Сенатор ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕшĕн савăнать

15 Июл, 2016

Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вадим Иванович НИКОЛАЕВА РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн — Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕн представителĕн полномочийĕсене пачĕç. Вăл Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политикин тата çут çанталăкпа усă курассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комитетĕнче тăрăшать. Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен сенатор пысăках мар çак тапхăрта мĕнле ыйтусене татса пама хутшăннă? РФ Федераци Пухăвĕн çÿлти палатинче Чăваш Ен ĕç-хĕлне мĕнле хаклаççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хуравланипе пĕрлех Вадим Николаев вулакансене хăйĕн çинчен те тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

— Чăваш Республикинче сенатора палăртнине пĕлсенех Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политикин тата çут çанталăкпа усă курассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Геннадий Горбунов ман пата шăнкăравларĕ. Эпĕ ăна шăпах вăл ертсе пыракан комитетра ĕçлес килнине пĕлтертĕм, — иртнине аса илчĕ Вадим Иванович. — Мускавра Геннадий Александрович мана ыйту пачĕ: “Хальхи вăхăтра пирĕн комитетшăн чи кăткăс ыйту мĕнли тесе шухăшлатăн?” Эпĕ çĕр ыйтăвĕ иккенне палăртрăм. 2000 çулсен пуçламăшĕнче ял хуçалăх çĕрĕсене приватизацилеме тытăнчĕç. Пуян çынсем пысăк хуласен çывăхĕнчи çĕрсене харпăрлăха илчĕç, вăхăт иртнĕçемĕн çак лаптăксем строительство е суту-илÿ валли кирлĕ пуласса шанчĕç. Вĕсем “ял хуçалăх тĕллевĕллĕ” тенине пĕтерме ăнтăлчĕç. Эпир ку ыйтупа ĕçлеме тытăнтăмăр, кирлĕ материалсене хатĕрлерĕмĕр. Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко Правительствăна ÿкĕте кĕртме пултарчĕ. Каярахпа ку шухăша — ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе усă курмалли йĕркене çирĕпрех тăвассине — Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче те палăртрĕ.

— Вадим Иванович, вулакансене ăнлантарса парар-ха: кам вăл сенатор, унăн тĕллевĕ мĕнлерех, кулленхи ĕçĕ мĕнпе çыхăннă?

— Çакнашкал органсем пĕтĕм çĕршывра пур. Пĕлетĕр ĕнтĕ: Патшалăх Думи — парламентăн аялти, Федераци Канашĕ вара çÿлти палати. Федераци Канашĕ Дума йышăннă саккунсене пăхса тухса ырлать е пăрахăçлать, çавăн пекех унпа пĕрле те федераци конституци саккунĕсене йышăнать. Вăлах Раççей субъекчĕсен чиккисене, РФ Президенчĕн çар е чрезвычайлă положени тесе пĕлтерекен указĕсене çирĕплетет. Тĕслĕхрен, вăл пĕлтĕр çарпа Раççей Федерацийĕн территорийĕн тулашĕнче усă курасси пирки йышăну тунă. Валентина Матвиенко çÿлти палата пĕлтерĕшĕпе ят-сумне ÿстерме тăрăшать. Тахçан Федераци Канашĕ пирки “отставкăри кĕпĕрнаттăрсен клубĕ” тетчĕç. Халĕ вара малти вырăна Канаш членĕсен пысăк ăсталăх шайĕ тухса тăрать. Тĕслĕхрен, саккун 18 çул тултарнă граждансене Дума депутачĕ пулма ирĕк парать. Анчах опыт çук çамрăка унта çăмăл пулĕ-ши? Мана, тĕслĕхрен, ял хуçалăхĕнчи опыт тата пĕлÿ комитет ĕçĕнче нумай пулăшать. Пирĕн, сенаторсен, тĕп тĕллев — пĕтĕм регионăн, вĕсен лаптăкне тата миçе çын пурăннине пăхмасăр, пĕртанлăх прависемпе тивĕçтересси. Эпир вăл е ку саккунра регионсен интересĕсене шута илни-илменнипе кăсăклансах тăратпăр. Сенаторсен хăйĕн регионĕ мĕнле аталанса пынине, вăл мĕн тума пултарнине, унти çивĕч ыйтусене лайăх пĕлмелле, ăна ыттисенчен уйăрса ан хăварччăр тесе тăрăшмалла.

— Нумаях пулмасть Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕре арендăна парассине аталантарассипе çыхăннă ĕçне лайăх енчен палăртрĕç. Пирĕн регионăн тата хăш сферинчи ĕçне Раççей шайĕнче ырăпа хаклаççĕ?

— Федераци министрĕсем Чăваш Енĕн ĕçне — вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, ял хуçалăхĕ тата ытти енĕпе — ырланине илтме мана питĕ кăмăллă. Пирĕн республика çĕнĕ ача сачĕсем туса хута ярас енĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Вăл — федерацин социаллă программисене пурнăçа кĕртес енĕпе малтисен ретĕнче. Çĕнĕ шкулсем тăвассипе çыхăннинех илер. Ку программăна пĕлтĕр йышăнсах та пĕтерменччĕ-ха, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара Комсомольски районĕнче çĕнĕ шкул хăпартма палăртса питех те тĕрĕс турĕ. Сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшĕнчен те çаплах. Пирĕн республикăра 100 ытла фельдшер-акушер пунктне хута янă, татах тăваççĕ, ытти чылай регионта ку енĕпе ĕçлеме çеç пуçлаççĕ-ха. Ырă улшăну нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республики Раççей регионĕсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне хăпарчĕ. Çакă — республика Пуçлăхĕ ертсе пыракан командăн пĕрлехи пысăк ĕçĕ.

— Юлашки вăхăтра сирĕн мĕнле ыйтусене татса пама тиврĕ?

— Сенаторсен саккун проекчĕсем хатĕрлеме, вĕсене сÿтсе явмашкăн тăратма та, пуçарусемпе тухма та ирĕк пур. Акă пĕр сенаторăн Мордва Республикине, Чăваш Ене тата Мари Эла пĕрлештерсе Атăлçи кĕпĕрни йĕркелес шухăш çуралнă. Çапла майпа вăл аппаратăн пĕр пайне пĕтерсе укçа перекетлеме сĕнесшĕн. Пирĕн наци республики вĕт-ха: хамăрăн культура, йăла-йĕрке. Пĕр кĕпĕрне тусан çакă йăлтах çухалать. Ун пек, паллах, юрамасть, çавăнпа эпир ку ыйтăва сÿтсе явма та кăларттармарăмăр.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев федерацин çут çанталăкпа усă курас сферăри надзор службин управленийĕпе тата Çут çанталăк министерствипе ыйту — йăлари хытă каяшсем валли лаптăк уйăрассипе çыхăнни — татăлманран пулăшу ыйтрĕ. Ăна кĕске вăхăтрах уçăмлатма май килчĕ. Паллах, çакă эпир министрсен ĕçне тумалла тенине пĕлтермест. Пирĕн пулăшмалла. Раççей шайĕнчи министерство-ведомство ертÿçисем патне кашниех çитеймест-çке, манăн ранг вара çапла тума май парать. Эпĕ чылай министрпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата предприяти ертÿçи пулнă чухнех çыхăну тытнă.

Нумаях пулмасть Калуга облаçĕн ыйтăвне пăхса тухрăмăр. Унăн представителĕсем пирĕн комитета кăмпа ÿстерес ĕçе патшалăх субсиди паракан мероприятисен списокне кĕртме сĕнеççĕ. Ăна Ял хуçалăх министерствин нумай çуллăха лартакан лаптăксене — садсене, иçĕм çырлине — чĕртсе тăратассипе çыхăннă подпрограммине кĕртме пулать. Пирĕн комитет министерствăна асăннă методикăна хатĕрлеме сĕнчĕ. Сăмах май, ку программăна хăмла ĕрчетессине те кĕртме май пур.

— Эсир хăй вăхăтĕнче хăмла çитĕнтерес ĕçре те тăрăшнăран ыйтса пĕлер-ха: пирĕн республикăра çак отрасль тепĕр хут вăй илсе аталанĕ-ши?

— Ку ыйтупа ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа калаçрăмăр. Çĕршывра халĕ шăпах импорта хамăрăн таварсемпе улăштараççĕ. Шел, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче эпир хăмла ĕрчетме чарăнтăмăр. Нумайăшĕ ют çĕртен кÿрсе килнĕ экстрактсемпе усă курма тытăнчĕ. Паллах, эпир малтанхи калăпăш патнех çитеймĕпĕр, çапах хăмла çитĕнтерме пуçламаллах. Ку енĕпе ĕçлес текен предприятисем Етĕрне районĕнче те пур. Эппин, “симĕс ылтăн” ÿстерессине маларах асăннă программăна кĕртес енĕпе ĕçлемелле. Отрасле чĕртсе тăратма пулать, анчах укçа нумай кирлĕ.

— Юлашки çулсенче чăваш ялĕсенче ырă улшăну нумай пулчĕ. Республикăн 3-5 созывĕсенчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май эсир те çав ĕçе сумлă тÿпе хывнă. Ялти пурнăç тата хăтлăрах пултăр тесен мĕн тумалла?

— Чи малтан хамăн тăван кĕтес — Красноармейски районĕнчи Ванюшкасси — çинчен каласа кăтартас килет. 80 киллĕскерте хытарнă çул, газ çукран çамрăксем туха-туха кайма тытăнчĕç. Пĕри хулана çул тытать, тепри... Çапла майпа миçе ял пĕтрĕ ĕнтĕ! Ял пĕтсен вара Раççей пĕтет. 2004 çулта аякран килнĕ хăнасене Ванюшкассине кăтартса çÿренĕ май вĕсем эпĕ пĕчĕк ялта çурт лартнинчен тĕлĕнчĕç. Ун чухне эпĕ кунта йăлтах пулать тесе шантартăм. Хам мĕн калани 2012 çул тĕлне чăна çаврăнчĕ: асфальт çул сарма май килчĕ, кивĕ шкула юсаса клуб турăмăр, шыв башни лартрăмăр, “Чăваш бройлерĕ” АУОн пĕр цехне пирĕн ял çумĕнче уçнăран çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. /Çак предприятие эпĕ 16 çул ертсе пытăм, халĕ вăл йывăр лару-тăрура пулнăшăн чун ыратать./ Çамрăксене ялта хăтлăх кĕртнипе çеç тытса тăраймастăн, вĕсене ĕç кирлĕ. Халĕ ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленме пуçланăшăн савăнатăп. Çынсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, трактор туянаççĕ. Эппин, ял пурăнать-ха.

— Эсир — экономика наукисен кандидачĕ. Доктор диссертацине çырас кăмăл пур-и?

— Эпĕ хама нихăçан та наукăра курман. Çапах “Чăваш бройлерне” ертсе пынă чухне те, халĕ те, хушма хуçалăхри пысăках мар фермăра чăхсем усранă май чылай кăтартăва çырса хуратăп. Сăнавсем ирттеретĕп: апатлантару рационне, ăшăпа çутă режимĕсене улăштаратăп. Çакă чăнласах та кăсăклă. Предприятире ĕçленĕ çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче производство тухăçлăхне шутласа палăртнă чухне яланах — мăйракаллă шултра выльăх ĕрчететĕн-и, сысна е ашлăх чăх усратăн-и — пĕр формулăпах усă курнине ăнлантăм. Ашлăх чăх туса илесси, ыттисемпе танлаштарсан — хăвăрт процесс, вăл 40 кунрах ÿссе çитет. Çапла вара хам формула шутласа кăлартăм, ун пирки кандидат диссертацийĕ çырса хÿтĕлерĕм. Ĕç кăсăклă пулнăран доктор диссертацине те çырма сĕнеççĕ, анчах çакă питĕ нумай вăхăта илет, вăхăт вара çитсе пымасть.

— Ваттисен халалне лайăх пурнăçлатăр эсир: тăван ялăрта çурт хăпартнă, ывăлпа хĕрсем çитĕнтеретĕр, йывăç сахал мар лартнă тата лартатăр. Сирĕн çемье çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Ачăрсем сирĕн çула суйласа илмен-и?

— Манăн аттепе анне иккĕшĕ те вăрçа хутшăннă. Анне тăшманпа 3 уйăх çеç çапăçма ĕлкĕрнĕ, контузи пулнăран ăна киле янă. Вăл математика учительне вĕренсе тухнă, шкулта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн качча кайнă. Пирĕн килте аслă пĕлÿ илни сумлă пулни çинчен нихăçан та калаçман, эпĕ çакна хамах ăнланса илтĕм. Манăн çар юрисчĕ пулас килетчĕ, анчах операци тутарма тивнĕрен Саратоври юридици институтне каяймарăм. “Ял хуçалăх институтне кай. Пуян пулаймăн, çапах нихăçан та выçă лармăн”, — терĕ атте. Ăна итлесе тĕрĕс турăм. Эпир 6-ăн пĕртăван, ултсăмăр та аслă пĕлÿллĕ. Пĕр вăхăтра виççĕн харăс вĕреннĕрен пире çуратса ÿстернĕ çынсене çăмăлах пулман паллах. Эпир пурте диплом илсен атте Чулхулари ют чĕлхесен институтĕнче малалла вĕренес терĕ, çак аслă шкултан унăн иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хăйне пĕлтерĕшлĕ ĕç шанса панăран пăрахса кайма тивнĕ. 57 çулта чухне диплом илчĕ. Сăмах май, эпĕ хамăрăн йăх-несĕл историне тĕпчетĕп, анне енчи тăвансене пырса тивекен 1746 çулхи сведение тупрăм. Асаттене те, аттене те, мана та, хамăн ачасене те Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи чиркÿре шыва кĕртнĕ. Çакна шута илсе хамăр ялта шыва кĕртекен Иоанăн часавайне тутартăм, ăна кăçал Çимĕкре уçрăмăр.

Ачасене вăл е ку профессие суйлăр тесе нихăçан та хистемен. Аслă хĕр Татьяна ШĔМ шкулне пĕтерчĕ, унтан университетра «Финанс тата кредит» специальноçа алла илчĕ. Унăн хăйĕн бизнес. Тепĕр хĕр Ольга Чулхулари патшалăх управленийĕн академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатрĕ, каярахпа вăл та финанспа кредит енĕпе куçăн мар майпа вĕренчĕ. Кĕçĕн ывăл Иван — 15-ре. Эпĕ ăна отличник пул тесе каламастăп, ăçта вĕренме каяссине хăйĕн палăртмаллине, çав хушăрах аслисен сĕнĕвне те шута илмеллине тăтăшах ăнлантаратăп. «Паспорта ахальтен мар 14 çулта параççĕ. Эппин, çак тапхăртанпа санăн аçÿ-аннÿ тата общество умĕнче яваплăх çуралать», — тетĕп. Хушăран ывăлăмăн хулара пурăнас килнине туятăп. Çапах вăл шкултан килсен тÿрех чăх-чĕп патне васкать, вĕсене çитерет, сăнавсем те ирттерет. Ывăлăм ял хуçалăхĕпе кăсăкланни савăнтарать мана.

— Вадим Иванович, мĕнле канатăр? Эсир пулла çÿреме, йĕлтĕрпе ярăнма юратнине тата купăс каланине пĕлетпĕр. Чун киленĕçĕ валли вăхăт тупаятăр-и халĕ?

— Килти хуçалăхра пĕчĕк фермăсăр пуçне сад лартса ÿстертĕм, унта темĕн тĕрлĕ чечек çитĕнтеретпĕр. Теплицăра экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕç туса илетпĕр. Пысăках мар пĕве тутартăм. Пулла çÿреме юрататăп, чăн та, кăçал икĕ хут çеç пулма тÿр килчĕ. Малтан сунара нумай кайнă. Ту йĕлтĕрĕпе ярăнма кăмăллатăп, хампа пĕрле ывăла та илетĕп. Пирĕн йăхра атте енчен арçынсем пурте купăс калаççĕ, çав шутра эпĕ те. ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев баянпа та çынсене савăнтарать. Манăн шăллăм купăссăр пуçне баян, гитара, аккордеон калать.

— “Хыпар” хаçат вулаканĕсене мĕн сунас килет?

— Çыннăн хăй умне яланах тĕллев лартмалла. Пĕрне пурнăçласан унран кăшт çеç кăткăсраххине чăна çавăрма ăнтăлмалла. Тÿрех капашсăр пысăкки пирки шухăшламалла мар, вăл, тепри пурнăçланмасан çакă йăлана кĕме тытăнать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

калаçнă

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.