Халăх пурăнсан — эпир те пурăнăпăр

16 Июл, 2016

Кашни кунах руль умĕнче эпĕ. Çичĕ çул çÿретĕп машинăпа. Çул япăххи канăç памасть. Кашни утăмра — ланкашка, путăк-шăтăк… Вăрçăнмасăр, лăпкăн çÿреме те çук э… Районта кăна мар, хулара та çул-йĕр начар. Тепĕр чухне урапан дискĕ те авăнса тухать. Машинăпа мар, тракторпа çеç çÿремелле пирĕн çулпа. Мĕнех, «тимĕр урхамаха» шеллемесĕр пурпĕрех кашни кун ĕрĕхтеретпĕр. Тимĕртен вĕт — чăтать. Налукне вăхăтра тÿлесен те çатма пек çул-йĕр кĕтсе илесси пулмасть ĕнтĕ пирĕн çĕршывра.

Пурнăç ытла та хакланчĕ, йăлт хĕссе çитерчĕç. Ялтисене те, хуларисене те пурăнма питĕ йывăр. Иртен пуçласа каçчен пĕр çĕрте çеç тăрăшакан бюджет çыннисен /вĕсен шалăвĕ питĕ пĕчĕк/ епле пурăнмалла-ха? Тепĕр çĕре кайса пăртак укçа ĕçлесе илме вĕсен вăхăчĕ те çук. Ачашăн уйăхсерен тивĕçекен пособи те питĕ сахал, ăна пурте илеймеççĕ те. Уйăхри ĕç укçи пăртак çеç ытларах тухрĕ тăк — документсене каялла тавăрса параççĕ. Хваттершĕн, ытти тăкакшăн тÿлесен 10 пин тенкĕ шалуран мĕн тăрса юлать? Сывлăшпа пурăнмалла-им çыннăн? Пирĕн патшалăх ăçта пăхать-ши? Апат-çимĕç хакĕ еплерех ÿссе кайрĕ. Тĕрĕссине калас пулсан, лавккана, пасара ĕçме-çиме туянма мар, курава çÿрет хура халăх. Ют çĕршывсене пулăшма вăй çитеретпĕр пулсан хамăр халăх пирки те пăртак шухăшламалла мар-им? Шалу ытла та пĕчĕккине пулах сиплев учрежденийĕсенче тухтăрсем çитми пулчĕç. Акă вĕсенчи черет вăрттăнлăхĕ мĕнре! Çавăн пиркиех чирлесен те тепĕр чухне больницăна тухса утас килмест. Кайран чир шала каять.

Халăх пурăнсан — эпир те пурăнатпăр. Вĕсемсĕр эпир, артистсем, никам та мар. Пирĕн чăваш халăхĕ тĕлĕнмелле ĕçчен. Вĕсене пăртак хавхалантармалла çеç. Тĕлĕнмелле мар-им, йывăр пулсан та кредит илеççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса çĕнĕ çурт çĕклеççĕ, киввисене çĕнетеççĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ. Çакă савăнтарать мана. Анчах та пирĕн республикăра укçи-тенкине ытла та сахал тÿлеççĕ. Пĕр уйăх тар тăкса ĕçленĕ Мускав укçи те пурăнкаламалăх çеç. 30-40 пин тенкĕ илсе килнипе аякка каятăн-и? Çапах та ыррине шанмалла, пуçа усмасăр пурин те малалла утмалла. Тăрăшсан, чунран вăй хурсан çитĕнÿ пулатех! Эпир, чăвашсем — вăйлă!

Алина Федорова, юрăç, эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.