Чăваш Енре çырав пысăк шайра иртет

12 Июл, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин патшалăх статистика службин ертÿçипе Александр Суриновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах Александр Суринова усăллă тата ĕçлĕ хутшăнусемшĕн тав тунă. Унтан хальхи вăхăтра республикăри районсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетни, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртни çинчен каласа кăтартнă. Вырăнсене тухса йĕркелекен канашлусенче регионта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тĕплĕ сÿтсе явнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршывăн ял хуçалăх ресурсĕсене тĕпчес енĕпе çырав пĕлтерĕшĕ пысăкки, çавна май ăна çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттермелли çинчен каланă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем аграри политикин никĕсне выртнине, çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсем йышăнма тата ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатма пулăшнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх — хальхи вăхăтра çырав палăртнă йĕркепе тата вăхăтпа пулса пырать, халăха кирлĕ информаципе туллин тивĕçтереççĕ.

Александр Суринов Чăваш Енре çырав ирттерессине ăнланса тата яваплăха туйса йышăннăшăн тав тунă. Вăл республикăра ĕçсене пысăк шайра пурнăçланине, "çыравçăсем вăйлине, ял хуçалăхне лайăх пĕлнине" палăртнă. Хальхи çыравра информаци пуçтарма пĕрремĕш хут планшетлă компьютерсемпе усă кураççĕ, çакă кăтартусене автоматизацилемелли вăхăта чылай кĕскетет.

Тĕлпулура çавăн пекех усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, ял хуçалăхне аталантарассипе, çынсем официаллă мар йĕркепе ĕçленипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: