«Пылчăклă атăпа Чичикин пÿлĕмне кĕтĕм»

22 Июл, 2016

1948-1952 çулсенче Чăваш АССР коммуналлă хуçалăх министрĕ, 1952-1979 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пай ертÿçи, иккĕмĕш тата Шупашкар хула комитечĕн секретарĕ пулнă Петр Андреевич ЧИЧИКИН çуралнăранпа çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.

Кирлĕ чухне — «аçа-çиçĕм»!

— 1963-1979 çулсенче вăл — обкомăн иккĕмĕш секретарĕ — промышленноç, строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх, транспорт, суту-илÿ, çул-йĕр ыйтăвĕсемпе тухăçлă ĕçленĕ, — терĕ 1971-1978 çулсенче 1-мĕш стройтрест управленийĕн тĕп инженерĕ пулнă Лев Дольников. — Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕ унăн «ачи» тесех калатăп. Мĕншĕн? Трактор завочĕллĕ Волгоград, тракторсем шухăшласа кăларакан Харьковри институт ертÿçисем çĕршывăн патшалăх органĕсенче ăна хăйсен патĕнче лартассишĕн тăрăшнă. Чичикин «çулпуçсене» Шупашкарта хута ярсан тĕрĕс пулать тесе ĕнентернĕ. Партин XXIV съезчĕ 1971 çулта Чăваш Енре тума йышăнчĕ. 1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче никĕс ямашкăн çĕр чавма пуçланă. Чичикин строительствăна, тракторсем пухас ĕçе 7 çул, ытти вуншар объекта хута яракан организацисене парти енĕпе ертсе пынă. Мускавра вĕсене СССР патшалăх планне кĕрттернĕ. Тĕп хулари хăна çурчĕсенче эрни-эрнипе çĕр каçнă.

Тĕрлĕ сăлтава пула хăшпĕр строительствăна палăртнă вăхăтра вĕçлеймен. Чичикин ертсе пынипе вĕсене тĕпчесе объектсене ĕçе кĕртмелли мерăсем йышăннă. Чичикин плана тултарман строительсене, вĕсенчен начар ыйтнă райком-горком ертÿçисене çитменлĕхсемшĕн аванах пĕçерккĕ панă, вĕсене пĕтермелли çула ертÿçĕсемпе пĕрле шыраса тупнă. Тепĕр чухне вăл çывăх вăхăтра туса пĕтерме палăртнă объектсене вырăна маларах пĕлтермесĕр çитсе тишкернĕ, чăрмавсене сирме хушнă.

— Графика ĕлкĕрсе пынисене вăрçмастчĕ, — калаçăва тăсрĕ Лев Ильич. — Плана тултармасан, соц­обязательствăсене пурнăçламасан вăл — «аçа-çиçĕмччĕ»! Сăмахран, мана хăлха чиккинчен темиçе хут та «шăхăртрĕ». Кÿренмерĕм, ĕç хăвăртлăхне ÿстерессишĕн стройкăран каймарăм.

Тахăш çул Чичикин машинăсем тăвакан завод строительствипе паллашма пынă. «Лав мĕншĕн пĕр вырăнта тăрать?!» — тесе хирĕлнĕ. Çав самантра Л.Дольников тĕп инженер сасă хăпартсах завод директорĕ çине «сиксе ÿкнĕ»: «Ыйтăва мĕншĕн хальчченех татса памарăр?!» Лешĕ те чĕнмесĕр тăман, сăлтавне кăшкăрсах ăнлантарнă. Пĕр-пĕрне чăмăрккапа тÿпелес патнех çитнĕ. Вĕсене хире-хирĕç тепĕр утăм тума Чичикин чăрмантарнă. Иккĕмĕш секретарь умĕнче «çăвăр автансем пек сикнĕшĕн» иккĕшне те аллаппипе «çăвартан çапнă!» — лешсем тăп! чарăннă. «Иккĕмĕш» йывăрлăхран тухмалли çул шырама ыйтнă. Часах саккасçăпа подрядçă пĕр чĕлхе тупнă. Объекта хута ярсан Чичикин Дольникова мухтанă. 1978 çулта ăна строительствăн территори управленийĕн пуçлăхĕн çумне лартнă май трактор завочĕн строительствине ертсе пыма сĕннĕ.

— Манăн кандидатурăна завод пухăвĕнче сÿтсе яврĕç, — аса илчĕ Дольников. — Вăл шавлă иртрĕ. Рабочисем: «Дольников çав-çав объектсене «тĕпсĕр шăтăка чăмтарнă», — тесе намăслантарма хăтланчĕç. Куç умĕнчех элек сарнине чăтса лараймарăм, суяна тăрă шыв çине кăларам тесе сăмах ыйтрăм — Чичикин темиçе хут та хулран туртса антарчĕ. Пухăва обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Илья Павлович Прокопьев ертсе пычĕ. Завод директорĕ Виктор Десятов, Министрсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ Петр Левин тата Чичикин мана майлă каларĕç. Коллектив вĕсене хирĕç кайма хăяймарĕ — маншăн сасăларĕ. Чичикин вĕренекенĕ пулнăшăн мăнаçланатăп. Союз республикисенчен пуçтарăннисемпе пĕрле Л.Брежневпа тĕл пулма Кремльти пысăк зала мана икĕ хутчен ертсе кĕчĕ. Шупашкара ĕçмелли шывпа тивĕçтерме «Заовражная» станци тунă чухне 2 çынпа инкек сиксе тухнă пирки мана çийĕнчех тĕп инженертан урăх ĕçе куçарса, тен, тĕрмене лекесрен çăлса хăварчĕ. Ăна ырăпа çеç аса илетĕп.

«Партбилетна кăларса хуратăн!..»

Чичикин пилĕкçуллăх планри объектсене яваплисем еплерех ĕлкĕртнине тĕрĕслесех тăнă. Строительсем сÿрĕкленсен вырăнта канашлу ирттерсе, обкомпа Министрсен Совечĕ шайĕнчи ыйтусене хăй татса парса хăвăртлатма пулăшнă. Вăл ирттернĕ ларăва кая юлса кĕме никам та хăяйман. Ĕçшĕн хăйĕнчен те, хăйне пăхăнакансенчен те çирĕп ыйтнă.

— Иккĕмĕш секретарьте 16 çул тытăнса тăма мĕнле пултарнă? — ыйтрăм ватă строительтен.

— Тĕп Комитет ун чухне регионсен ертÿçисене экономикăпа социаллă пурнăçри пысăк çитменлĕхсемшĕн каçарман, чылайăшне ĕçрен хăтарнă, — хуравларĕ Л.Дольников. — Чăваш Енре 1960-1970 çулсенче промышленноç производстви çуллен ÿснĕ, çĕнĕ предприяти нумай уçнă, малтан пач пĕлмен продукци туса кăларнă. Трактор заводне хăпартнă чухне строительство ĕçĕсен калăпăшĕпе республика çĕршывра тăваттăмĕш вырăна тухрĕ. Мускав Чăваш Ене ÿсĕмшĕн мухтаса çеç тăнă. Промышленноçра ÿсĕм тунă пирки Чичикина ĕçрен кăларас ыйту лартман. 63 çулта чухне тин «Чăвашремстрой» пĕрлешĕвĕн ертÿçин заместителĕнче ĕçлеме куçрĕ.

— 1973 çул, çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ. Тăвакан трактор заводне /малтан ячĕ çаплаччĕ/ Чичикин пычĕ, — аса илчĕ çав çул цех пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланă Иван Долгушин. — Паллашрăмăр. 1974 çулта мана партком секретарьне суйласан завод тăвакансен штабне ертсе пытăм. Унăн ларăвне Чичикин час-часах ирттерчĕ. Унта тĕп подрядçăсем 5-мĕш стройтрестпа «Чăвашстрой», ытти организаци ертÿçисене пуçтарнă. Вăл партипе завод активĕн пухăвне те йĕркеленĕ. Корпуссене çĕклекен строительсен пĕрлехи ĕçне еплерех çыхăнтарса пынине тĕпченĕ, цехсен кăшкарне хăпартмалли тата тракторсем пухмалли графика пăхăнма ыйтнă. Унран юлса пынăшăн вăл е ку пуçлăха: «Çав кун тĕлне туса пĕтермесен парти билетне сĕтел çине кăларса хуратăн тата ĕçсĕр юлатăн!» — тетчĕ. Чичикин сăмаха çилпе вĕçтермен. Хăшпĕрне партирен кăларнă, должноçран хăтарнă. Çавăнпа çынсем тĕллевсене пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Строительство хăвăрт пычĕ. Цехран пĕрремĕш Т-330 трактор 1975 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче тухрĕ.

Министр çумĕ персе çитнĕ

Тĕп Комитет пĕр çулхине трактор завочĕ тăвассипе çыхăннă ыйтупа Шупашкарта канашлу ирттернĕ /вăл Совет Союзĕн е РСФСРăн 2-3 министерствин представителĕсем хутшăннипе кашни кварталтах пулнă/. Чичикин трибуна çинчен СССР Йывăр машинăсем тăвакан министерствин пай пуçлăхĕн çумне çапла каланă: «Завода туса пĕтерĕпĕр-ха. Анчах коллектив тракторсем пухаймĕ. Цехсенче сивĕ — ĕçлеймĕç. 2-мĕш ТЭЦ строительстви чăхăмлать. Пĕрремĕш трактор пухма тытăничченех ăшă памалла. СССР Энергетика министерствипе телефонпа халех калаçăр та канашлăва представитель яма ыйтăр». Лешĕ министрпа калаçнă хыççăн, тепĕр кунне 11 сехете, канашлăва энергетика министрĕн заместителĕ çитнĕ, 2-мĕш ТЭЦ строительствине хăвăртлатма чăрмантаракан ыйтусене татса пама шантарнă. Вăл хăйĕн сăмахне тытнă. 2-мĕш ТЭЦ хальчченех завода çеç мар, нумай предприятипе пурăнмалли çуртсене ăшă парса тăрать.

Пĕрремĕш корпуса ĕçе кĕртсенех картишне асфальт сарайман — коллектив йĕпе-сапара пылчăк çăрнă. Тротуар тăвасси партком секретарьне И.Долгушина канăç паман. Вăл тата завод директорĕ В.Десятов ăна хывасси çинчен тĕрлĕ шайра сăмах пуçарнă, анчах ĕç вырăнтан тапранман. Долгушин аптранăран Советсен çуртне çитнĕ, ĕçтешĕ тĕп постри милиционера алăк патĕнчен айккине чĕнсе калаçтарнă самантра пылчăклă резина аттипе алăкран кĕнĕ. Йышăну пÿлĕмĕнчи секретарьтен ирĕк ыйтмасăрах Чичикин пÿлĕмне кĕнĕ. Чичикин лапра атăллă Долгушина курсан: «Советсен çуртне çапла кĕме мĕнле хăйрăн?! Тух пÿлĕмрен!» — тесе кăшкăрнă, ăна кĕртнĕшĕн секретарьне хăтăрнă.

— Кăнттамланиччен темиçе кун шухăшларăм, — аса илчĕ Иван Иванович. — Пуçтахланнăшăн мана пĕр самантра партком секретарĕнчен, заводран кăларса яма пултарнă. Ĕç тăвассишĕн киревсĕр меслетпе усă курнине Чичикин ăнланса каçарчĕ, бракланă плиткăсене завода турттарма хушрĕ. Вĕсене сарса темиçе тĕлте тротуар тăсрăмăр.

Чичикин канашлу-пухура е куçа-куçăн калаçнă чухне йĕркесĕрлĕхшĕн, производствăпа çыхăннă çитменлĕхшĕн, тĕллевсене пурнăçламаншăн ертÿçĕсене питĕ хивре ятланă, анчах хаярлăхне хĕвĕнче тытса пурăнман. Тĕлпулу-ларăва яланах вăхăтра çитнĕ. Çапах та пĕррехинче трактор тăвакансен коллективĕн пухăвне хăй те кая юлса çитнĕ. Тен, пулăшуçисем ăна 18 сехет тĕлне Вырăс драма театрне йыхравланине пĕлтермен е пуху пулассине хăй маннă. Ку биографие кĕртмелли тĕслĕх мар. Ĕçри яваплăхне палăртас тесе çеç асăрхарăм ăна. Президиумри директорпа партком секретарĕ алăкран вăл пырса кĕрессе хумханса кĕтнĕ. Долгушин «иккĕмĕш» хваттерне телефонпа шăнкăравланă. «Петр Андреевич тин çеç ваннăйне çăвăнма кĕчĕ», — хуравланă мăшăрĕ. Шăнкăрав çинчен кил хуçине çийĕнчех пĕлтернĕ.

— Чичикин театра 15 минутран çитрĕ, — сăмаха тăсрĕ завод ветеранĕ. — Кайран мана: «Эпĕ мероприятие кая юлса çитнине никама та ан кала», — терĕ.

Унăн ĕçĕсем — куç умĕнчех

Вăл Тĕп Комитет умĕнче соцобязательствăсене пурнăçлассишĕн, плансене тултарассишĕн явап тытнă. Тĕрĕссипе — харăсах темиçе министр тивĕçне пурнăçланă. Унăн ĕнси çине «Химпром», машинăсем тăвакан завод, «Энергозапчасть», ХБК, агрегат завочĕ, ГЭС, «Заовражная» станци, ытти предприяти тиеннĕ. Заводпа пĕрле çĕнĕ-кăнтăр районĕ çĕкленнĕ. Заводра ĕçлеме çынсем кирлĕ, вĕсем валли пурăнмалли çуртсем, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем ĕçе кĕртмелле тесе çыршыв хыснинчен укçа çителĕклĕ уйăрнă. 21-шер общежити тата ача сачĕ, пĕр тата икĕ пÿлĕмлĕ 3 пин хваттер, 7 вăтам шкул, «Шупашкар», «Улăп», «1000 мелочей», «Искорка» суту-илÿ центрĕсем, пасар, йăла çурчĕ, мунча, профилактори, «Белые камни» пионер лагерĕ, «Туслăх» хăна çурчĕ, кунне 600 çынна йышăнакан стационарлă медсанчаç, 2 поликлиника, ачасен медцентрĕ, 3 профтехучилище, машина тăвакансен техникумĕ, трактор тăвакансен культура тата «Прометей» кану çурчĕсем, социаллă пурнăçпа культурăн ытти объекчĕ тунă, Çĕнĕ-кăнтăр районĕ çĕкленсе ларнă. Завода пула Шупашкарта 150 пин çын хушăннă.

Петр Чичикина ырăпа аса илсе сăмаха çапла вĕçлес килет. 1930 çулсен иккĕмĕш çурринче НКВД партин республикăри организацийĕн тата ĕç тăвакан органĕсенче «национал-буржуазин, сепаратистсен, троцкистсен совет влаçне хирĕçле ушкăнĕсене» палăртса явап тыттарнă хыççăн ВКП/б/ Тĕп Комитечĕ Чăваш АССРне ертсе пыма уйăрса лартмалли йĕркене хăшпĕр улшăну кĕртнĕ. 1940 çулсенче обкомăн пĕрремĕш секретарьне вырăса, каярахпа «пĕрремĕшне» чăваша, «иккĕмĕшне» вырăса суйлаттарнă. Чăн та, Н.А.Вороновский /вырăс/ 1968-1973 çулсенче«пĕрремĕш» пулнă чухне «иккĕмĕшне» те вырăса /П.Чичикин/ лартнă. Пенсие кайсан ăна Мускавра, ытти хулара хваттер пама пултарнă. Чичикин 77 çул тултарсан Шупашкарта вилнĕ /1994 ç./, ăна кунтах пытарнă. Хĕрачисене вăл Ленинград урамĕнчи хваттерсĕр пуçне ытти пысăк пурлăх нимех те парса хăварайман. Ăна хальхи пек питĕ пысăк ĕç укçи паман, патшалăхран вăрламан. Тула облаçĕнчи Кожурово ялĕнче çуралнă вырăс республика промышленноçне аталантарассишĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн чăннипех те пысăк тÿпе хывнă.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.