Шăнман пăр çинче...

15 Июл, 2016

Хаçатсем çине-çинех асăрхаттараççĕ, телекурав çынсем улталанни çинчен вĕçĕмсĕр пĕлтерсе сыхă пулма хистет — пĕри те тепри шăнман пăр çине ларса юлнин тĕслĕхĕ вара пурпĕр нумай.

Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан 20 çулти каччă хăй паллакан, Мускавра пурăнакан хĕртен соцсеть урлă каçхине пĕлтерÿ илнĕ: лешĕ кăштах укçа ыйтать. Ачаранпах лайăх паллаканскере епле хирĕçлĕн — çамрăк çын унăн банк шучĕ çине 5 пин тенкĕ куçарса панă. Нумай та вăхăт иртмен — паллакан тепĕр хĕртен хыпар çитнĕ: унăн соцсетьри страницине такам ватса кĕнĕ иккен, ун ячĕпе пĕлĕшĕсенчен укçа ыйтса çырусем яраççĕ. Хĕр çакнашкал хыпарсене ĕненме юраманни пирки асăрхаттарнă, укçа ыйтаççĕ пулсан ан куçарăр тенĕ. Анчах каччă куçарса ĕлкĕрнĕ çав. Ултавçăсене халь полици шырать.

Шупашкарта вара машина туянма шут тытнă арçынсем ултавçăсен мăшкăлĕ пулнă. 31 çулти арçын Интернетра пĕлтерÿ асăрханă — ВАЗ-2112 автомобиле туянас тенĕ. Пĕлтерÿре кăтартнă телефонпа шăнкăравланă та — хуçи укçан пĕр пайне куçарсан машинăна урăх çынна сутмăп тесе шантарнă. Автомобиль туянас ĕмĕтлĕскер 12 пин тенкĕ куçарнă. Çакăн хыççăн вара сутуçă телефона тытма пăрахнă, кĕçех унăн номерĕпе шăнкăравсем вуçех кайма пăрахнă.

Шупашкарта пурăнакан тепĕр арçын та çакăн пек схемăпах улталаннă. Вăл та ВАЗ-2112 машина туянас шухăшпа 52 пин тенкĕ куçарнă. Анчах Интернет-сайтри пĕлтерÿ ултав меслечĕ кăна пулнă иккен. Полици ултавçăсен номерĕсене Тула тата Тамбов облаçĕсенче регистрациленине тĕпчесе пĕлнĕ — шырав пырать.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакан хĕрарăм отпуск вăхăтĕнче канма каяс ĕмĕтпе хавхаланса ултавçăсен вăлтине çакланнă. Такамсем Абхазири пĕр паллă пансионатăн суя сайтне Интернета вырнаçтарнă. Хайхи хĕрарăм çу уйăхĕн варринчех унта кĕнĕ, çурла уйăхĕнче çав пансионатра канма путевка илмешкĕн маларахах 40 пин тенкĕ тÿлесе хунă. Пĕлтерÿре палăртнă банк шучĕ темшĕн юридици вăйĕнчи тытăмăн мар, уйрăм çыннăн пулнине сăнаман çав. Электрон почтипе укçа çитнине çирĕплетекен çыру килнĕ те — иккĕленÿ çуралман.

Çак кунсенче вара хĕрарăм пансионатпа çыхăнма шут тытнă. Шел те, Интернетра вăл унччен хăй кĕнĕ сайта тупайман. Учрежденин чăн сайтне кĕрсе телефон номерне тупнă, пансионата шăнкăравланă. Ак, тамаша, хĕрарăмран нимĕнле укçа та килмен, электрон почтипе ун ячĕпе никам та çыру яман иккен. Суя сайт пулнине, укçана ултавçăсене куçарса панине тинех ăнкарса илнĕ.

Ку тĕслĕхпе те полици ĕçлет. Анчах «заочнăй» майпа пулакан çак преступленисене уçса парасси пĕртте çăмăл мар. Çапах пакунлисем алă усмаççĕ — ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Сăмахран, нумаях пулмасть Чăваш Ен çыннисене улталанă çамрăка Челябинск облаçĕнче шыраса тупнă.

Юлашки вăхăтра полици сводкинче ултав тĕслĕхĕсем пушшех нумайланнă. Вĕсене тишкернĕ май «çаврăнăçуллă» çынсем ют банк карточкисенчен тĕрлĕ мелпе укçа вăрланă тĕслĕхсем чылаййи палăрнă. Полици аллине шăпах çавнашкал меле «çăварлăхланă» каччă çакланнă.

Ку ĕç-пуç пĕр арçын, хăйĕн пирки банк ĕçченĕ тесе калаканскер, республикăра пурăнакансене шăнкăравланинчен пуçланнă. Вăл хуçисене вĕсен банк карточкисене блокировка тунă тесе пĕлтернĕ, унта упранакан укçа виçипе кăсăкланнă. Укçа самаях пысăк пулсан çамрăк çын тенкĕсене куçармалли мобильнăй программăпа абонентăн кĕсье телефонĕ çине операци тумалли пароле кăтартакан смс-пĕлтерÿ янă. Ултав пирки шутлама та пултарайман çынсем вара ăна код цифрисене пĕлтернĕ — укçасăр юлнă.

Шар курнисен шучĕ ÿссех пынине кура республикăн шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хушнипе ку преступленисене уçса памашкăн уголовлă шырав сотрудникĕсенчен ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Сыщиксем шăнкăравсем Челябинск облаçĕнчен килнине палăртнă. Темиçе полицейские унта командировкăна ăсатнă. Облаç полицийĕпе пĕрле ĕçлесе ултавçа кĕçех тупса палăртнă.

Троицк хулин 23 çулти çамрăкĕ иккен. Ăна тытса чарнă, Чăваш Ене илсе килнĕ. Хальлĕхе вăл ултавăн 13 тĕслĕхĕшĕн айăплине çирĕплетнĕ. Чăваш Енре пурăнакансене кÿнĕ сиен виçи — 200 пин тенкĕ патнеллех. Тĕпчев малалла пырать-ха, эппин, вăл тунă преступленисен шучĕ те, вăрланă укçа виçи те пысăкланма пултарать.

К.АНТОНОВ

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.