Йывăрлăхсене çĕнтерсе - малалла!

12 Июл, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ.

Малтанах вăл Ксыл Камыш ялне çитрĕ. 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче Çĕнĕ урамра асфальтлă çул сарма тытăннă. 11 млн тенкĕ ытларах тăракан проекта çак кунсенче вĕçленĕ. Тикĕс те яп-яка çулпа юнашарах — тротуар. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕрхи пылчăкра атă-калуш çинчен ÿлĕм манмаллине аса илтерчĕ. Пурнăç шайĕ ялта хуларине çывхарать. Çамрăксем Ксыл Камышра тĕпленсе пурăнасса шанас килет терĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕн заведующийĕ Фердания Ахмедеева ял çыннисен ячĕпе Михаил Васильевича çула хута яма пулăшнăшăн тав турĕç.

Унтан Патăрьелти культура çуртĕнче муниципалитетăн 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва уçиччен М.Игнатьев ĕçре малта пыракансене патшалăх наградисемпе чысларĕ, тăлăх ачасене пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илме сертификат пачĕ. Канашлăва пухăннисене кирлĕ ыйтусене сÿтсе явни халăх пурнăçне лайăхлатмашкăн хушма май тупма пулăшнине палăртрĕ.

— Территорисене тирпей-илем кĕртнине, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленине, социаллă çивĕч ыйтусене татса панине Правительство тĕрĕслесех тăрать. Йышăннă обязательствăсене эпир туллин пурнăçлатпăр, — терĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев республикăри пайтаçăсене аталанма пысăк тимлĕх уйăрнине, Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн федераци корпорацийĕн гендиректорĕ Александр Браверман ертсе пынипе ĕç тăвакан ушкăн килсе кайнине пĕлтерчĕ.

Рудольф Селиванов районăн 2016 çулхи малтанхи 6 уйăхри аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕнче, строительствăра ÿсĕм курăмлă, промышленноçра, суту-илÿре, общество апатланăвĕнче кăтартусем пĕлтĕрхинчен чакнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи республикăри вăтам шалуран пĕчĕкрех. Демографи лару-тăрăвĕ шухăшлаттарать. Районта ача сахалрах çуратаççĕ. Хĕрарăмсем вăтамран 80 çул пурăнаççĕ, çав вăхăтрах арçынсем 65 çул çеç. Уйрăмлăх — 15.

— Мĕншĕн пысăк, сăлтавĕ мĕнре? — кăсăкланчĕ Михаил Васильевич.

Район больницин тĕп врачĕ Галина Петрова ыйтăва çапларах хуравларĕ:

— Арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, хăйсен сывлăхĕшĕн сахалрах тăрăшаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа диспансеризацире пулма тивĕçлисен 52,8 проценчĕ çеç сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Арçынсем поликлиникăна çÿресшĕн мар, каяс куна ырантан ырана хăварса пыраççĕ. Тухтăрсем чир-чĕре, уйрăмах онкологипе çыхăннине, вăхăтра тупса палăртăччĕç. Шел те, юлашки тапхăра куçнăран этем пурнăçне нимĕнле эмелпе те çăлма май килмест.

Эрех ĕçнĕрен те арçын нумай вилет. "Фанфурик" текеннине кăмăллаççĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи лавккасенче Чăваш Енре хатĕрлекен шурă эрех республика тулашĕнчен килекеннинчен самай сахалрах иккен. Ютри мĕнле йышши-ши? Ыйтăва экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин уçăмлатрĕ.

— Шурă эрех хатĕрлемелли спирта республика Мордваран туянать. Ăна тырăран тăваççĕ. Ютран килекеннине — нефтьрен, — пĕлтерчĕ Владимир Александрович.

Демографи çивĕчлĕхĕ, этем сывлăхĕ район активне, хăнасене нумайччен калаçтарчĕ, тавлаштарчĕ.

— Мĕн тума кирлĕ пире асфальт сарнă çулсем, хăтлă хваттерсем, енчен эпир чирлетпĕр, сахал пурăнатпăр пулсан, — терĕç вĕсем шухăша кайса.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, ял хуçалăх, экономика аталанăвĕн, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕсем Сергей Артамонов, Владимир Аврелькин, Михаил Резников, финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Фарида Муратова, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская доклада сÿтсе явса хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

— Районта халăх йышлă пурăнать, ĕçчен. Аталанма услови çителĕклĕ, — палăртрĕ Олег Мешков. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма чĕнсе каларĕ.

М.Резникова çул пахалăхĕ кăсăклантарчĕ.

— Мĕншĕн-ха унпа туса пĕтерсен çеç кăсăкланатпăр? Тунă чухнех тĕрĕслесе тăмалла. Строительсем технологие пăхăнаççĕ-и, материал пахалăхĕ тивĕçтерет-и, ытти те.

Тухса калаçакансене вырăнта ĕç çукки, шыв, апат пахалăхĕ, ытти ыйту та канăç памасть.

— Эсир пĕтĕмпех тĕрĕс калатăр, — килĕшрĕ республика Пуçлăхĕ. — Эпир хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Кăçал та çĕнĕ производство чылай уçрăмăр. Çав вăхăтрах хăвăрăн та шухăш-кăмăлпа улшăнмалла. Паян вунă çул каяллахи пек ĕçлеме юрамасть.

Михаил Игнатьев Решит Санзяпов хресчен-фермер хуçалăхĕнчи аш-какай тирпейлекен цех строительствипе те паллашрĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.