Хĕвел çинче хĕртĕнни: усси те, сиенĕ те

22 Июл, 2016

Çулла. Отпуск, кану вăхăчĕ. Нумайăшĕ тинĕс е юханшыв-кÿлĕ хĕррине, пляжа васкать, хĕвел çинче сехечĕ-сехечĕпе выртса хĕртĕнесшĕн.

— Хĕвел çинче хĕртĕнни. Унăн усси пур-ши?

— Ультрафиолет пайăркисем /нумай вăхăт пиçĕхмесен/ нерв тата эндокрин тытăмĕсен ĕçне пулăшаççĕ, япаласен ылмашăвне лайăхлатаççĕ, организм ерекен чирсемпе лайăхрах кĕрешме пуçлать. Хĕвел çинче чылай вăхăт пулсан иммунитет чакать.

Кунсăр пуçне, ультрафиолет пайăркисен витĕмĕпе çын организмĕнче пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ Д витамин — шăмăсемпе шăлшăн строительство материалĕ — йĕркеленет. Вăл ачасен рахит чирĕ пуçланасран сыхлать, çитĕннисен çак витамин çитмесен остеопороз аталанас, шăмăсем патракланас хăрушлăх ÿсет. Хĕвел çутинче çавăн пекех "савăнăç гормонĕ" — серотонин — пуласси ÿсет, çавна май хĕвеллĕ кунхине çыннăн япăх кăмăлĕ хăвăртах çухалать.

Ультрафиолет — ватăлнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри. Кăштах вăхăт хĕртĕнни сиенлĕ мар, анчах та хĕвел питтинче ÿт пиçсе каймаллах пулни питех те сиенлĕ.

— Тĕрĕс мĕнле хĕртĕнмелле?

— Пляжа каймалли чи лайăх вăхăт — ирхине 8-10 сехетсенче тата 16 сехет иртсен.

Виçене пăхăнмалла. Майĕпен-майĕпен хĕртĕнмелле. Малтанхи кун пляжра 10-15 минутран ытла пулма юрамасть. Малалла çак вăхăта 5-шер минут ÿстермелле. Хĕвел енне пуçпа выртмалла мар, çурăм çинчен — хырăм çине, сылтăм аяк çинчен сулахаййи çине çаврăнмалла. Хĕвел çинче 1 сехет ытла выртма юрамасть!

Хĕвел питтинче çывăрни çав тери сиенлĕ. Эсир вăйлă пиçсе кайма пултаратăр. Хĕртĕннĕ вăхăтра сарлака шлепке, кепка тăхăнмалла е çÿхе тутăр çыхмалла. Хĕвелтен хÿтĕлекен куçлăх тăхăнма ан манăр.

Выçă хырăмла ан хĕртĕнĕр. Юханшыв хĕррине апат хыççăн 40-60 минутран каймалла. Çуллахи шăрăх кунсенче калориллĕ апат-çимĕçрен пăрăнмалла, рационта сĕт юр-варĕ, çуллах мар аш, пахча-çимĕçпе улма-çырла пулччăр. Организмра шĕвек сахалланса юласран ăна 2 литр таранччен ĕçмелле. Пылак сĕткен, минерал шывĕ е вĕренĕ шыв лайăх.

Эрехе виçине пĕлсе ĕçмелле е пачах та ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен ÿсĕр çын хăй вăйлă пиçсе кайнине те асăрхами-туйми пулать.

— Камăн хĕртĕнмелле мар?

— Ÿпкен вăраха кайнă чирĕсемпе, чĕрепе юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсемпе аптракансен, аслăрах ÿсĕмрисен, 2 çула çитмен ачасен, çире пур хĕрарăмсен хĕвел çинче нумай вăхăт пулма юрамасть.

Ÿт чирĕсем аталансан, пигмент пăнчисем, пысăк турпаллисем е турпалли нумай пулсан пачах та хĕртĕнменни лайăхрах.

Шурă ÿтлĕ çынсен те хĕвел çинче пуласран асăрханмалла.

— Ÿт вăйлă пиçсен мĕн тумалла-ха?

— Ыратакан ÿте йÿçнĕ сĕт сĕрмелле, пĕр вăхăт пляжа çÿремелле мар. Ÿт шыçса тăртансан тухтăр патне çитсе килмелле. Харпăр хăй тĕллĕн сипленме юрамасть.

Хĕвел çинче хăвăра япăх туйсан сулхăнрах вырăна куçмалла. Нÿрĕ алшăллипе е сăмса тутрипе шăлăнмалла. Шыв ĕçмелле. Тăн çухатсан чирлĕ çын патне "васкавлă медпулăшу" чĕнмелле.

Галина ТЮРИНА,

медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин республикăри центрĕн врачĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.