕрепе операци тума хатĕрленнĕрен уйăрма тивнĕ пĕчĕкскерсене. Вăл вăхăтра ача çурчĕсенчи шăпăрлансене нумай кăтартатчĕç телекурав сюжечĕсенче. Таня та пурччĕ унта. Ăна питĕ хамăр пата илес килчĕ. Анчах тÿрех пулаймарĕ. Малтанах çурта пысăклатас терĕмĕр. Пĕчĕк пÿртре хĕсĕкрехчĕ.

Ача усрава илес шухăша мăшăр та сивлемерĕ. Çавăнпа тăрăшсах пурăнмалли лаптăка пысăклатрăмăр. Яваплă утăм тăвиччен çемьепе тепĕр хутчен канашларăмăр. Хĕрсем те хирĕçлемерĕç. Аннепе хуняма та ку шухăша ырларĕç çеç, — тет нумай ачаллă амăшĕ туслăн та килĕштерсе кун кунланине пĕлтернĕ май.

Çемьене пуянлатас, ача-пăча йышне пысăклатас хыпара Зоя Васильевна сивлемен çеç мар, Таньăпа Димăна илсе килсен куçĕ те шывланнă кинемейĕн.

— Ачасене шел-çке, амăшĕсем пăрахса хăварма епле хал çитернĕ-ши? — куçне шăлнă ачасене юратаканскер.

Хăть те мĕнле çĕнĕ япалана та пурне те пĕр тан пайласа панине те палăртрĕç çемьере. Картиш-пахчари тĕрлĕ ĕçе те ывăлĕ-хĕрĕ пысăк йышпа пурнăçлама кăмăллать-мĕн.

Выльăх-чĕрлĕх те сахал мар тытаççĕ вĕсем. Икĕ ĕне сăваççĕ, виçĕ вăкăр самăртаççĕ, чăххи-чĕппи те картиш тулли.

Кăшкăратчĕ çеç...

Инесса Николаевна кашни ачине чунран юратни тÿрех сисĕнет. Акă Дима ун çумне «аннеçĕм» тесе сĕртĕнчĕ, ачашланчĕ. Хăйне ăшă ытамра çав тери хăтлă туйрĕ-тĕр.

— Килнĕ-килмен ашшĕпе çывăрчĕ. Кампа çывăрасса ыйтсан: «Аттепе», — терĕ тÿрех. «Арçынна арçынах кирлĕ çав», — шухăшларăм. Канма выртнăскер çумне йăпăр-япăр вырнаçрĕ, — сăмах çăмхине малаллах сÿтрĕ ăш пиллĕ хĕрарăм.

Чĕрĕ-сывă чупакан-вылякана, чунран кулакана «сусăр» теме хăюлăх çитеймест. Çавăнпах Таньăпа Дима пирки сывлăхĕ кăштах хавшакрах темелле-тĕр. Анчах ку чăрмав-и? Çук паллах. Юратма та, çитĕнÿ тума та кансĕр­лемест ку.

— Таня малтан саспаллисене те лайăх палламастчĕ, йывăррăн пуплетчĕ. Халĕ вулама та хăнăхрĕ, калаçакан та пулчĕ. Шкула та кайман вăл малтан, ялта çеç ятăмăр. Ачасем аван вĕренеççĕ. Ксюша Артека кайма та тивĕçлĕ пулчĕ. Ятарлă стипенди илет. Умра яваплă тапхăр-ха — 11-мĕш класс. Валя тăтăшах тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Таньăна та хурлас килмест. Питĕ тăрăшать. Чăвашла та вĕренчĕ. Дима вара малтан пачах сăмахламастчĕ. Тискеррĕн кăшкăратчĕ çеç. Сасă çеç кăларатчĕ. Халĕ калаçма вĕренчĕ. Шухăшне те ăнланма пулать. Димăн шкула кайма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, анчах ăна парта хушшине лартма васкамастпăр. Ачана шел. Халĕ унăн выляс килет, ниçта кайса кĕреймест. Чĕлхи те уçăлман-ха.

Ыттисенчен нимĕнпе те уй­рăлмаççĕ ачасем. Калаçаймаççĕ çеç. Манпа усал пулса та кăтартман. Яланах итленĕ, — пытармасть Инесса Николаевна пурнăçра малалла çеç пăхса.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.