ГАЗ ПУХĂНСАН ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРЕÇÇĔ
20 Июл, 2016
Хырăмлăхра газ нумай пухăнни /метеоризм/ аптратсан çăмăллăх кӳрекен темиçе рецептпа паллаштаратпăр.
- Тин вĕренĕ 1 стакан шыва эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/ е мелиссана 1 апат кашăкĕ ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3 хут апатсен хушшинче 1-ер стакан пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле.
- Аир тымарне порошок пуличчен вĕтетмелле. Тулли мар чей кашăкĕ илсе вĕресе сивĕннĕ 1 стакан шыва ямалла, 12 сехет лартмалла. Шĕвеке 6 сăтăрккăпа пĕр кунра ĕçсе ямалла. Ĕçес умĕн кашни виçене шыв мунчине лартса ăшăтмалла.
- Мелиссана, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, матрӳшкене /душица/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Çак шĕвек газ пухăннă чухне варвитти аптратсан уйрăмах витĕмлĕ.
- Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ кишĕр вăрри ямалла, шыв мунчинче 20 минут вĕрилентермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Кишĕр вăррине порошок пуличчен тӳсе кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ çиме юрать.
- Хырăма çемçе хусканусемпе сехет йĕппи куçнă май сăтăрни усăллă. Массаж ыратнине ирттерет, газ тухассине лайăхлатать.
Комментировать