Аякри тăвансем патĕнче

13 Июл, 2016

Куславкка районĕн Хурамалти «Эткер» халăх фольклор ушкăнне Раççейĕпех пĕлекен пулчĕç. Нумаях пулмасть Ростов облаçĕнчи Вешенски станицинче Михаил Шолохов пурăннă вырăнта, унăн юбилейĕнче, хăйĕн пултарулăхĕпе вырăнти казаксене савăнтарчĕ.

Халĕ вара, утă уйăхĕн пуçламă­шĕн­че, «Эткере» Оренбург облаçĕнчи Курманай районĕн Михайловка ялĕнчи Акатуя хисеп туса чĕнчĕç.

Пире, хăнасене, Михайловкăна çитсе вырнаçсанах мунча кĕме район центрне илсе кайрĕç. Вĕри мунчаран çăвăнса, юман милĕкпе çапăнса тухнă хыççăн сăмавар умне лартса техĕмлĕ чейпе сăйларĕç.

Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Дерюгин каласа кăтартнă тăрăх — Курманай ялне XIX ĕмĕр варринче, хресченсене ирĕке кăларнă хыççăн, Иван Павлов чăваш пуçласа янă. Унăн хушма ячĕ Курманай пулнă. Ял ячĕ шăпах çак çын ятĕнчен пулса кайнă. Сăмах май, Михайловка ялне те чăваш пуçласа янă. Чăвашсен йышĕ кунта 48%.

Акатуй утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирт­рĕ. Ĕç çыннисене Хисеп хучĕсемпе чысланă хыççăн концерт пуçланчĕ. Чылай çĕртен — Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Пушкăртстанран тата ытти тăрăхран — килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине черетпе хăпарса илемлĕ юрласа, ташласа куракансене савăнтарчĕç. Чăваш халăх артистне Вячеслав Христофорова тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Эпир те хамăрăн юрă-ташăпа 15 минут тыткăнларăмăр. Фольклор ушкăнне çÿрекен Елена Шоркова хăй вĕретнĕ тутлă сăрапа пурне те хăналарĕ.

Уйрăлас умĕн Михайловкăри шкул столовăйĕнче тутлă апатпа хăналарĕç. Шкул директорĕ те чăвашла пĕлет, ашшĕ чăваш иккен. Вырăнти халăх пĕр-пĕрне «аван-и?» тесе сывлăх сунать. Чăнахах та аван, тайма пуç сире, аякри тăванăмăрсем.

Павел Абуков.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.