Укçа кирлĕрех-и е çемье хаклăрах-и?

9 Июл, 2016

Кану кунĕсенче Чĕмпĕре кайса килес шухăшпа ир-ирех пуçтарăнса çула тухрăм. Хускалма вăхăт çитсен те салонра никамах та çукчĕ, ирĕклĕн ларса каятăп-ха тесе хĕпĕртерĕм малтанах. Çынсем пуçтарăнкаласан водитель машинине тапратрĕ. «Питомник» тĕлĕнче пирĕн ГАЗель чарăнчĕ. Такама кĕтетпĕр иккен. Пăртакран арçынсен ушкăнĕ çитрĕ. Мускавран таврăнаканскерсем салона кĕрсе вырнаçрĕç. Хĕрĕнкĕскерсем тÿрех хаяр шĕвек туртса кăларчĕç. Эрех кĕленчи туххăмрах пушанчĕ. Çĕрпĕве çитсен пĕри машинăна чартарчĕ. Вăл лавккана çитсе килессе вунă минут кĕтсе ларма тиврĕ. Шăрăх. Салонра пĕчĕк ачаллисем те пурччĕ. Халăх кăмăлсăрланчĕ паллах. Çапах та водителе хирĕç каланин усси пулмарĕ, ăна аякран «вăрăм» укçа ĕçлесе килекенсем тÿленĕ-çке. Хĕвне кĕленче чиксе çитрĕ хайхискер. Эх, мăшăрĕ, тĕпренчĕкĕсем валли парне туянасчĕ те, çук вĕт. Киле çитсен те ĕçтереççĕ-ха, те алла укçа тыттараççĕ? Тăван çурта, тахçантанпа курман арăм патне ÿсĕр килсе кĕмелле вĕсен. Çул çинче те темиçе хутчен те чартарчĕç арçынсем, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскерсем «нушапа» йывăçсен хушшинелле васкарĕç. Патăрьеле çити мухмăр-сухмăр шăршипе «киленсе», ÿсĕрсен пули-пулми калаçăвне, хыттăн шавланине итлесе пыма тиврĕ. Чăннипех те тарăхтарса, йĕрĕнтерсе çитерчĕç. Вĕсем анса юлсан салонри халăх лăштах сывласа ячĕ.

Командировкăна кайсан пĕр хĕрарăм куççуль витĕр каласа кăтартни асран тухмасть. «3 гектар утă çултартăмăр, тахçанах типнĕ, хиртен илсе кăна килмелле. Арçын Мускавран килнĕренпе пачах та урăлмасть, кашни кунах ял çыннисене «шăварать». Общежитире выçă ларакан ачине пулăшасчĕ те, урăлса курманскер ун çинчен аса та илмест. Иртнĕ çул утта чутах çĕртсе яраттăмăр, кăçал вара чăннипех те пуçтарса кĕртессĕн туйăнмасть, ман упăшка тĕп хулара хытă ывăннă, халь уйăх «канать», унтан татах тухса каять. Пахчари темех мар, ăна пĕчченех çулса типĕтрĕм. Утти кирлĕ-çке, выльăх ÿстерсе пăртак тупăш илмелле. Пĕтĕмпех пĕр мана кăна кирлĕ, пурнăçа пĕччен туртатăп, арçыннин ячĕ кăна», — хыттăнах калаçнăччĕ тарăхнă хĕрарăм.

Этемлĕхĕн черчен çуррине ялсенче арçынсемсĕр йывăр. Çапах та уйăхĕ-уйăхĕпех упăшка тĕрекĕсĕр пурăнакан хĕрарăм та нумай. Хăйсемех ача ÿс­тереççĕ, картиш тулли выльăх пăхаççĕ, кил-çурт тытса тăраççĕ, анкартинче пуç çĕклемесĕр ĕçлеççĕ…

Этемлĕхĕн вăйлă çуррине пурне те пĕр картпа виçсе вăрçас килмест-ха: кашни хăй суйлать пурнăç çулне. Автобусри вăйпиттисем анса юлсан шухăша кайрăм. Пирĕн арçынсем Мускав хулине мĕн тĕллевпе çÿреççĕ-ха? Укçине эрех ĕçсе пĕтерме-и? Ĕçлесе илнипе кăна çырлахмалла мар-çке, унпа тĕллевлĕ усă курма та пĕлмелле.

Паллах, ĕçĕ хамăр республикăра та пур. Анчах та шалу сахал тÿлекен çĕре камăнах вырнаçас килтĕр? Кашни уйăхрах хваттершĕн, çутçанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн тÿлемелле. Хырăм та выçать — лавккана кулленех кĕмелле. Çĕтĕк çÿрейместĕн — тумтир те кирлĕ. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра кредит тÿлемен çемье çук та пулĕ. Ирĕксĕрех арçын кутамкка çакса Мускава çул тытать. Пĕрисене тĕп хулана ĕçлеме çÿрени пулăшать пулĕ, теприсене çемйисенчен уйăрать. Сывлăха та самаях пĕтерет вăл.

Кашни эрнерех Шупашкар вокзалĕсенчен 3-4 пин çамрăк яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Мускавалла çул тытать. Вĕсенчен 25 проценчĕ унта çуртсем купаланă çĕрте вăй хурать, ыттисем водительте, хуралçăра ĕç вырăнĕ тупаççĕ. Хĕрсем сутуçăра, поварта тăрăшаççĕ, çÿç касаççĕ, кондукторта вăй хураççĕ. Çапах та Мускава ĕçлеме çÿрекенсен 95 проценчĕ ĕçлесе илнĕ тупăш пурăнма кăна çиткелесе пынине пĕлтерет. Ирĕксĕрех суйлама лекет: укçа хаклăрах-и е çемьепе пĕрле пулни, сывлăх кирлĕрех-и?

Елена АТАМАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.