ЙĂМРА ХУППИ ÇИНЧЕН
Çуркунне йывăçсенче сĕткен куçма пуçласан пилĕк çулхи йăмра хуппине сӳсе типĕтрĕм. Вăл хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк чухне пулăшать теççĕ. Сиплев мелĕ мĕнлерех-ши?
Ю.ТРОФИМОВА.
Шупашкар районĕ.
Йăмра /ива белая, ветла/ хуппи, чăн та, витĕмлĕ. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара 1 стакан вĕри шыва ямалла. Хупăлчине витнĕ эмальленĕ савăтпа вĕрекен шыв мунчине 35 минута лартмалла. Вĕриллех сăрăхтармалла та малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — ыратни иртиччен.
Сăмах май, йăмра хуппи вĕтетнĕ типĕ хупах тымарĕпе тата вĕлтренпе пĕрле лĕкĕрен хăтăлма та пулăшать. Вĕсене пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ пухха 1 литр вĕри шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчинче 35 минут тытнă хыççăн сăрăхтармалла. Шĕвекпе çӳçе çĕрлене хирĕç çунă хыççăн чӳхемелле, хăй тĕллĕнех типме памалла. Çапла çӳçе çунă хыççăн кашнинчех чӳхемелле. Курс — 10 хут.
Комментировать