ПУРНЕ ТЕ ЮРАМАСТЬ

20 Июл, 2016
  • Пĕтнĕк /мята/ пурне те усăллă мар. Юн пусăмĕ пĕчĕк çынсен унăн шĕвекне нумай вăхăт ĕçме юрамасть. Венăсен тонусне чакарнă май вăл варикоз чирне вĕрĕлтерме пултарать. Пĕтнĕк ыйхăлаттарни те паллă, унăн шĕвекне ĕçсе пурăнсан ирсерен тăма йывăрланать. Хăшĕсен сăмса питĕрĕнет, çамкапа тăнлавсен тĕлĕнче пуç ыратать. Унсăр пуçне пĕтнĕк ача юлас пултарулăха чакарнине те палăртаççĕ.
  • Шĕпĕн курăкне /чистотел/ пĕвер питĕ сисĕмлĕ. Çак ӳсен-тăранпа усă курнă чухне виçерен иртсен е ăна организм йшăнмасан наркăмăшлă гепатит аталанма пултарать. Виçене пăхăнмасан ăш пăтранать, хăстарать, сывлама йывăрланать.
  • Ухмах йывăççи /багульник/ пĕвере тата тĕп нерв тытăмне наркăмăшлă витĕм кӳрет. Виçене пăхăнмасан тĕлĕкре аташни, нервсем пăлханни тĕл пулать. Вар-хырăм çулĕсен, чĕре ĕçĕ пăсăлма, сывлав чарăнса ларма пултарать.
  • Вĕлтренпе /крапива/ нумай вăхăт сипленсен тромбофлебит аталанасси те часах. Хура пилеш те çакăн пек витĕм кӳрет. Енчен те юн япăх кĕвелет пулсан вара вĕлтренпе хура пилеш уйрăмах лайăх пулăшаççĕ.
  • Сăмах май, хура пилеше, ароние, гастрит, вуник пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк пулни аптратсан час-часах çиме юрамасть.
  • Арали препарачĕсене ыйхă вĕçсен, гипертони, нервсем карăннă, чĕре ĕçĕ пăсăлнă, онкологи чирĕсем чухне ĕçме юрамасть.
  • Юман хуппин шĕвекĕпе çăвара чылай вăхăт чӳхесе пурăнсан шăршă пĕлесси чакать, ăна пысăк виçепе ĕçсен хăстарма пултарать.
  • Хăмла çырлине пӳре шыçсан, подагрăпа чирлесен нумай вăхăт çиме сĕнмеççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.