Несĕлсенчен чунпа, юнпа куçнă туртăм

22 Июл, 2016

Ăнсăртран лекнĕ çын сывлăх сыхлавĕнче тытăнса тăраймасть теççĕ. Чун туртмасан, суйласа илнĕ професси Турă панă пултарулăхпа пĕр килмесен, вăхăт иртнĕ май ĕçе хăнăхма май килесси пирки ĕмĕтленнин усси пулассăн туйăнмасть. «Эмелпе кăна мар, ырă кăмăлĕпе сипленĕ, йывăр амака сирсе мана ура çине тăратнă тухтăра сирĕн хаçат урлă чĕререн тав тăватăп», — çакăн йышши сăмахсене пациентсем редакцие ахальтен çырмаççĕ.

«…Куç илмесĕр сăнаттăм»

Аслă категори врачĕ Нинель Жукова неврологшăн та пациентсен тав сăмахĕ, вĕсем кăмăллă пулни — чи пысăк хаклав. Паллах, чирлисенчен кашнийĕ хăйнеевĕрлĕхĕпе, тыткаларăшĕпе, тавракурăм шайĕпе уйрăлса тăрать пулсан та тухтăр пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, пулăшма тăрăшать. Пациент тата сиплевçĕ пĕр-пĕрне шанма, ăнланма пултарсан чир-чĕртен хăтăлмашкăн та ансатрах.

Нинель Яковлевна — пурнăçне медицинăпа шутламасăр-тумасăр çыхăнтарнă çын мар. Ашшĕ Яков Васильевич ачаранпах тухтăра вĕренмешкĕн тĕв тунă. Ылханлă вăрçă çамрăкăн çунатлă ĕмĕтне татнă. Украинăри чылай ял-хулана ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă вăл. Салтак тумне хывсан çемье çавăрнă.

Амăшĕ Анна Анисимовна Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн хулари 1-мĕш больницăн поликлиникинче фельдшер-лаборантра тăрăшнă. Пĕчĕк хĕрне ача садне вырнаçтарма май килменнипе ĕçе илсе çÿренĕ. «Эпĕ унтах çитĕннĕ темелле. Пирĕн валли çитĕннисем уяв час-часах ирттеретчĕç, пултарулăх конкурсĕ йĕркелетчĕç. Медицина ĕçченĕсен «асамĕсене» куç илмесĕр сăнаттăм: вĕсем шприц хатĕрленине, укол тунине, банка лартнине, юн пусăмне виçнине. Шурă халатлисем кашни çыннах пулăшма пултарассăн туйăнатчĕ. Халăх хисеплекен Осипова, Малова, Маркова тата ытти сиплевçе куллен кураттăмăр. Вĕсем Чăваш медицинин çăлтăрĕсем иккенне чухлайман çав эпир, пĕчĕкскерсем, — аса илет Нинель Яковлевна. — Республика больницин картишĕнчи çуртра пурăнаттăмăр. Кÿршĕсенчен чылайăшĕ тухтăрччĕ. Вĕсемпе хутшăнма кăмăллăччĕ: кĕнеке-журнал нумай вуланă май тем çинчен те пĕлетчĕç, тавракурăмĕсем анлăччĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен хушшинче çитĕннĕ май эпир те вĕсем пек пулма тăрăшаттăмăр».

Кукашшĕ те вĕреннĕ çын пулнă. Етĕрне тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш арĕ вырăсла таса калаçни те ун чухнехи тапхăршăн пĕлтерĕшлĕ шутланнă: ял халăхĕ ĕçлĕ хутсем çыртарма ун патне пынă. Ентешĕсене шăл ыратнинчен, çăпан-юханран халăх мелĕпе сипленĕ тата вăл. Çакă та ячĕ-сумне çĕкленĕ унăнне. Пултарулăхĕ мăнукне куçнă ахăр.

«Аттепе анне иксĕмĕре те тухтăра вĕрентме ĕмĕтленетчĕç. Йăмăкăн чун туртăмĕ урăхларах пулчĕ. Анатоми пÿлĕмĕнче формалина вырнаçтарнă çын кÿлепине курсанах тăнне çухатнă вăл. Нимех те тăваймăн — медицина ун валли мар. Çывăх тăванăм пурнăçне экономикăпа çыхăнтарчĕ, — тет Нинель Яковлевна. — Атте-анне пилĕпе тухтăр профессине алла илтĕм».

Шупашкарти 30-мĕш шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма биологи учителĕ Валерия Аркадьевна Попова хавхалантарнă. Сăмах май, паян кунчченех туслă çыхăну тытаççĕ вĕсем.

40 çула яхăн...

Аттестат илсен Шупашкар хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне кĕнĕ, «Врач ĕç-хĕлĕ» специальноçа алла илнĕ. Республика больницин никĕсĕ çинче неврологи енĕпе интернатура пĕтернĕ, Мускавра, Хусанта, ытти хулара йĕркеленĕ ятарлă курссенче пĕлĕве пуянлатнă.

Неврологие мĕншĕн суйласа илнипе кăсăклантăм. Çакна вăл ашшĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнипе çыхăнтарчĕ. Хĕр аслă шкулăн иккĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне Яков Васильевича радикулит çапса антарнă-мĕн. Тапранаймасăр выртнă арçын, нушаланнă. Врача вĕренекен Нинель те аптраса тăнă. Хĕр-тусĕн Çĕнĕ Шупашкарти больницăри неврологи уйрăмне ертсе пыракан амăшĕнчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Вăл сипленипе ашшĕ ура çине тăнă. Асăннă ăслăлăх кăткăс пулнине, ĕçĕ çăмăл маррине пăхмасăр çакăн хыççăн профессие неврологипе çыхăнтарма тĕв тунă студентка, тăрăшса вĕреннĕ, лекцисенче илнĕ пĕлĕве практикăра çирĕплетнĕ.

Çамрăк специалист пурнăç çулне Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводĕнче пуçланă: малтанхи вăхăтра — цехри сывлăх кабинетĕнче, каярахпа — заводпа юнашар çĕкленнĕ поликлиникăра /халĕ унта — стоматологи поликлиники/, унтан — Больница комплексĕн неврологи уйрăмĕнче çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Нинель Яковлевнăн медицинăри стажĕ 40 çула çывхарать. Çемье династийĕн сывлăх сыхлавĕнчи ĕçлев тăсăмĕ вара 80 çулпа танлашать.

Кирек мĕнле професси те çынна яваплă пулмашкăн хистет. Специалист çакна пурнăçлама май тупсан, пултарулăхне самана таппине кура аталантарса пырсан тата чирлĕ çынна сыватассишĕн çине тăрсан кăна ăна чăн-чăн профессионал тесе хаклаççĕ. Шăпах çавăн пек специалист Нинель Жукова, вăл — пысăк квалификациллĕ невролог. Медицина уншăн — чун суйлавĕ, несĕлсенчен чунпа-юнпа куçнă туртăм.

Ĕçĕ ăнать пултаруллă хĕрарăмăн — ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, пациентсем сума сăваççĕ. Çемйинче тăнăçлăх хуçаланать: мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ача çуратса халăха юрăхлă ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ывăлĕ — технарь. Кĕçĕннисем — йĕкĕреш хĕрĕсем — кун-çулне медицинăна халалланă: пĕри — терапевт, тепри — амăшĕ пекех невролог. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнăскерсем Санкт-Петербург хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.