Паян та вăл — вĕрентекенех
Клавдия мăнакăн вăталăх хĕрне Ольга Михайловăна Шураç ялĕнче, вăл ку тăрăхри шкулсенче ĕçлемен пулсан та, питĕ хисеплеççĕ. Ольгăн ашшĕ вăтам çирĕп хуçалăх тытакан Михалăн 5 ывăлтан виççĕмĕшĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «кулак» шутне кĕртсе вĕсен пурлăхне туртса илсе салатнă. 1937 çулта Прокопий манăн мăнакпа пĕрлешет. Вăрçă пуçланиччен Полинăпа Василий çуралаççĕ, арçын фронта тухса кайнă чухне арăмĕ тепĕр ача кĕтнĕ — Геннадий пулнă ку. Прокопий вăрçă хирĕнче пĕр çапăçу вăхăтĕнче снаряд çывăхра ÿкнине пула тăпра айне пулса аманать — килне таврăнать.
1946 çулта Ольга çуралать. Кайран — Аркадипе Елизавета. Прокопий Михайлович ĕмĕр тăршшĕпех платник пулса тĕрлĕ ялта йывăç çуртсем туса çÿренĕ. Сывлăхĕ те майлашăннăччĕ. Клавдия Егоровна, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕç, ял çыннисене кĕпе-йĕм çĕлесе паратчĕ. Асăмра: Мăнкун умĕн ун патĕнче çĕнĕ çи-пуç çĕлеттерес текенсем пысăк черет тăратчĕç. Вăл вăхăтра пир-авăр туянма тăрăшнă. Шураç ялĕнче виçĕ çĕвĕçчĕ: манăн мăнак, Мария Петрова тата Ефим Васильев.
Ольгăн аппăшĕ Полина Прокопьевна, Мăн Вылăри 7 çул вĕренмелли шкулта, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕскер, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агрономи факультетĕнче, кайран куçăнсăр майпа педагогика институтĕнче биологи факультетĕнче ăнăçлă вĕренсе учитель пулса тăрать. Аппăшĕн тăрăшăвне сăнакан Ульки та ялти пуçламăш шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухать, Мăн Вылăри вăтам шкулта панă аттестатра та «5» тата «4» паллăсем кăна.
Хусанти медицина институтне вĕренме кĕмелли конкурс экзаменĕсенче балсем çитменнине пула Шупашкара ĕçе вырнаçать хĕр. Малтан вăл икĕ хутлă йывăç общежитире тирпейлÿçĕре ĕçленĕ. 17 çулти хĕрача ир-ирех 10 кăмака хутнă, коридор тата пÿлĕмсен урайне çунă. Çĕнĕ çул иртсен трикотаж фабрикине вырнаçнă. Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн аслă шкулсене кĕмелли предметсемпе экзаменсене хатĕрленнĕ вăл. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пединститутăн математика факультетне кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне лекет.
Аслă шкул хыççăн 4 уйăх Крымсарайкăри вăтам шкулта математика учителĕнче тăрăшнă. Элĕксем Ольга Прокопьевнăна ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма суйланă. Икĕ çулта вăл районти мĕнпур яла çитет, çамрăксен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать, вăхăта усăллă ирттерме сĕнÿсем парать. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Ураскилтри вăтам шкулта, вĕсенчен 7 çул директорта, ĕçлет. Унăн наградисем те сумлă.
2002 çултанпа Ольга Прокопьевна — тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ахаль лармасть, 11 тата 9 класран вĕренсе тухакансене экзаменсене хатĕрленме пулăшать. Каникул вăхăтĕнче пиччĕшĕн мăнукĕ Елизавета ун патĕнче пурăнать.
Аслă пиччĕшĕ йăмăкĕпе Ольгăпа 30 çул пĕрле пурăнчĕ, виçĕмçул утă уйăхĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Шăллĕ вилни 11 çул çитрĕ. Йăмăкĕ Елизавета, Шупашкарти медицина училищинче фельдшер специальноçне илнĕскер, пенсире пулсан та, халĕ те 2-3 çĕрте ĕçлеме ĕлкĕрет. Ольга Прокопьевна тăванĕсемпе, вĕсен ачисемпе, мăнукĕсемпе паян та çирĕп çыхăнура. 70 çулта пулсан та ĕне те усрать, ялти тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене сĕтпе тивĕçтерет.
Владимир ЕГОРОВ.
Элĕк районĕ.
Комментировать