Уçă вырăнта та помидор пиçрĕ»

15 Июл, 2016

Александр Суринов шухăшĕпе — Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ Чăваш хутлăхĕнче çÿллĕ шайра иртет. Çыруçăсем хăйсен ĕçне яваплăха туйса тата çирĕплетнĕ регламента туллин пăхăнса пурнăçлаççĕ.

«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе интересленекен хăнасене — Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалăх службин ертÿçине Александр Суринова, ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова тата Чăвашстат пуçлăхне Эльвира Максимовăна — теплицăсене кăтартса çÿренĕ, производство калăпăшне ÿстерме тата тăкаксене чакарма май паракан çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, котельнăйсене автоматизацилени газ перекетлеме, теплицăри микроклимата информацин çĕнĕ йышши технологийĕсемпе усă курса тĕрĕслени ÿсентăрана парка çитĕнтерме пулăшать.

Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх — агрофирма пахчаçимĕç туса илессине ÿстерсе пырать, тухăç та савăнтарать. Паянхи кун тĕлне 6890 тонна пахчаçимĕç илнĕ.

2,2 гектар çинче çĕнĕ теплица тума тытăннă. «Агрофирмăн кантăкпа хÿтĕленĕ хĕллехи теплицисем 25,62 гектар йышăнаççĕ. 2010 çултанпа çулленех çĕннисене çĕклетпĕр. Ку объекта кăçалхи юпа уйăхĕнче хута яма палăртнă», — пĕлтернĕ Евгения Беликова.

 
ЦИТАТА
Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравне çĕршывăн ял хуçалăх ресурсĕсене тишкерес тĕллевпе ирттереççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене аграри политикине йĕркеленĕ чухне шута илеççĕ, вĕсем яла социал лăх тата экономика тĕлĕшĕнчен çĕнетсе улăштармалли хатĕр пулса тăраççĕ, çĕр çыннин пурнăçĕпе ĕçĕн пахалăхне лайăхлатмалли витĕмлĕ мерăсем йышăнма май параççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.

Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх — агрофирмăра теплица хуçалăхне çĕнетсе улăштармашкăн укçа-тенкĕ чылай хываççĕ. Çавна май производство рентабельлĕхĕ ÿссе пырать, çитĕнÿсем курăмлă. Пахчаçимĕç производствине малалла аталантарса çĕнĕ рыноксене тухмалла.

Ун хыççăн хăнасем Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Трен­кассинчи Павловсен çем­йин килти хуçалăхне çитсе курнă. Владимир Петровичпа Светлана Александровна вăкăр самăртаççĕ, чăхсемпе кăрккасем усраççĕ, пахчаçимĕç, улма-çырла, чечек çитĕнтереççĕ. «Таçта та ĕлкĕретĕп. Йăрансен хушшинче ĕçлемешкĕн вара уйрăмах кăмăллатăп, пахчаçимĕç çитĕнтермелли çĕнĕ технологисене тĕрĕслесе пăхмашкăн юрататăп. Уçă вырăнта помидор пулса çитрĕ», — пĕлтернĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

«Малтан сысна самăртаттăмăр. Халĕ ĕне-выльăх ашĕ хакланнине кура вăкăр усратпăр. Продукцие вырнаçтарас тĕлĕшпе чăрмав çук. Килти хушма хуçалăх пурнăçа тытса пымашкăн, çемьене тăрантармашкăн тата хуçалăха аталантармашкăн пулăшать. Çĕр ĕçне хисеплемелле тата ÿркенмелле мар кăна», — пĕлтернĕ Владимир Петрович.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — Павловсен килти хушма хуçалăхĕнчен ыттисен те тĕслĕх илмелле.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.