Айăпсăр - айăплă...

9 Июл, 2016

Пĕр кунхине ĕçе каярах юлса çитрĕм. Алăк умĕнче 45-50 çулсенчи палламан хĕрарăм тăратчĕ. «Эсĕ Оля-и?» — ыйтрĕ куçран сиввĕн тинкерсе. «Эпĕ», — терĕм пĕрремĕш хут куракан çине тĕлĕнерех пăхса. Сăмаха вĕçличченех тытăнчĕ хĕрарăм сурчăк сирпĕтсе вăрçма! Çеккунтра мана тем те пĕр каласа тăкрĕ. Эпĕ айккипе иртсе кайма тăрсан самăр кĕлеткипе алăка картларĕ хайхи. Чарăнма та шухăшламасăр ĕçтешсен умĕнчех пăсăрлантарчĕ мана. «Ачасене ашшĕсĕр хăваратăн. Намăссăр! Ют арçынпа çывăрса пурăнатăн, çылăхлă эсĕ! Нихăçан та ыр кураймăн. Совеçÿ те çук санăн, питÿ те хĕрелмест, тьфу! Директорна кĕрсе калатăп-ха акă», — урса кайнăскер тĕнче пĕтесле янăрашрĕ.

Ир-ирех çил-тăвăл кăлараканран аран хăпса пÿлĕме кĕрсе вырнаçрăм. Ал-ура чĕтреме ернĕрен хĕрсем ман тавра чупкалама пуçларĕç. Ĕçлес кăмăл сÿнчĕ. Кофе ĕçнĕ хыççăн çеç хама пăртак алла илтĕм. Юрать, пуçлăх яланах ăнланма тăрăшать, хальхинче те: «Такам сăмахне çывăха илсе чĕрÿне ан ыраттар, пурне те хăлхуна ан чик. Эпĕ те хамăн пурнăçра темĕн те илтсе курнă», — тесе лăплантарчĕ.

30 çултан каçнă эпĕ. Ватта юлнă хĕр. Шурă пĕркенчĕк тăхăнса курман хам пурнăçра. Каччăсем пулнă-ха манăн, те йĕркесĕррисем лекрĕç, те хам тиркерĕм — çавăнпа та пĕчченех халь. Эпĕ савакан арçынсем çемьеллĕ. Ĕçре хам пирки «хĕр» тесен никам та ĕненмĕ. Ялан хаваслă çÿренĕрен, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупнăран якăлти те текелеççĕ. Уншăн кÿренместĕп-ха. Директор çумĕн еркĕнĕ тесе пăшăлтатнине те хам пирки пĕрре мар илтнĕ. Унпа вырăн ăшăтса курмасан та çак ят ман çума куршанак пекех çыпăçрĕ.

Паян акă çакăн пек лайăх мар пулăм сиксе тухрĕ. Çынсен умĕнчех еркĕн сăмах илтме тиврĕ. Чун кÿтсе килчĕ. Татăлса макăрăттăм та, пĕтĕм тĕнче илтмелле хамăн ырату пирки каласа парăттăм та… Анчах та кама кирлĕ ку?

Тĕрĕс, еркĕн пулма ыйтакан нумай мана. Нумайăшĕ вырăн ăшăтас шухăшлă. Анчах та мана кунашкал пурнăç кирлĕ мар. Вĕсен пурин те мăшăр, ачасем пурри çак утăма тума тытса чарать. Еркĕн пулас килмест, çулсем иртнĕ пулин те йĕркеллĕ качча тухас килет манăн. Юратнă мăшăр, ачасем пирки ĕмĕтленетĕп.

Çав хĕрарăм умĕнче мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши? Кампа та пулин пăтраштарчĕ-ши мана? Е юриех элек сарчĕç-ши? Каçхине çывăрма выртсан та самăр кĕлеткеллĕ, тачка туталлă хĕрарăм куç умĕнчен каймарĕ. Ĕçтешсен умĕнче намăс кăтартнăшăн каçараймастăп ăна. Кам-ши унăн упăшки? Манпа пĕрлех ĕçлет-ши? Директор çумĕн арăмĕ мар пуль те?..

ОЛЬГА.

Шупашкар хули.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.