Хамăрăн тавара туянăр!

20 Июл, 2016

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, çак министерствăн экономика тишкерĕвĕн пайĕн тата Экономика аталанăвĕн министерствин сектор ертÿçисем Алексей Александровпа Имма Иванова, «Агро-Инновацисем» ХУП директорĕ Николай Васильев, Шупашкар хула администрацийĕн потребительсен рынокĕпе предпринимательсен аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра туса кăларакан апат-çимĕç, эрех-сăра, ĕçмелли шыв, ытти продукци Шупашкарти суту-илÿ организацийĕсен лавккисенче мĕнле вырăн йышăннине палăртас тĕллевпе мониторинг ирттерчĕç.

Элкер урамĕнчи пахчаçимĕç ваккăн сутакан пасар картишĕнче пушă павильон пĕрре те çукчĕ — ялсенчен килнисем, дачăра ÿстерекенсем уçă çĕртех тавар кăларса хунăччĕ. Муркаш районĕнчи чăх-чĕп фабрикин автофургонĕнчен çăмарта туянма сĕнеççĕ: кашни пĕрремĕш категориллине — 4,8, виççĕмĕшне — 3,5 тенкĕлле. Сутуçăпа калаçнă хушăра пенсионерка темиçе теçетке çăмарта тултарчĕ. «Пасарта тата лавккасенче сутакан пахчаçимĕç хакĕсем кăштах уйрăлса тăраççĕ, — терĕ. — Кунта йÿнĕрех. Чăн та, пĕр çитменлĕх пур: аш-какай, пулă тата вĕсенчен хатĕрленĕ апат сутмаççĕ».

Рейда тухнисем ыйтăва сÿтсе явма шантарчĕç. Маргарита Севастьянова пенсионерка тăрăллă павильонри сентре çине дачинче çитĕнтернĕ хăяр, тăрăхла кавăн /кабачок/ купаласа хунă. «Вырăн йышăнассишĕн ирхи 4 сехете алă урапине туртса пасара çитетĕп», — терĕ.

«Пасарта сутакансем валли туалет тумалла, алă çума умывальник кирлĕ — эпир те лавккари пек санитари йĕркине пăхăнар», — сĕнÿ пачĕç унпа юнашар тăракан пенсионеркăсем.

Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче упăшки ÿстерекен чечеке сутакан кинемей контейнерсенчи каяша куллен полигона турттарса кайманшăн ÿпкелесе калаçрĕ. Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнчи амăшĕпе ывăлĕ Николайпа Тамара Алексеевна Петровсем кашни килограмм çĕрулмине — 10-40, сухана 50-70 тенкĕлле сутаççĕ. Çемье пай лаптăкĕнче çĕрулми 1,5 гектар çитĕнтернĕ, çĕртмен 20-мĕшĕнче 70 тенкĕлле сутма пуçланă. «Ăна тиенĕ автомашинăпа Шомикрен пасара ирхи 5 сехете çитсе вырăн йышăнатпăр. Ял çыннисем хулара сутасшăн, анчах сентресем çитмен пирки вĕсене пасарсене кĕртмеççĕ. Ял-йыша Шупашкарта сутă тума май туса памалла», — терĕ Н.Петров. Унăн ыйтăвне Ф.Солдатова çапла хуравларĕ: «Хула администрацийĕн пуçлăхĕ пире районсенчен автомашинăсемпе тиесе килсе пахчаçимĕç сутакансем валли 18 лаптăк уйăрма хушнă. Ку ĕçе йĕркелеме икĕ эрне панă».

Пасара çÿрекенсем сĕт тултарса илмелли автоматпа — сĕтматпа — усă кураççĕ. Кашни литрне /çу хисепĕ 4 процент таран/ çулла — 26, хĕлле 30 тенкĕлле сутаççĕ. Продукцие Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнчен Сергей Илларионов фермер турттарса килет. Унăн тĕп хулара темиçе сĕтмат. «Çулталăк вĕçлениччен тата 5 лартасшăн», — пĕлтерчĕ Ф.Солдатова.

Тепĕр сутуçăпа калаçрăм. Унăн кашни килограмм купăста — 30, хăяр, хĕрлĕ кăшман, кишĕр — 45, баклажан — 115, панулми — 85, сухан — 40, помидор — 65-115, пылак пăрăç /симĕсси/ — 115, черешня — 270, слива — 135, ыхра 150 тенкĕ тăрать. Кăнтăртан илсе килнĕ пахчаçимĕçпе улма-çырласăр пуçне кунта — тĕп хуларан çывăхри дачăсемпе килти хуçалăхсенче çитĕнтерни. Пасарта Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн павильонĕ пур: хăйĕн продукцине сутаççĕ.

«Букет Чувашии» обществăн Ленин урамĕнчи «Сахарок-4» апат-çимĕç лавккинче асăннă предприятире савăтсене тултарнă тĕрлĕ шывпа сăра, Шупашкарти ликерпа эрех завочĕн шурă эрехĕ, «АККОНД» обществăн пылак çимĕçĕпе «Вавилонăн» лапши-макаронĕ, Куславккари сĕт-çу, Вăрнарти аш-какай, Комсомольски районĕнчи сыр завочĕсен продукцийĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ.

«Тандер» обществăн Энгельс урамĕнчи «Магнит» гипермаркетĕнче «Букет Чувашии», «Вавилон», «Етĕрнесĕт», «Чувашская» çу-сыр бази» обществăсен, тĕп хулари çăкăр тата эрех завочĕсен таварне сутаççĕ.

Ял хуçалăх министерстви кăçалхи çĕртме уйăхĕнче ирттернĕ мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ çавнашкал: потребительсем туяннă тавар тата пулăшу ĕçĕсен хакĕ пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан 2,5 процент /Раççейре — 3,3/ ÿснĕ. Пĕр уйăхра апат-çимĕç — 0,1, уйрăмах çăмарта — 7,5, çырла, çĕрулми — 2,1, варени, джем, повидло, пыл, çăнăх, мороженăй, ашран хатĕрленĕ апат, сĕт тата унăн юр-варĕ, сыр 1,5-0,5 процент йÿнелнĕ. Сахăр — 8,5, улма-çырла консервĕсем — 3,7, тăвар, соус, апат-çимĕçе тутлантармалли хутăшсем, концентратсем, макарон, кĕрпе, çăкăр тата çăнăхран хатĕрленĕ изделисем, чей, кофе — 2,2-1,1, услам çу, шăратнă çу, алкогольлĕ тата алкогольсĕр шыв, пахчаçимĕç консервĕсем, пулăран тунă апат — 0,9-0,1, кондитер изделийĕсем 0,01 процент хакланнă.

«Мониторинг ирттернĕ лавккасенче республикăри тĕрлĕ предприяти хатĕрлекен мĕнпур йышши апат-çимĕç, пылак çимĕç, сĕт юр-варĕ, ял ĕçченĕсем çитĕнтерекен пахчаçимĕç, çĕрулми, ĕçмелли шыв, эрех-сăра, ытти тавар çителĕклĕ пуррине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр, — терĕ ял хуçалăх министрĕ рейда пĕтĕмлетсе. — Вĕсене Чăваш Енри кашни суту-илÿ точкинчех сутаççĕ. Çиме-ĕçме хатĕрлекен предприятисен халăха апат-çимĕçпе, ĕçмелли шывпа, эрех-сăрапа, ытти продукципе туллин тивĕçтерме хăватсем пур. Çавăнпа потребительсене ют патшалăхсенчен, республика тулашĕнчен кÿрекеннине мар, хамăрăнне туянма чĕнсе калатпăр».

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.