Ăнăçлă проектсем пулăшусăр юлмĕç
Шупашкарта Федерацин Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен корпорацийĕн делегацийĕ пулчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев корпорацин генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Кайран республикăри пĕчĕк тата вăтам предприятисен чи малтан пурнăçламалли инвестици проекчĕсен хаклавне хутшăнчĕç. М.Игнатьев А.Бравермана Чăваш Ен пайтаçисен бизнесне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.
— Пирĕн пĕрлехи тĕллев — предпринимательсен пуçарăвĕсене пурнăçлама, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшасси, — терĕ Михаил Васильевич.
Корпорацин ĕç тăвакан ушкăнĕ республикăра нарăс уйăхĕнче пулнă. М.Игнатьевпа А.Браверман пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма пулăшас тĕллевпе килĕшĕве алă пуснă. Ун чухне проектсене те хÿтĕленĕ.
А.Браверман паянхи куна пиллĕкĕшне суйласа илни, вĕсене пурнăçлама пулăшма кăçал 3 миллиард та 183 миллион тенкĕ уйăрасса пĕлтерчĕ.
— Паян тата çиччĕшне пăхса тухатпăр. Сирĕнпе килĕштерсе ĕçлесси йĕркене кĕчĕ. Ку — питĕ пĕлтерĕшлĕ, — терĕ хаклавра корпораци гендиректорĕ.
ЭнергоМаш завочĕ электрооборудовани производствине модернизацилеме, «Тав» тулли мар яваплă общество пахчаçимĕçпе çĕрулмине тĕплĕн тирпейлемелли центр тума, «Турбоком-Инвест» фирма халĕ ĕçлекен производствăна сарма, «ЭЛБИ» производство-инжиниринг компанийĕ индустри паркĕнче центр хута яма палăртаççĕ. «Куснар» агрофирма ĕне комплексĕ çĕклесшĕн. «Реон-Техно» ООО тата В.Агамирян усламçă та кăсăк проектсем хатĕрленĕ.
— Чăваш Ен предпринимателĕсен проекчĕсенче ытти регионрипе танлаштарсан пысăк технологиллĕ продукци тÿпи, уйрăмах электротехникăн, вăйлă палăрать, — пĕлтерчĕ А.Браверман.
— Проект тăратнă компанисем яваплăха туйса кал-кал ĕçлеççĕ, — терĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. — Пирĕн тĕллев — вĕсене çирĕпрех утăмсемпе малалла аталанма пулăшасси.
Делегаци пуçлăхĕ проектсене лайăх хак пани РФ Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Анатолий Аксакова кăмăла кайрĕ. Вăл корпораци гендиректорне тав турĕ.
Михаил Игнатьев пĕчĕк тата вăтам пайтаçăсен федераци корпорацийĕ пысăк технологиллĕ производство уçмашкăн пĕчĕк процент ставкиллĕ кредитпа усă курма май пуррине палăртрĕ. Коммерци проекчĕсене вăтамран 18-20 процентпа кредит параççĕ. Корпораци ăна Тĕп банк урлă икĕ хут йÿнетме пултарать.
А.Браверман пĕлтернĕ тăрăх — вăл Чăваш Ене çулталăк вĕçлениччен делегаципе виççĕмĕш хут килесшĕн.
В.ВАЛЕНТИНОВ.
Комментировать