Качча кайманскер
Килте чашăк-тирĕк шăкăртатасси камăн пулмасть? Пирĕн те çаплах. Генукпа час-часах тавлашатпăр. Вăл — арçын. Унăн сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла пек. Анчах манăн та парăнас килмест. Çапла хушăран калаçмасăр виçĕ-тăватă кун та пурăнатпăр. Тепĕр чухне «байкот» текенни эрнелĕх те тăсăлать. Кун пек чухне хама тĕрлĕрен тытатăп эпĕ. Килте кам хуçа иккенне ĕнентерме апат пачах пĕçерместĕп. Хĕрĕм ача садне çÿрет, унтан таврăнсан чей çеç ĕçет. Е иксĕмĕре валли пăтă хатĕрлетĕп те Генук таврăннă тĕле чашăк-тирĕке тап-таса пуçтарса хуратпăр. Упăшкам ĕçе ирех тухса кайнăран хама валли «кучченеç» янтăлама та вăхăт çителĕклĕ. Кăна Генук та чухлать. Ара, эпĕ выçă çÿреместĕп-иç. Типĕ апат çырткаласа ывăнсан хăех парăнать. Вĕри апат кама илĕртмест? Ялан кафере çеç çинипе ĕç тухмасть-çке.
Виçĕ хĕрарăм пĕр пасар теççĕ. Эпир вара ĕç пÿлĕмĕнче — пиллĕкĕн. Камăн кăмăлĕ еплереххине куçран пăхсах асăрхама вĕреннĕ. Çавăнпах эпĕ Генукпа «вăрçăлла» вылянине хĕрсем тÿрех сисеççĕ.
— Хальхинче епле «вĕрентес» тетĕн? Яланхиллех пуль? — вăрттăн йăл кулать Верук.
Вăл пирĕн — çулпа чи асли. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курма тивнĕ мăнтарăнăн. Апла пулин те пуç усма хăнăхман вăл. Ялан шÿтлет, кăмăла çĕклет.
Лидăпа Надя — пĕр евĕрлĕрехскерсем. Кăмăлĕсем уçă чухне темĕн пирки те юмахлаççĕ. Чунĕсене те уçаççĕ. Япăх чухне пырса ан перĕн — çыртса илессĕнех «хамлатаççĕ». Лариса — чи çамрăкки. Манран икĕ çул çеç кĕçĕн-ха та... Качча кайманнипе ачапча вырăнĕнчех йышăнатпăр ăна. Анчах вăл хăйне çав тери ăслăн та хăватлăн тытать. «Ватă хĕр» ятне илнĕскерсен хăйнеевĕрлĕхĕ-тĕр çакă. Пирĕн Лариса та вĕсен йышне кĕнĕпе пĕрех-çке. Вăтăра кайнăскере урăхла епле чĕнĕн?
Анчах ăна эпир кун пек калани килĕшмест. Тÿрех шăртне тăратать. Çук-ха, усал мар вăл, кăмăлĕ уçă чухне унран ырă çын çук. Ачасене мĕн тери юратать тата! Хăйĕн те амăшĕ пулма вăхăт çитнине мĕн чухлĕ каламастпăр пуль. Усăсăр.
— Ача уçă чÿречерен çил вĕрнипе пулмасть вĕт, — тет пиртен хăпас тесе.
Качча каясси пуçĕнче те çук-шим?
— Качча илекен çук, — тет кĕскен туйра савăнас кăмăлăмăрсем пысăккине систерсен.
Алăкран килсе шаккасса кĕтсе çеç ларсан ĕç тухмасть паллах. Хĕр пуçпа ĕçрен таврăнсан телевизор умĕнче çеç выртмалла маррине, урама тухмаллине мĕн чухлĕ вĕрентместпĕр-сĕнместпĕр-ши? Унăн пĕр хурав — е кăмăлĕ çук, е юлташ кирлĕ. Е тата... пĕрмай яла чупать Лариса. Çулла сухан лартмалла унăн, хăяр тăварламалла, компот хупмалла. Хĕлле... хĕлле мĕн тума кашни канмалли кун амăшĕ патне йăркканине хăй те пĕлмест.
Анчах... качча кайман пулин те упăшкана мĕнле юрамаллине, унпа мĕнле пурăнмаллине пиртен те аван чухлать Лариса. Çакăншăн юратмастпăр та ăна.
Иртнинче мана эпĕ Генукпа пилĕк кун калаçманшăн еплерех ятларĕ! Хĕрарăмăн ăслăрах пулмалла-мĕн, хирĕçсен те апат янтăламалла. Мăшăрăн выçă çÿреме юрамасть. Унсăрăн купăста яшки пĕçерсе çитерекен урăх хĕрарăм тупать...
Кун пек чухне хамăр хушăра ăна «мăкăрти карчăк» тесе те чĕнетпĕр. Чăннипех хĕрĕх чĕлхеллĕ пекех туйăнать хушăран. Кăмăлĕ япăххи те тÿрех сисĕнет. Кашни вак-тĕвекшĕн сăмахлать. Мăкăр-мăкăр туса çÿрет сăмси айĕнче.
Иртнинче тата Лариса Верука пурăнма вĕрентни вуçех те тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Калатăп-çке, пиртен чи асли пурнăçра темĕн те тÿссе ирттернĕ. Мăшăрĕн пусмăрĕнче пурăннă тени те йăнăш мар. Ÿсĕр таврăнсан çÿçрен-пуçран еплерех сĕтĕрнисене каласа кăтартатчĕ вăл. Çĕрĕ-çĕрĕпе упăшкапа çапăçнă хыççăн ирхине ĕçе каймалла-çке тата. Çак мăшкăла чăтса ывăннăскер нумаях пулмасть мăшăрĕнчен уйрăлчĕ, арçынна аранах хваттерĕнчен хăваласа кăларчĕ, яла ăсатрĕ.
Аллă çула çитсен мăшăртан уйрăлнине пачах ăнланма пултараймарĕ «çамрăкки». Килти килĕшÿлĕхпе çураçу хуçаланасси чи малтан хĕрарăмран килнине çирĕплетрĕ. Упăшка хĕнесен те айăпĕ хамăртах-мĕн. Эппин, таçта этемлĕхĕн черчен пайĕ йăнăш тунă... Мĕнле кăна ăс памарĕ-ши Лариса Верука? Епле кăна ятламарĕ! Хăйне чи тĕрĕс арăм вырăннех хучĕ качча кайманскер.
ЕКАТЕРИНА.
Шупашкар хули.
Комментировать