«Сурăх касăвĕнче çуралчĕç сăвă йĕркисем»

22 Июл, 2016

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ. Тăван ялти, Хусанушкăнĕнчи вăтам шкулсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1972 çултанпа Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет, музыка урокĕсене ертсе пырать. Хăйĕн сăввисене юрра та хывать. Унăн статйисемпе очеркĕсем, тĕрленчĕкĕсем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ.

Вăл — Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн правленийĕн членĕ, 5 кĕнеке — "Ăшри туйăмсем", "Сăвăсемпе юрăсем", "Илемлĕх ытамĕ", "Халап хапха тăрринче", "Чутай ен çыравçисен антологийĕ" — авторĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ /2012 ç./.

— Светлана Вячеславовна, сирĕн çырас ăсталăх ăçтан пуçланнă?

— Атте учитель пулнă, анне колхозра ĕçленĕ. Пĕтĕмлетерех калас тăк — çыракан çынсем пулман. Манăн çырас ăсталăх кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех палăрма пуçланăччĕ. Ун чухнех сăвăсем хайлаттăм. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пултарулăха аталантарса пытăм. Астăватăп-ха: пĕрремĕш сăвва эпĕ Çеçпĕл Мишшине халалланăччĕ. Район хаçатĕнче пичетленнĕччĕ вăл. Сăвăсемсĕр пуçне ĕçри хастар çынсем çинчен статьясемпе тĕрленчĕксем çыраттăм, вĕсене те хаçата сĕнеттĕм. Вулакансем лайăх çырнă тесе хавхалантаратчĕç те татах çырас килетчĕ.

Аслă классенче вĕреннĕ чухне музыка еннелле чун туртма пуçларĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета кайса пăхнăччĕ, анчах пĕр балл çитейменрен вĕренме кĕреймерĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм вара.

4-мĕш класра чухне /атте ун чухне шкулта директор заместителĕнче ĕçлетчĕ/ мĕнле те пулин музыка инструменчĕ калама вĕренес килетчĕ. Пĕлÿ çуртĕнче купăс пурччĕ. Эпĕ çав купăса илсе килсе хам тĕллĕнех пĕчĕккĕн калама вĕрентĕм. "Светлана, хытă ан кăшкăрт-ха", — ятлатчĕ мана мамок. Вĕреннĕ чухне хытă пусăнаççĕ тÿмесем. Каярах, Хусанушкăнь шкулне кайсан, баян куртăм. Хут купăс калама пĕлетĕн тĕк баянпа та пÿрнесем кĕвĕ кăларма пултараççĕ. Вăтам шкул пĕтерсе пионервожатăйра ĕçлеме пуçласан пĕрремĕш шалупа баян туянтăм. Класпа концерт та лартаттăмăр. Класс ертÿçи — Маргарита Ишмейкинăччĕ. Пире Маргарита Анатольевна математикăпа пĕлÿ паратчĕ. Питĕ шанатчĕ вăл пире. Вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн, пултарулăхĕ аталаннăшăн хĕпĕртетчĕ. Çакна та калам: пионервожатăйра ĕçлеме пуçласанах хама вĕрентнĕ учительсенчен вăтанаттăм. Кайран кăштах хăюллантăм. 1975 çулта мана: "Виççĕмĕш курса çитрĕн ĕнтĕ", — тесе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме шанчĕç. Анна Павловна Ахтярова вĕрентекен шăпах тивĕçлĕ канăва кайрĕ ун чухне. Паянхи кунчченех унта ĕçлетĕп. Çак ĕçе пикеннĕренпе кăçалхи çурла уйăхĕнче 44 çул тулать. Çав вăхăтрах музыка урокĕсене те ертсе пыратăп.

— Сирĕн сăвăсен тематики тĕрлĕрен...

— Хам сăвăсенчен 40 яхăн юрă кĕвĕлерĕм. Пĕрремĕш кĕнеке "Ăшри туйăмсем" 1997 çулта пичетленчĕ. Пĕлтĕр Раççейри — Литература, Чăваш Республикинчи К.В.Иванов çулталăкне халалласа Чутай ен çыравçисен антологине кун çути кăтартрăм. Çак кĕнекене çырма Юрий Витальевич Дадюков /Чутай Юркки/ таврапĕлÿçĕ сĕнчĕ. "Мĕншĕн пирĕн хамăр тăрăхри çыравçăсем пирки кĕнеке кăларас мар? Çавăнпа ĕçлер-ха", — тенĕччĕ вăл. Юрий Дадюков хĕтĕртнипе çак кĕнеке кун çути курчĕ. Мана Юрий Григорьевский, Галина Зотова, Юлия Мареева пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Кĕнекене Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи çыравçăсене — писательсене, поэтсене, драматургсене, журналистсене, таврапĕлÿçĕсене, фольклористсене, наука ĕçченĕсене, литературоведсене, тĕпчевçĕсене, учительсене — кĕртрĕм. Чăвашсен çĕнĕ çырулăх пуçланиччен чылай малтан сăвă-калав хайлакансенчен тытăнса хальхи вăхăтри авторсем çырнă чи паха произведенийĕсене пичетлерĕм. Пĕтĕмпе 166 çын пулчĕ.

Сăвăсем тенĕрен, ытларах тăван тавралăх, çуралнă ял, атте-анне, юрату çинчен çыратăп. Юрату çинчен кĕвĕленĕ юрă та чылай. Манăн "Тăван ял" юрра чăваш эстрада юрăçи Сергей Павлов юрлать. Хăйне майлă, урăхларах йĕркеленĕ вăл ăна. Людмила Семенова юрăç вара "Калаç, тăван, калаç" юрра шăрантарать. Кĕввине Андрей Галкин çырнă.

— Эсир шкул ачисене те çак ăсталăха вĕрентетĕр пуль...

— Кружок йĕркелемен. Мĕншĕн тесен пирĕн икĕ кружок ертсе пыма юрамасть. Мана хор кружокне паратчĕç. Апла пулин те эпĕ ачасен çырас ăсталăхне яланах аталантарнă. "Тантăш" хаçатра ачасен сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем кун çути курнă. Юлашки çулсенче ярса паман-ха. Тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Чăваш халăх сайчĕн ертÿçи Николай Плотников йĕркеленĕ конкурссенчен пĕрре те юлман. Ачасемпе те, хам тĕллĕн те хутшăннă. Кашни çулах парнесене, Хисеп хучĕсене тивĕçетпĕр.

— Çырма мĕн хавхалантарать?

— Чун туртăмĕ пурри. Кăштах хам çинчен те пĕлтерес килет. Ялти нумай çул ĕçлекенсене юбилейсем тĕлне сăвăсем çырса паратăп та савăнаççĕ. Шкулти пулăмсем, ĕçсем çинчен çыратăп. Конкурссене хутшăнакан ачасене сăвăсем хайлама пулăшатăп.

— Ялти çыннăн ĕç нумай, ир пуçласа каçчен ура çинче вăл. Хăш вăхăтра çыратăр?

— Паллах, ытларах çĕрле ларатăп. Мăшăрăм Сергей Николаевич ЧПУн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Каярахпа биологи енĕпе те аслă пĕлÿ илчĕ. Халĕ килти хуçалăхра ĕçлет. Упăшка эпĕ пултарулăх ĕçĕпе ларнине пĕрре те сивлемест. Хирĕç пулнă тăк çавăн чухлĕ кĕнеке кăлараймастăм. Вăл хайлавсене вулать, хак парать. Упăшка маншăн критик вырăнĕнчех. "Кунта кăштах юсамалла, кунта çапларах тумалла", — тет вара. Нихăçан та çапса хуçмасть, пултараймастăн тесе кÿрентермест. Чутай ен çыравçисен антологине хатĕрленĕ чухне нумай ĕçлеме тиврĕ. Вăл чарманни, хуçалăх ĕçĕсене хăй ытларах туни пысăк пулăшу пачĕ мана. Юратнă çын ăнланни пултарулăх çыннине питĕ хавхалантарать. Эпир 3 ывăл — Андрей, Григорий, Вячеслав — ÿстертĕмĕр. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илчĕç, Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Вăталăххи авланчĕ.

— Сирĕн пултарулăх ачăрсене куçман-и?

— Шкулта вĕреннĕ чухне аслипе кĕçĕнни çырса пăхнă. Етĕрнери наци гимназийĕнче вĕренчĕç вĕсем. Сăвăсем хайлама ятарласа уйрăм тетрадьсем те пуçланăччĕ. Асли Андрей: "Сочинени мар, шухăшсене сăвăласа çырма юрать-и?" — ыйтнă пĕррехинче. Вĕрентекен, паллах, хирĕç пулман...

— Чун йăпанăçĕ пур-и сирĕн?

— Пахчара ĕçлеме те кăмăллатăп. Эпĕ Сĕнтĕкçырми культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн аккомпаниаторĕ. Кÿршĕ ялсене тăтăшах концертпа çÿретпĕр. Пĕтĕм чăваш диктантне эпĕ кăçалхипе тăваттăмĕш çул çыртăм. Тăватă хутĕнче те диктантшăн "5" паллă илтĕм. Ку мана питĕ савăнтарать. Çавăн пекех эпĕ ачаранпах спортпа туслă. Пире шкулта физкультурăпа Людмила Михуткина вĕрентетчĕ. Çăмăл атлетикăпа та, йĕлтĕрпе чупассипе те, йĕтре тĕртессипе те, сăнă, диск ывăтассипе те шкул, каярахпа район чысне хÿтĕленĕ. Малти вырăнсене тухнă, дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.

— Ял çыравçине паян мĕн пăшăрхантарать?

— Колхозсем саланни, çĕр пушă выртни кулянтарать. Вăрман яла килет вĕт халĕ. Чун ыратать пулсан та нимĕн те тăваймастпăр. Чун ыратăвĕ сăввăмсене те тухкалать. Çыннăн чунне ыраттараканни пирки çырма тăрăшмастăп пулин те... Сăпайлăха упрасси манăн тивĕçĕм пек туйăнать. Япăххине çын ахаль те куллен курать, лайăххине кăтартса хавхалантарасчĕ тетĕп.

— Эсир питĕ сăпайлă, пĕрре те Чутай тăрăхĕнчи çын пек мар! Ку тăрăхрисене эпир харсăр пек пĕлетпĕр.

— Астăватăп: Раиса Васильевна Сарпи пирĕн пата тĕлпулăва килнĕччĕ. "Эпĕ Чутайсене харсăр халăх тесе килме хăраса тăтăм. Мĕнле сăпайлă çынсем иккен кунта", — тенĕччĕ вăл. "Чутайсем пурăнсан чăваш пурăнать", — тесе хăварнăччĕ пире Геннадий Никандрович Волков Хĕрлĕ Чутай районне килсен. Пирĕн кунта паян кашни хĕр пĕрчин, пикен, хĕрарăмăн хĕрес çакки, чăваш тумĕ пур. Садиксенчи фольклор ушкăнне çÿрекенсен те Чутай çи-пуçĕ пур.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр? Тата мĕн çырасшăн?

— Ял историне çырас тени лайăх-ха, анчах архивсенче ларма вăхăт кирлĕ. Нумай тĕпчемелле, тишкермелле. Тĕрĕс марлăхшăн кайран чун ыратать. Кĕнеке кăларасси — питĕ кăткăс ĕç. Николай Полозин "Просвещение Красночетайского края" кĕнеке кăларма хатĕрленет. Ăна 18 вĕрентекен çинчен материал пухса патăм. "Ман çинчен кам çырать-ши?" — текен ватă çынсем те пур ялта. Вĕсене те хавхалантарас килет.

— Мĕншĕн эсир "Салам" хушма ят илтĕр?

— Салам тени — пурне те сывлăх, ырă сунни. Çынна ыррине сунни лайăх вĕт! Кăмăла кайнăран çапла çырас терĕм. 2012 çултанпа Салам хушма ятпа çыратăп. Хам кĕвĕленĕ юрăсене шкул ачисене юрлаттаратăп. Ялти пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем те манăн юрăсене шăрантараççĕ. Ачасем "Юратнă шкулăм" юрра юратаççĕ. "Савнă шкулăм" текенни те пур манăн. Шкул гимнĕ те çырнăччĕ. "Çĕнтерÿ патнелле" юрра хорпа икĕ сасăпа юрланăччĕ. Уйрăм çынсем юрă çырса пама ыйтсан та хирĕçлеместĕп. "Шкул юбилейĕ тĕлне, тархасшăн, гимн çырса пар", — тенĕччĕ пĕр шкул директорĕн заместителĕ. Юбилейччен икĕ эрне кăна юлнăччĕ. "Маларах каламаллаччĕ, халĕ мĕнле ĕлкĕрес?" — пăшăрханнăччĕ эпĕ. Сурăх касăвĕнче çуралчĕç вара сăвă йĕркисем. Сăввине телефонпа шăнкăравласа вуласа патăм. Килĕштерчĕ. Анчах кĕвви ниепле те килмест. Хамăр шкул валли çырнă гимн кĕввипе туса патăм вара юрра. Сăввине район хаçатĕнче пичетлерĕç.

— Малашне те пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăр.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

ХАКЛАВ

Юлия Мареева, ЧНКн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи:

"Светлана Вячеславовнăпа пĕр ялтан эпир. Çамрăк чухне каçсерен Тури Çĕрпÿкасси клубне пухăнаттăмăр. Концерт хатĕрлеттĕмĕр те Етĕрне районĕнчи ялсене каяттăмăр. Çĕрле 1-2 сехетсенче тин таврăнатт ăмăр. Светлана Вячеславовна баян калатчĕ, ташăсем лартатчĕ. Хамăр пултарулăхпа паллаштарма тракторпа та, лашапа та каяттăмăр. Пирĕн яла сельхозхимирен торф тăкма КамАЗсем пыратчĕç. Çав машина кабинине лараттăмăр тата кÿршĕ районсенчи ялсене те çул тытаттăмăр... Светлана Яруткинăн пултарулăхĕ пирки калас тăк — вăл кашни "чун çимĕçнех" тĕплĕн шухăшласа, анлăн тишкерсе çырать. Çавăнпа вĕсем нумайлăха асра юлаççĕ, пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ".

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.