«Штрафсем пухасси тĕп тĕллев пулмалла мар»

13 Июл, 2016

Вырăнти хăйтытăмлăх тата тĕрĕслев-надзор органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса та ăнланса ĕçлени кăтартусене лайăхлатма май парать, çапах ку енĕпе тăрăшмалли тата нумай-ха — шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев-надзор ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕнче.

Мероприятие уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раç­çей Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене аса илтерчĕ: «Тĕрĕслев-надзор органĕсен тĕп тĕллевĕ штрафсем пухасси мар, экономика ĕç-хĕлĕ валли йĕркеллĕ условисем туса хурасси». Михаил Васильевич кăçалхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Правительствин федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕрĕслев /надзор/ тата ирĕк парас функцийĕсене лайăхлатас енĕпе ĕçлекен подкомиссийĕн ларăвĕнче тĕрĕслев-надзор ведомствисен ытлашши тата пĕр-пĕрне евĕрлекен тивĕçĕсене пĕтерессине сӳтсе явни çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл надзор, тĕрĕслев, правăна сыхлакан органсен ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсем тата норма-право никĕсне лайăхлатсах пыни вăл е ку кăтартăва аванлатма май панине, çапах çак тĕлĕшпе çуралакан ыйтусене татса памалли резервсем те пуррине палăртрĕ. «Çынсен сывлăхĕпе пурнăçне, хăрушсăрлăха пырса тивекен ĕçе илес тĕк тĕрĕслев тата надзор органĕсем ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем пурнăçлаççĕ. Паллах, правăна пăснă кирек мĕнле тĕслĕхе те тăрă шыв çине кăлармалла. Йышăнусем тунă чухне чăнлăхпа килĕшсе тăракан лару-тăрăва шута илмелле тата, паллах, саккунсене çирĕп пăхăнмалла», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев доклад тунă май тĕрĕслев-надзор тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хутшăнăвĕсенче ырă улшăнусем пуррине пĕлтерчĕ, çапах тĕрĕслев мероприятийĕсем нумай чухне усă кӳменнине, йывăрлăхсене татса пама пулăшманнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче тĕрĕслевпе надзорăн норма-право никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе те ӳсĕмсем пуррине асăнчĕ. Çак çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тата пĕлтĕрхи суйлав хыççăн ĕçе пуçăннă пуçлăхсене пулăшас тесе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине пĕлтерчĕ Станислав Андреевич. Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнче «ЧР вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев-надзор ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерес ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ çинчен» темăпа «çавра сĕтел» пулни çинчен каласа кăтартрĕ.

Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрĕслевсен шучĕ — 17%, планпа палăртнисен шучĕ — 24%, планпа маррисен шучĕ 10% чакнине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах дисциплина енчен тата уголовлă майпа явап тыттарнисен йышĕ ӳснĕ. Штраф санкцийĕсен шучĕ те пысăкланнă. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 1128 тĕрĕслев ирттернĕ: çав шутран ытларахăшне, 972-шне – прокуратура /86%/, Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ — 55 /ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3 хута яхăн ытларах/, Ростехнадзор — 33 /2015 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче пачах ирттермен/. Станислав Николаев ÇÇХПИ, РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ, Пенси фончĕ тĕрĕслевсен шутне пĕлтĕрхипе танлаштарсан чакарнине пĕлтерчĕ.

«Практика çакна кăтартать: тĕрĕс­лев-надзор органĕсем тĕрĕслевсем ирттерсе йышăнусем тунă май нумай чухне вырăнти бюджетсенче çав требованисене пурнăçа кĕртмешкĕн укçа çуккине шута илмеççĕ. Çакнашкал предписанисен шутне çул-йĕр тăвассине, граждансене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса парассине, пушар техники туянассине тата ыттине кĕртмелле. Саккунпа килĕшӳллĕн надзор органĕсен вырăнти хăйтытăмлăхăн должноçри çыннисенчен вĕсен компетенцине кĕмен полномочисене пурнăçламашкăн тата çав тăкаксене вырăнти бюджетран саплаштармашкăн ыйтма ирĕк çук. Акă кăçалхи пуш уйăхĕнче Федерацин ветеринарипе фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ Вăрнар районĕнчи Пăртас ял тăрăхĕн администрацине çĕрсене хӳтĕлессипе-лайăхлатассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçламаншăн 400 пин тенкĕлĕх штраф панă. Пĕлме: ял тăрăхĕн 2016 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 2,7 миллион тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах РФ Çĕр кодексĕн 78 статйипе килĕшӳллĕн ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе усă курма ирĕк пуррисен шутĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çук», — терĕ Станислав Андреевич.

Федерацин ветеринарипе фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Палькин Пăртас ял тăрăхĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 6 çĕр лаптăкĕпе 9 çул усă курманнине пĕлтерчĕ. «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче çеç çак должноçа йышăннă, çавăнпа ăна мар, юридици сăпатне административлă майпа явап тыттарас терĕмĕр. Паллах, 400 пин — пысăк укçа, анчах кунашкал тĕслĕхсенче административлă айăплавăн урăх мелĕсене палăртман. Эпир йышăннă мерăсем хыççăн 6 лаптăкран 2-шне тара пама пуçларĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ те çак çĕрсем тĕлĕшпе ĕçлеме, инвесторсем шырама пуçларĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Алексей Николаевич. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Юрий Васильев ертӳçĕ тивĕçĕсене пурнăçлаканран: «Сирĕн тĕп тĕллев айăпласси-им?» — тесе ыйтрĕ. Çак ыйту ахальтен çуралман: асăннă управлени Пăртас ял тăрăхĕ тĕлĕшпе тăратнă тавăçа Вăрнар район сучĕ пăхса тухнă, лару-тăрăва тивĕçлипе ĕнентерсе парайманран ĕç производствине чарнă. ЧР Аслă сучĕ ку ĕçе тепĕр хут пăхса тухма Вăрнар район судне ярса панă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ку çĕрсем хăйăрлă пулнине, вĕсем çинче ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерме çăмăлах маррине каларĕ. Юрий Васильев Россельхознадзор тĕрĕслевсен шутне мĕншĕн пĕлтĕрхинчен чылай ӳстернипе те кăсăкланчĕ. «Тĕп аппаратăн хушăвĕ çакă. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслес ĕçе Раççейĕпех вăйлатаççĕ. Эпир пĕтĕм тĕрĕслев пирки прокуратурăпа калаçса татăлнă», — терĕ А.Палькин. Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева çак лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма хушрĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçне тĕрĕслесе мĕнле йышăнусем туни пирки ЧР прокурорĕн заместителĕ Александр Григорьев, федерацин потребительсен прависене хӳтĕлессин тата этем ырлăхĕн, çавăн пекех çыхăну, информаци технологийĕсемпе массăллă коммуникацисен сферисенчи надзорĕн службисен Чăваш Республикинчи управленийĕсен ертӳçисен тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьевăпа Николай Сергеев каласа кăтартрĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — надзор ĕç-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Федор Фомин пĕрремĕш çур çулта пушарсемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулнипе паллаштарчĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене тата ял-хула тăрăхĕсене пушар хăрушсăрлăхĕ валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрма сĕнчĕ /хальхи вăхăтра ку тĕллевпе вырăнти бюджетра пĕр пус пăхса хăварманнисем те пур иккен/, çакă халăх хăрушсăрлăхĕпе çыхăннине аса илтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пушарсен шучĕ чактăр тесе профилактика ĕçне вăйлатма чĕнсе каларĕ, ялсенче каçхи хурал йĕркелемеллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.