Юлия МИХАЛКОВА: “Эпĕ айван мар”

23 Июл, 2016

“Уральские пельмени” шоу çăлтăрĕ сцена çинче хитре, анчах та айван хĕр сăнарне калăплать. Пурнăçра вара хăйĕн сăнарне пачах та хирĕçле пике вăл: ăслă та яваплă, икĕ специальноçпа аслă пĕлÿ илнĕ. Халăх юратакан шоу ÿкерме хутшăннисĕр пуçне Юлия “Вкусные дела” кăларăмра ял хуçалăхне популяризацилет тата хăй йĕркеленĕ “Речевик” центрта тĕрĕс калаçма-çырма вĕрентет.

— Эсир дневник çырса пыратăр-и?

— Тахçан пурччĕ. Халĕ ун вырăнне — социаллă сеть. Хамăн шухăшсене йăлтах унта кăларса хуратăп.

— Шкул çулĕсенчен асра мĕн юлнă?

— Шкула эпĕ яланах вĕренес кăмăлпах çÿреттĕм. Пирĕн класс питĕ туслăччĕ, вĕрентекенсем лайăхчĕ. Эпĕ ун чухнех шкулти спектакльсене хутшăнаттăм. Эпир питĕ хаваслă ирттереттĕмĕр вăхăта, вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраттăмăр.

— Ăçта вĕренни ытларах кăмăла ларчĕ: филологи факультетĕнче е театр шкулĕнче?

— Филфакра пурнăçăма КВН вирхĕнсе кĕчĕ. Малашлăха шăпах вăл палăртрĕ те. Театр енĕпе аслă шкула сцена çине тухма пуçланă хыççăн кайса кĕтĕм. Професси енĕпе пĕлÿ çитменнине асăрхарăм та... Чăн-чăн актрисах пулас килетчĕ.

— Шоура хăш номер ытларах килĕшет сире?

— Пурне те юрататăп. Ăнсăртран нимĕн те çуралмасть пирĕн. Кашни номер тĕлĕшпех вак-тĕвек таран ĕçлетпĕр. Вĕсем маншăн хамăн ачасем пекех. Пепкесене юратмасăр май пур-и вара?

— Эсир арçын коллективĕнче ĕçлетĕр. “Пельменьсем” питĕ интеллигентлă та евĕклĕ, паллах, анчах та вĕсемпе пĕр тан пулма çăмăл мар-тăр?

— Мана арçынсен хушшинче питĕ хăтлă. Маншăн пичче вырăнĕнчех вĕсем. Вĕсемпе лăпкă, шанчăклă. Нихăçан та кÿрентерме памĕç — çакна пĕлсех тăратăп. Эпĕ хам та пит парăнаканнисен йышшинченех мар-ха. Çапах манăн “каччăсемпе” хăть те ăçта кайма пулать. Вĕсен, пысăк сас паллирен çырăнакан Арçынсен хушшинче, пулни — пысăк ăнăçу.

— Сцена тулашĕнче мĕнле вĕсем — “Пельменьсем”?

— Пурте питĕ йĕркеллĕ те сăпайлă. Пурте манăн идеал картне лараççĕ: хăйсене мĕн кирлине пĕлеççĕ, шалта пурин те çирĕп никĕс пур, кашниех тĕлĕнмелле ĕçчен тата. Чи кирли — çăлтăр чирĕ нихăшĕн те çук. Çапах та сцена çинчи сăнартан чи уйрăлса тăраканни, ахăртнех, Слава. Вăл “додика” вылять пулин те пурнăçра — çирĕп йĕркене пăхăнаканскер, яваплăскер, лидер, професси фаначĕ. Дима Соколов час-часах ĕçкĕçсене, вăрçакансене, ахаль каччăсене калăплать. Пурнăçра хăй — 100 процентлă интеллигент. Хам пирки те çавнах калас килет — сăнарпа çыхăнтарса пĕтĕмлетме кирлĕ мар. Эпĕ айван пикесене вылятăп. Пурнăçра хам пирки те яваплă, çăмăл шухăшлă мар тесе калас килет.

— Ял хуçалăхне юрататăр-им?

— Питĕ. “Вкусные дела” программăпа фермер хуçалăхĕсенче тăтăшах пулатăп. Вĕсем мĕнле ĕçленине пăхатăп, вăрттăнлăхĕсене ас туса юлма тăрăшатăп. Каярахпа, ăшăтсан, вĕсемпе хамăн пахчара хаваспах усă куратăп.

— Ял пурнăçне шăпах çак кăларăм урлă вĕренетĕр пулĕ: калча лартатăр, ĕне сăватăр...

— Пирĕн пĕр тĕллев — халăха ют çĕршывран кÿрсе килнĕ çимĕçсĕрех пурăнма вĕрентесси. Пирĕн кăларăм кулинари черетлĕ шоувĕ мар, социаллă яваплăх. Эпир кăларăмра Урал фермерĕсен çимĕçĕнчен янтăлатпăр апат.

— Çынсем мĕнле кĕтсе илеççĕ?

— Алă сарса. Халĕ мана облаçĕпех хăйсем патне чĕнеççĕ, кунĕпех фермерăн таса çимĕçĕпе сăйлама шантараççĕ. Мана фермăсенче питĕ килĕшет. Çав вăхăтрах эпĕ, хула хĕрачи, хитре тăхăнса çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿреме хăнăхнă вĕт. Анчах та унта, ялта — чăн-чăн вырăс чунĕ!

— Ĕне суни мĕнле туйăм çуратать?

— Малтанах хăрарăм-ха эпĕ мăйракаллăскертен — унран темĕн те кĕтсе илме пулать вĕт. Анчах та эпĕ вырăс хĕрарăмĕ вĕт-ха: манăн çунакан çурта та кĕмелле, кирлĕ пулсан — ĕне те сумалла. Анчах та эсир çакна çăмăл тесе шухăшлатăр пулсан — питех те йăнăшатăр! Апла та туртатăп, капла та — тухмасть сĕт! Пĕр грамм та!!! Юрать Светлана пулăшрĕ. Унăн урокĕ хыççăн шурă ылтăн чиперех юхма пуçларĕ. Вăт халĕ манпа ялта пурăнма пуçласан — пĕтместĕн!

— Эсир трактор рулĕ умне те ларнине пĕлетĕп...

— Чăн-чăннин рулĕ умне! Юля, çăмăл машинăпа çÿреме хăнăхнăскер, уйра пысăкккипе çил хăвалать! Ахаль хăвалмасть тата, утă пуçтарса кубика хывать. Эпĕ, чăн та, ÿпĕнсе каясран питĕ хăранăччĕ — хулари асфальт мар вĕт уйра, лакăм-тĕкĕм — çине-çинех. Анчах та Николай фермер чиперех тесе пĕтĕмлетрĕ.

— Косметологи процедурисене мĕнле йышăнатăр?

— Хĕрарăм организмне сиен кÿменни — йăлтах лайăх.

— Ывăннине мĕнле ирттеретĕр?

— Меллĕ кашни самантпа усă курса çывăрма тăрăшатăп. Пуйăсра-и, самолетра-и, пăрахутра-и — кирек ăçта та çывăрма пултаратăп. Вĕçĕмсĕр гастрольти артистшăн питех те пĕлтерĕшлĕ ку.

— Сирĕн пирки “нумай çиет, анчах та самăрăлмасть” теççĕ...

— Чăнах та тиркесе çиместĕп: пылак, çуллă, тăварлă, çăнăхран пĕçернĕ апат... — йăлтах пур манăн сĕтел çинче. Çĕрле те çиме пултаратăп. Эпĕ тепĕр чухне мĕн тери нумай çини пирки шухăшлама та пултараймастăр /кулать/. Пурнăçăмра нихăçан та диетăна пăхăнса курман. Анчах та калорисем манăн организмра тытăнса тăмаççĕ. Тен, эпĕ пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменнипе те çыхăннă çакă.

— Фитнес, тренажер тĕлĕшпе вара мĕнле-ха?

— Манăн хамăн “личнăй” тренер пур. Мĕн кăна тутармасть вăл мана. Кире пуканĕ çĕклеттерсе лартать-тăратать, кутамкка çактарса ура хуçтарать... Анчах та унăн тренировкисене сайра-хутра кăна çакланатăп эпĕ. Юлашки виçĕ çулта гастрольсене тăтăш çÿретпĕр, пĕр хуларан теприне çÿретпĕр. Тренировкăсен графикĕ çапла майпа йăлт пăсăлса пĕтрĕ. Концерт хыççăн лăпланма питĕ йывăр. Тепĕр чухне ирччен те çывăрса каяймастăп. Вăт халĕ шухăшлăр. Эпĕ ирхи пиллĕкре аран-аран çывăрса кайнă. Тăххăрта вара Катьăран СМС çитет: “Тăр хăвăртрах! Тренировка!!!” Мĕнле кире пуканĕ, кутамкка çинчен калаçма пулать кун пек самантра? Çывăрмалла тата çывăрмалла! Эпĕ пĕр япалашăн кăна ура çине çĕкленме пултаратăп кун пек чухне — массаж... Мана вăл яланах кирлĕ. Кирек те хăш хулара.

— Карап çинчен тÿрех массаж кравачĕ çине чăмма меллех мар-тăр...

— Эпир гастрольсене хамăрăн ятарлă автобуспа çÿретпĕр. Питĕ меллĕ — вокзалсем тăрăх япала та, аппаратура та сĕтĕрмелле мар. Унта вара, автобусра, минтерпе тата утиялпа витнĕ вырăнсем те пур. Меллех мар, паллах, анчах та çывăрма пулать. Пĕррехинче хамăн тăтăшах пуç ыратма пуçланине асăрхарăм. Хăвăртах ывăнакан пултăм. Пурăнма та, мĕнле калас, хаваслах мар капла. Эпĕ малтанах çакна канса çитерейменнипе çыхăнтартăм. Анчах та пĕр массажист манăн... çурăм шăмми куçнине асăрхарĕ. Пур çавăн пек профессионалсем — кĕлетке çинче пĕр пăнча тытса пăхса организм çинчен пĕтĕмĕшле каласа кăтартма пултараççĕ. Вăл çурăм шăммин “аташса кайнă” сыпăкне вырăна лартрĕ те, пурнăç майлашăнчĕ. Çавăнтанпа эпĕ пур тĕрлĕ массажа та юратса пăрахрăм: пылпа, вĕри чулпа, курăк тултарнă хутаçпа, пăнччăллине, банкăллине, лимфа тĕлĕшпеллине, стреса хирĕçлине, Корея, Тайланд, Франци, Испани, Гавай массажне... Чи килĕшекенни — целлюлитпа кĕрешекенни. Чи кирли — ачашламалла мар, лайăх чĕпĕтмелле. Массаж тăтăшах тусан ÿт хăнăхать те, кăваксем тухмаççĕ. Лайăх массаж хыççăн нимĕнле спортзал та кирлĕ мар — килограмсем капла та шăранаççĕ. Пĕр курс массаж туса 3-5 килограмм çухатма пулать. Пилĕк 7 сантиметр таран хухма пултарать. Пресс туса та асапланма кирĕ мар — хырăм та çурăм çумне туртăнать.

— Эсир ыттисене пулăшакан çын-и? Сирĕнтен пулăшу ыйтакан пур-и?

— Тăтăшах. Пулăшма тăрăшатăп паллах. Хам пултарайман чухне ыттисемпе паллаштаратăп. Мана ытларах сусăрсен шăпи хумхантарать. Вĕсен тĕлĕшпе саккуна тата социаллă хÿтлĕхе улăштармалла тесе шухăшлатăп. Патшалăхăн сусăрсемпе тимлĕрех пулмалла, ытларах пулăшмалла. Халĕ те нумай ĕçлеççĕ-ха, анчах та ку çителĕксĕр. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — обществăн сусăрсене йышăнма вĕренмелле. Чунсăрлăх валли вырăн пулмалла мар пирĕн чунсенче. Автобуса ларма, çул урлă каçма пулăшмалла. Общество çынлăхĕ шăпах сусăрсене мĕнле йышăннинчен пуçланать.

— Эсир тĕн уявĕсене паллă тăватăр-и?

— Чиркĕве тăтăшах çÿретĕп, типĕ тытатăп. Манăн пурнăç йĕрки ку. Уявсене паллă тăватпăр. Епархи ĕçĕсене те хутшăнатăп эпĕ. Калăпăр, Екатеринбург владыкипе Кирилпа Типĕ фестивальне йĕркелерĕмĕр. Православи тата типĕ апат-çимĕç мĕн тери тутлă пулма пултарнине ĕнентертĕмĕр. Типĕ пельмень хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ ирттертĕмĕр.

— Чун макăрнă самантра çынна култарма епле вăй тупатăр?

— Оптимист пулни пулăшать мана. Кирек мĕнре те лайăххине шыраса тупма тăрăшатăп. Çавăнпа манăн кăмăл яланах лайăх. Япăх кăмăла çĕнтермелли чи лайăх сĕнÿ — йăлтах шÿт урлă пăхмалла. Чи малтан, паллах, хăвăнтан тăрăхлама пĕлмелле. Тепĕр сĕнÿ — хĕрсене депрессирен хитре тумтир çăлма пултарать. Хитре пике хыççăн, вăл çыпăçуллă тăхăннă пулсан — пушшех те, пĕлсех тăратăп, урамра çаврăнса пăхаççех. Ку вара хĕр-хĕрарăмшăн бальзам вырăннех.

— Шÿт туйăмне аталантарма пулать-и?

— Çак туйăмпа... çуралмалла. Анчах та ăна аталантарма та кăткăс мар. Классикăллă комедисем вулăр. Унта хитре шÿт нумай.

— Эсир яланах йăл кулатăр, сирĕнтен позитив тапса тăрать. Яланах çапла мĕнле пулмалла?

— Чи кирли — йăлтах чунран тухмалла. Эпĕ пуринпе те уçă чунпа хутшăнатăп. Никам пирки те усал каламастăп. Тĕнче те манпа çавăн пекех хутшăнать.

 

БЛИЦыйтăм

Юлашки отпускра ăçта кантăр?
Тăван Свердловск облаçĕнче. Хула тулашĕнче, вăрман варринче.
Çамрăк чухне мĕнле витлетчĕç сире?
Юля-красотуля.
Эсир тăмана е тăри?
Тем пек тăмана пулас килсен те — тăри.
Стреса мĕнле ирттеретĕр?
Мунча, бассейн, спа.
Хăвăра мĕнле чĕрчунпа танлаштаратăр?
Кушакпа. Хам тĕллĕн пурăнатăп, анчах çав вăхăтрах — килти чĕрчун.
Талисман пур-и сирĕн?
Пур — йăл куллăм.
Кĕсье телефонĕ мĕнле кĕвĕ кăларать?
Нимĕнлине те. Кирлĕ шăнкăравсене виброрежимпах сисетĕп.
Психологи енчен хăвăра миçе çулта туятăр?
23-рен ытла мар. Анчах та çула кура мар ăслине пĕлетĕп. Йăлтах лару-тăруран килет.
Юратнă афоризм пур-и?
Ырă тума васкăр!
/Кlео.ru/

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.