Илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ

27 Мар, 2014

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнчи дояркăсене ĕçе чаплă машинăпа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Ирĕксĕртен çапла тума тивет. Октябрьски ялĕ пĕчĕк мар, хăй вăхăтĕнче уйрăм район центрĕ те шутланнă. Анчах вырăнти хуçалăхра ĕçлеме шанчăклă та яваплă çынсем тупайман фермер. Кÿршĕри ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухсан унти дояркăсем ĕçсĕр юлнине кура вĕсене хăйĕн патне чĕнсе илнĕ. Вунă çухрăмри Мĕшĕл ялĕнчен тăватă дояркăна ир-ирех ĕçе турттараççĕ. Кăмăллă вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕпе. Тулли витресене алăпа çĕклемеççĕ, сăвăнакан сĕт пăрăх тăрăх пырать, ĕç хыççăн çăвăнса тасалма ятарлă пÿлĕм пур, концертсене илсе кайса хавхалантарать фермер, шалу енчен те кÿрентермест.