Ĕç инкек ан кÿтĕр

15 Июл, 2016

Пулать вĕт, Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн кун йĕркине республикăри ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавĕн лару-тăрăвĕ çинчен калакан патшалăх докладне тишкерессине кĕртнĕ — ларăва вара шăпах пĕр кун маларах Çĕнĕ Шупашкарта пулнă инкек çинчен калаçнипе пуçлама тиврĕ.

Ӳсĕр тĕк — хăрушă!

Кирпĕч стенана пăснă май вăл ишĕлсе аннă та — тăватă çын суранланнă. ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров палăртнă тăрăх — инкеке асăннă ĕçе пурнăçланă чух хăрушсăрлăх правилисене уяманни сăлтавланă. Çавна май Михаил Игнатьев аманнă çынсене пулăшмалли пирки каланипе пĕрлех ĕç паракансем сыхлăх требованийĕсене пурнăçланине çирĕп тĕрĕслеме хушрĕ, сыхлăха самантлăха та çухатма юраманни пирки асăрхаттарчĕ.

Патшалăх доклачĕпе вара, 2015 çулшăн хатĕрленĕскерпе, ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ. Программăна пурнăçлама пĕлтĕр пĕтĕмпе 491 миллион тенкĕ хывнă. Тĕпрен илсен — ĕç паракансен укçи. Палăртма кăмăллă, республикăра çынсем производствăра суранланасси чакса пыни курăнать. Анчах, шел те, çынсем вилесси ӳснĕ. Инкексем ытларах çĕр айĕнчи пуянлăха кăларассипе çыхăннă сферăра, строительство, ял хуçалăх отраслĕсенче, тирпейлекен производствăсенче пулнă. Вĕсене чи малтанах хăрушсăрлăх правилисене пăсни сăлтавлать. Çав шутра — ӳсĕр çынсене ĕçе явăçтарни.

Çак самант çинче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та чарăнса тăчĕ — пысăк предприятисен çывăхĕнчи апатлану пункчĕсенче эрех сутнипе кăмăлсăрланчĕ. Кун пирки хайхи предприятисен ертӳçисем те ӳпкелеççĕ-мĕн: «Çынсем кăнтăрлахи апата тухаççĕ те — хĕрĕнкĕ таврăнаççĕ».

Пĕлтĕр производствăра çынсем шар курнă 66 тĕслĕхе тĕпченĕ. Должноçри çынсене пĕтĕмпе 3,5 миллион тенкĕлĕх штрафланă — нумай тееймĕн. Çавăнпах Ĕçлев инспекцийĕ штрафсен виçине пысăклатма сĕнет — «унсăрăн инкексем нумайланассипе çыхăннă хăрушлăха сиреймĕн».

9 олимпиец пуласса шанатпăр

Спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăй ертсе пыракан министерствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Спорт сферине пĕтĕмпе 6 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Халĕ кашни районтах ФСКсем пур, вĕсене федерацин ятарлă реестрне кĕртнĕ — кашнинчех Раççей шайĕнчи ăмăртусене йĕркелеме пулать. Çапла вара паян республикăра халăха спорт об˜екчĕсемпе тивĕçтересси 46% шайĕнче. Яллă районсенче ку виçе 60% таранах.

Халĕ хоккей курупкисем тумалли программăна пурнăçлама пикеннĕ. Пĕрне Етĕрне районĕнчи Совестки салинче хута янă ĕнтĕ. Тепри кăçал Муркаш районĕнче уçăлмалла. Халĕ тăвакан спорт объекчĕсем — 6. Вĕсенчен 4-шĕ Шупашкарта. Çав шутра — маунтинбайк, биатлон центрĕсем. Тĕп хулари “Спартак” стадиона реконструкцилеме Мускав 44 миллион тенкĕ панă — вăл 2018 çулта тĕнчери футбол чемпионатне тивĕçтерекен объектсен шутне кĕнĕ.

Пĕтĕмпех лайăх пек, анчах Михаил Игнатьев ӳпкелемелли самантсене те пытармарĕ. Калăпăр, ГТО нормативне миçе çын пурнăçланипе кăсăкланнă май уçăмлă хурав пулманнине кура физкультура учителĕсен ĕçĕпе кăмăлсăрланчĕ: “Куратпăр-çке, хăшĕсем урокра ачасене мечĕк пăрахса параççĕ те — лешсем хăйсем тĕллĕн выляççĕ, кусем вара айккинче тăраççĕ — пирус туртаççĕ”.

Доклада малалла тăснă май министр Чăваш Енĕн 233 спортсменĕ пĕлтĕр тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăннине палăртрĕ — çĕнтерӳ те чылай. Кĕçех вара — Олимпиада. Министерство унта тупăшма хатĕрленекенсене пур енлĕн пулăшма тăрăшнă. Рио-де-Жанейрăна Чăваш Енĕн 9 спортсменĕ кайма хатĕрленет. Çав шутра 6-шĕ — çăмăл атлетсем. Вĕсене тупăшма ирĕк парĕç-и — хальлĕхе иккĕленӳллĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Арбитраж сучĕ хăйĕн вердиктне пĕлтерĕ — вăл Раççей спортсменĕсем майлă пуласса шанатпăр.

Республикăра никĕс шайĕнчи спорт тĕсĕсем аван аталанаççĕ. Ку список анлăланни пушшех савăнтарать. Çак рете, сăмахран, халь лаша спорчĕ те кĕрет. 18 спортсмен уйăхсерен тӳлев илсе тăрать. Тата 120 спорт­смен — ЧР Пуçлăхĕн пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендийĕллĕ.

Пулăшу курăмлă пулин те Михаил Игнатьев уççăн каларĕ:

— Хоккей, футбол енĕпе профессионалсен командисене эпир нихăçан та тытса тăраймăпăр. Пирĕн вĕсемшĕн тăкакланма пултаракан нефть компанийĕсем çук. Çав вăхăтрах хăшпĕр регион пирĕн пултаруллă ытти спортсмена, сăмахран, биатлонистсене, куç хывать — 150-шар пин тенкĕ тӳлеме хатĕр. Юрать-ха, спортсменсем хăйсем — чăн-чăн патриотсем, хальлĕхе илĕртеймеççĕ. Вĕсене эпир çитĕнтернĕ, çавăнпа вĕсем пирĕн республика чысне хӳтĕлеччĕр тесе пĕтĕмпех тумалла.

Пурăшсем ăçта кайса кĕнĕ?

Ашлăх выльăх ĕрчетмелли тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди уйăрасси тавлаштармарĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх — сăмах выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тума каякан тăкаксен 20% саплаштарасси пирки пырать. Чăн та, республика Пуçлăхĕ асăрхаттарчĕ: ĕне ашĕ çителĕксĕр­рине сăвакан ĕнесен шучĕпе пĕтереймĕн, ашлăх ĕне-вăкăр ăрачĕсене ĕрчетмелле — çавнашкал хуçалăхсене пулăшни вырăнлă.

Сунарçăсене хăшпĕр чĕрчуна тытма чарассипе çыхăннă ыйту вара кĕтмен çĕртен “такăнтарчĕ”. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов кăçалхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи утă уйăхĕччен карăшсене, сăвăрсене, пурăшсене тытма чармашкăн сĕнчĕ. Малтан асăннисен шучĕ юлашки çулсенче ӳснĕ-ха, анчах пурăшсем сахалланнă — 320-рен 270 кăна юлнă. Республика Пуçлăхĕ çакăн сăлтавĕпе кăсăкланчĕ те — министр вĕсен йышĕ чакнине пурăшсене урнă чир ернипе ăнлантарасшăн пулчĕ. Кунашкал ăнлантару Михаил Васильевича тивĕçтермерĕ: браконьерсем айăплă мар-и?

Сергей Владимирович пурпĕр урнă чир версине хӳтĕлерĕ-ха, анчах Чăваш Ен Пуçлăхĕ калаçăва ветеринари службин ертӳçине те явăçтарчĕ, лешĕ вара “пирĕн лабораторисенче пурăш виллисене тĕпчесе вĕсем урнă чирпе вилнине çирĕплетнĕ пĕр тĕслĕх те пулман” тесе хучĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен ведомствин пуçлăхĕ пурпĕр парăнасшăн пулмарĕ: “Паллах, тĕпчемен, мĕншĕн тесен урнă тилĕсем ялсене те кĕреççĕ — вĕсен виллисене тĕпчеççĕ, анчах пурăшсем çĕр айĕнчи йăвасенче пурăнаççĕ — вĕсем вилсен çав шăтăксене чавмалла-им?” Капла каласа та витереймерĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурпĕр “урнă чир” çинче акцент тумалла марри пирки асăрхаттарчĕ. Анчах çакă чарăва пăрахăçлассине пĕлтермест: çӳлерех асăннă тапхăрта сăвăрсемпе карăксене тата пурăшсене тытма юрамасть.

Лару Правительствăн маларах тунă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.