Хăватлă техника - хуçалăх тухăçлăхĕ

14 Июл, 2016

«Уй кунĕ - 2016» уяв Çĕрпÿ районĕнче Чăваш ял хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн базинче техника куравĕпе уçăлчĕ. Раççейри 6 регионран 20 поставщик энерги ресурсне перекетлекен хăватлă 127 техника тăратнă.

Пулăшу ÿсет

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туса кăларакан 50 предприяти хăйĕн продукцине илсе килнĕ. Кунта пухăннисем ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă чаплă техникăна тĕлĕнсе те ăмсанса сăнарĕç. Хакĕ те кĕсьене самай çÿхетет. Унăн 25 процентне патшалăх субсидиленине шута илсен вара çĕклем палăрмаллах çăмăлланать. Çакăнпа усă курса Йĕпреç районĕнчи «Пионер» хуçалăх «Кировец» трактор туянчĕ. 8 млн тенкĕ ытла тăраканскер пĕрлешĕве 5800 пин тенкĕ кайса ларчĕ. Хаклă, анчах уй-хире ĕлĕкхи пек суха пуçпа сухалаймăн.

«Уй кунне» уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Чăваш ял хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн участокĕсене пăхса хакларĕ. Кунта çулсеренех ÿсен-тăран культурин çĕнĕ сорчĕсене акса сăнав ирттереççĕ. Тухăçлисене хуçалăхсенче сараççĕ.

Уява РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пухăннисене саламланă май Михаил Васильевич çĕршыв ертÿçисем ял хуçалăх отрасльне аталантарма тăрăшнине палăртрĕ:

- Кăçал Раççейри аграрисене пулăшма 215 млрд тенкĕ уйăрнă. Çитес çул 237 млрд тенке çитĕ, - терĕ вăл.

Санкцисене 2017 çула çитиччен тăснипе усă курса чăваш продукцине федерацин Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççейĕпе, чикĕ леш енче те сарма ыйтрĕ. «АККОНД» предприятирен тĕслĕх илме сĕнчĕ - вăл продукцин 15 процентне экспорта ăсатать.

Хăнасем çĕр сухаламалли, акмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли, ял хуçалăх культурине пуçтармалли техникăпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе, минерал удобренийĕпе тивĕçтерекенсен стенчĕпе паллашрĕç. Уй кунĕ - аграри секторĕнчи çĕнĕ шухăшсене, инноваци технологине сÿтсе явмалли, ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетмелли площадка.

Çак кун Çĕрпÿре Тихвин ярмăркки уçăлчĕ. Хăнасем унта та çитсе курчĕç, алă ăстисен куравĕпе паллашрĕç, вăйă картине тăчĕç. Михаил Игнатьев Çĕрпÿсене Акатуй, Тихвин ярмăркки уçăлнă ятпа ăшшăн саламларĕ. «Кашни купса, кашни маçтăр çулталăкĕпех кунта килме, хăйĕн ăсталăхне кăтартма, япалине сутма хатĕрленнĕ. Раççейре те, Чăваш Енре те Тихвин ярмăркки пĕлтерĕшлĕ», - палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи савăнăçлă лару-тăрура пултаруллă çынсене, ĕçченсене наградăсем парса чысларĕ.

Сухаçăсем ăмăртрĕç

Уй кунĕнче республикăри сухаçăсен конкурсне 22 çĕр ĕçченĕ хутшăнчĕ. Ăмăртура тупăшакансене ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ - судьясен коллегийĕн председателĕ Константин Никитин саламларĕ.

Чăваш Енре сухаçăсен конкурсне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех ирттерме пуçăннă. Вăл халĕ те пĕлтерĕшне çухатман-ха. Чăн та, унтанпа конкурс йĕрки те самай улшăннă. Халĕ «Агромашхолдинг» пĕрлешĕвĕн хăватлă тракторĕсемпе ăмăртаççĕ.

Çамрăксемпе /чи çамрăк сухаçă 22 çулта/ пĕрлех аслă ăру та /Комсомольски районĕнчи 57-ри механизатор/ ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ. Кăçал пĕрремĕш хут арçынсемпе танах Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» хуçалăхри Надежда Концова механизатор ăмăртăва тухрĕ. Сухаçăсене хавхалантарма, пулăшма тăванĕсем, район тата хуçалăх ертÿçисем те çитнĕ. «Пĕлнĕ, хăнăхнă ĕç темелле. Анчах сухаланине вун-вун çын пăхса тăрса хакланă чухне ирĕксĕрех пăлханатăн, алă-ура çыхланать», - терĕç конкурсантсем. Кашнине 10 метр сарлакăш, 100 метр тăршшĕ лаптăк уйăрса панă. Механизатор 15 минутра лаптăка сухаласа сÿрелерĕ. Судьясен коллегийĕ касă тарăнăшне виçрĕ, тÿрĕ те тикĕс сухаланине пăхса ĕçе хакларĕ.

«Профессири ăсталăх» номинацире 1-мĕш вырăна Василий Корнилов /Йĕпреç районĕнчи В. Корнилов фермер хуçалăхĕ/ йышăнчĕ, 2-мĕшне - Изосим Романов /Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» пĕрлешÿ/, 3-мĕшне - Владимир Кукурузов /Елчĕк районĕнчи «Сатурн» хуçалăх/. «Чи опытлă механизатор» ята Геннадий Миронов /Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирма/ тивĕçрĕ. «Чи çамрăк механизатор» номинацире Евгений Симолкин /Етĕрне районĕнчи О. Григорьева фермер хуçалăхĕ/ палăрчĕ. «Ытарайми механизатор» вара Надежда Концова пулса тăчĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.