Ӳсĕм çăлкуçĕ - çĕнĕ технологисенче

13 Июл, 2016

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче Çĕрулми уйĕн кунĕ иртрĕ. Унта Чĕмпĕрпе Чулхула облаçĕсенчен, Пермь крайĕнчен, Çурçĕр Осетирен, республикăри çĕрулми çитĕнтерекен хуçалăхсенчен килнисем хутшăнчĕç.

Çул пуçламăшĕ

Вĕсене 15 çул каялла «Çĕрулмине мухтав» агрофирма» тулли мар яваплă общество туса хурас тĕллевпе «çунатланнă», унăн учредителĕсенчен пĕри /«Тав» ООО ячĕпе/ Александр Капитонов саламларĕ:

— Çĕр ĕçченĕ паян ирех калама çук хĕпĕртерĕ: çумăр çурĕ! Халĕ те шапăртаттарать. Ял-йыш куллен нÿрĕк ыйтрĕ — тинех кĕтсе илчĕ. Тавах «çÿлти патшалăха»! Унччен чылай районта, çав шутра Вăрнар енче, унран тархасласах çумăр ыйтнă. Пуç çапсах кĕлĕ туни пулăшрĕ-тĕр. Çавна май паян агрофирмăн Комсомольски ялĕнчи производство-техника никĕсĕнче «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăна туса хунăранпа 15 çул çитес умĕн сутлăх çĕрулмипе, унăн вăрлăхне туса илессипе, вĕсене çĕнĕ технологиллĕ управсенче хĕл каçарассипе çыхăннă ыйтупа семинар ирттерни питĕ вырăнлă. Агрофирмăн тепĕр учредителĕ пулма «Слава» ЯХПК председателĕ Анатолий Потемкин килĕшрĕ. Тавах ăна! Малтан генеральнăй директор тивĕçне кĕске хушă эпĕ пурнăçларăм. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче агрофирмăна налук инспекцийĕнче регистрацилеттертĕмĕр. Пĕрремĕш çул кашни гектартан вăтамран 350 центнер çĕрулми пухса кĕртрĕмĕр. Малтан бизнес-плана — 5, кайран 10 çула çирĕплетрĕмĕр. Вĕсене ăнăçлă пурнăçланă. Паян «Çĕрулмине мухтав» агрофирма — Раççейри вăрлăх туса илекен, ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Ăна аталану çулĕпе ертсе пынăшăн Хасиятулла Идиатуллина, Чĕчкен шкулĕн директорĕнчен генеральнăй директора куçма килĕшнĕскере, коллектива тав тăватăп.

Семинара хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ырă сунчĕ, Каçал енре «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăпа унăн ĕçчен коллективĕ пурришĕн, производствăна ÿстерсе пынăшăн мăнаçланнине пĕлтерчĕ.

— Районăн кăçалхи çур çул­хи экономика кăтартăвĕсем пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен лайăхрах, — терĕ. — Çĕрулми лаптăкне кăçал иртнĕ çулхинчен пысăклатрăмăр. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсен 1272 гектар, унăн 40 процентне шăваратпăр. Пĕлтĕр районĕпе 30 пин тонна яхăн çĕрулми пухса кĕртнĕ, кăçал ытларах та пуçтарас шанăç пур.

Тăваттăн пĕрлешнĕ

— 2016 çулта республикăра 9100 гектар çĕрулми — 2015 çулхинчен кăшт сахалрах — лартнă, — пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Константин Никитин. — Сăлтавĕ «иккĕмĕш çăкăрăн» сутлăх хакĕ иртнĕ çул тата кăçалхи çуркунне йÿнĕ пулнăран хуçалăхсем сахалрах лартнипе çыхăнчĕ. Пĕлтĕр республикипе 700 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ. Кашни районта, вăл шутра Комсомольски тăрăхĕнче, çĕрулми патриочĕсем пур чухне çулталăкра пĕр миллион тонна пухса кĕртетпĕрех!

— Агрофирма ĕçе 35 гектартан пуçланă, — сăмаха тăсрĕ Хасиятулла Идиатуллин. — Мана директора Александр Капитоновпа Анатолий Потемкин лартрĕç. Агрофирма 2008 çулта агрохолдинг шайне çĕкленсе «Çĕрулмине мухтав» агрофирма», «Çĕрулмине мухтав-Канаш» агрофирма», «Çĕрулмине мухтав-Елчĕк» агрофирма» тата «Комсомольски пахчаçимĕçĕ» агрофирма» тулли мар яваплă обществăсене пĕрлештерчĕ — пысăкрах тĕллевсене пурнăçа кĕртме çул уçăлчĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çуллен пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр, вăрлăх хатĕрлес, çĕрулми çитĕнтерес, ăна упрас тĕлĕшпе опыта ÿстертĕмĕр. Чи паха вăрлăхсене çеç лартатпăр. Вăрлăх тăвас тĕллевпе Канаш районĕнче теплицăсемпе виççĕмĕш çул усă куратпăр. Унта «Çĕрулмине мухтав-Елчĕк» агрофирма ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Микроÿсентăран — 0,5, çĕрулми авăрĕсем — 1, суперэлита вăрлăх 5 гектар йышăнаççĕ. Икĕ-виçĕ çултан суперэлита тата элита вăрлăх хамăра кирлĕ чухлĕ туса илесшĕн. Агрофирмăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 пин гектар çĕр. Тăпрара гумус хисепĕ пысăк, вăл микроэлементсемпе пуян, культурăсене çĕнĕ технологисемпе акса-лартса çитĕнтеретпĕр, производство-техника никĕсĕ çирĕп, ĕç коллективĕ шанчăклă, специалистсем хăйсен квалификацине ÿстерсех тăраççĕ.

Пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 370 центнер çĕрулми пухса кĕртнĕ. Пысăк тухăç çăлкуçĕсенчен пĕри — тăпрана биологизацилени. Лартиччен сарă донник çитĕнтерсе тăпрана пулăхлатаççĕ, минерал удобренийĕ тăпрана маларахринчен сахалрах варăнтараççĕ. Çĕрулми çитĕннĕ тапхăрта уя чирлĕ авăрсенчен тасатаççĕ.

Раççей Çĕрулми союзĕн ĕç тăвакан директорĕ Алексей Красильников «Çĕрулмипе пахчаçимĕçĕн пĕлтĕрхи тата кăçалхи рынокри пĕлтерĕшĕ» темăпа доклад турĕ.

— Раççейре 10 миллион тонна çĕрулми туса илетпĕр, — терĕ. — Çĕршыври 145 миллион çынна тăрантарма 15 миллион тонна кирлĕ. Çавăнпа лаптăка та, тухăçа та татах ÿстермелле. Çывăх çулсенче НПППри патшалăхсене сутма тĕллев лартмалла.

«Агро-Инновацисем» ХУП консультанчĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Владимир Мутиков агрофирма тăпрана биологизацилес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртрĕ.

— Çĕр пулăхне сидерат культурăсемпе, улăмпа лайăхлатаççĕ, — терĕ. — Пурăна киле минерал удобренийĕпе пачах усă курмĕç.

Хальхи йышши çĕрулми управĕ

— 2000 çултанпа Европа шайĕнчи çĕрулмипе пахчаçимĕç управĕсен проекчĕсене хатĕрлетпĕр тата вĕсене пурнăçа кĕртетпĕр, — паллаштарчĕ «Тав» строительство компанийĕ» ООО ĕç-хĕлĕпе Василий Антонов генеральнăй директор. — Юлашки 5 çулта ял хуçалăхĕнчи ытти объект проекчĕсене те туса патăмăр, вĕсене пурнăçа кĕртрĕмĕр. Агрофирма ыйтнипе автоматизациленĕ çĕрулми управĕн пректне турăмăр, 2014 çулхи ака уйăхĕнче объекта тума тытăнтăмăр, 5 уйăхран вĕçлерĕмĕр. Вăл 2800 тăваткал метрлă, 5 секцирен тăрать. 4-шне купаласа, 1-не контейнерсемпе çĕрулми тултараççĕ. Машинăпа суйлаççĕ, тиеççĕ. Сывлăшăн кирлĕ температурине пĕр пек тытса тăраççĕ, сывлăша вентиляторпа уçăлтараççĕ. Проект хатĕрленĕшĕн агрофирма пире 1,2 миллион тенкĕ тÿлерĕ, объекта тутарса 54 миллион тенкĕ тăкакларĕ. Документсем пухса тăратнă хыççăн патшалăх тăкаксен пĕр пайне саплаштарма агрофирмăна 16 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрчĕ. Çак тĕслĕх хуçалăхсене çĕнĕ технологиллĕ управсем тума вĕрентет.

Уй кунĕн иккĕмĕш пайĕнче «Çĕрулмине мухтав-Елчĕк» агрофирмăн Елчĕк районĕнчи Кÿлпуç ялĕ çумĕнчи 87 гектар йышăнакан çĕрулми лаптăкне çитсе курчĕç. Çумăр чашлаттарсах çурĕ. Сунчăксăррисем 4-5 минутран лачкам йĕпенчĕç. Апла пулин те кулянмарĕç — савăнчĕç çеç: ÿсентăраншăн нÿрĕк çителĕклĕ!

Уя вирус-бактерисĕр вăрлăх лартнă, çумкурăка пĕтерсех тăраççĕ, çĕрулмине çăвĕпех шăвараççĕ. Авăрĕ çÿллĕ, лапкăшĕпех çеçкере. «Тав» строительство компанийĕ тунă Кÿлпуçри управа кĕрсе курчĕç. Кунта 4,5 пин тонна кĕрет. Унпа еплерех усă курни çинчен «Çĕрулмине мухтав-Елчĕк» агрофирма ертÿçи Юрий Галкин каласа пачĕ. Уй кунĕ ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн усăллă иртрĕ. Специалистсем çĕрулми вăрлăхне хатĕрлес, ăна çитĕнтерес, пухса кĕртес, упрас тĕлĕшпе çĕннине нумай пĕлчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.