Чап çăлтăрĕ сÿнсен...
Самана кашни тапхăрĕнчех халăх юратакан артистсем пур. Анчах чап килет те каять, ун хыççăн мĕн тăрса юлать? Пĕрисем сцена çине урăх амплуара таврăнаççĕ, теприсем пурнăçпа малалла киленеççĕ. Хăй вăхăтĕнче нумайăшĕ килĕштернĕ актрисăсен шăпи мĕнле-ши паян?
“Маленькая Вера” фильм çĕршывшăн ирĕклĕх символĕпех танлашнă. Наталья Негодашăн вара, маларах Мускавра Çамрăксен театрĕнче тĕрлĕ чĕрчуна вылянăскершĕн, питĕ пысăк ăнăçăва çаврăннă. “Ника” преми, Монреаль, Чикаго, Венеци кинофестиваль призĕсем... “Вера” чапĕ тĕнчипех кĕрленĕ вăхăтра Наталья... кĕтнĕ. Мĕнпе вĕçленĕ ку? “Вера ролĕнче хамăн пурнăç тата актер пысăках мар багажĕпе йăлт усă куртăм темелле. Чун йăлт пушанса юлчĕ çакăн хыççăн. Темиçе çул иртрĕ çапла. Ку маччаран тата çÿлерех улăхайăп-и? Çак шухăш чуна кăшлатчĕ”, — каласа кăтартнă Негода.
Юлашкинчен СССР арканас умĕн кăшт çеç маларах упăшки хыççăн Америкăна тухса кайнă. Ют çĕрте нумаях ÿкерĕнмен. “Закон и порядок” сериала асăнма пулать. 2007 çулта çапах та каялла таврăннă. Анчах та — кинона мар. Пĕртен-пĕр хутчен çеç Алексей Мизгиревăн чуна çурса яракан “Бубен, барабан” драминче ÿкерĕннĕ. Пĕчĕк хулари библиотекарь сăнарне Негода “Золотой орел” тата “Белый слон” премисене тивĕçмелĕх калăпланă.
Елена Сафоновăна малтанах ятарласа Андрейченко валли хатĕрленĕ роль чапа кăларнă. “Зимняя вишня” фильмра Игорь Масленников режиссер шăпах иккĕмĕшне курнă. Анчах вăхăт çитменнипе /усал чĕлхесем Шелпа çыхланса кайнине пула теççĕ/ Андрейченко ĕçе пуçăнайман. Ольга сăнарĕнче çапла вара васкавлăн Сафоновăна çирĕплетнĕ. Масленников хăй палăртнă тăрăх, фильм ку актрисăпа ăнăçлăрах та пулса тухнă. Сафонова пысăк хулари пĕччен хĕрарăмăн тунсăхĕпе юратăвĕ çинчен ĕненмелле каласа кăтартнă.
Сафонова ытти сăнарĕ те хĕрарăмсемшĕн ăнланмалла пулса тухнă: “Принцесса на бобах”, “Такси-блюз”, “Президент и его женщина”... 1992 çулта “Аккомпаниаторша” фильмра Сафонова Самюэль Лабарт французпа паллашнă та кĕçех ăна качча тухнă. Анчах та кĕçех каялла Раççее таврăннă, пĕчĕк ывăлне, Франци саккунĕпе килĕшÿллĕн, экс-упăшкипе хăварнă. Халĕ Елена Сафонова сайра-хутра кăна ÿкерĕнет: “Дневник доктора Зайцевой”, “Королева бандитов” сериалсем... 2016 çулта “Зимняя вишня” фильмăн юлашки пайне ÿкерме палăртнă. Паллах, тĕп рольте — Елена Сафонова.
Наталья Андрейченко пултарулăхне чи малтан Андрей Кончаловский режиссер асăрханă. Шăпах вăл 1979 çулта хăйĕн “Сибириада” ĕçĕпе ВГИКран вĕренсе кăна тухакан хĕре пысăк кинона пропуск кăна мар, Канны хĕрлĕ кавирлĕ çулĕпе утма май туса панă. Унтан — “Военно-полевой роман”, “Мэри Поппинс, до свидания!”... 1986 çулта актриса Америка режиссерне Максимилиан Шела качча тухнă та нумайлăха океан леш енче çухалнă. Совет актриси унта та суперçăлтăра çаврăннă теме çук. “Эпĕ хăраса ÿкрĕм, — каласа кăтартнă вăл пурнăçĕн çак тапхăрĕ пирки. — Çавăнпа унти кинона сĕкĕнмерĕм те”.
Юлашки çулсенче вăл унта та, кунта та пурăнать. Кинора пачах ÿкерĕнмест. Эзотерикăпа аппаланать.
Татьяна Друбич паллă ролĕсене хăйĕн экс-мăшăрĕ Сергей Соловьев фильмĕсенче вылянă: “Сто дней после детства”, “Асса”, “Спасатель”, “Черная роза — эмблема печали, красная роза — эмблема любви”... 2009 çулта вăл Соловьев ÿкернĕ Анна Каренина сăнарĕшĕн Раççей кино актерĕсен гильдийĕн призне тивĕçнĕ, 2013 çулта — Рената Литвиновăн “Последняя сказка Риты” драминчи иккĕмĕш планри рольшĕн — Ника премине.
Друбич, тĕрĕссипе, актриса пулма ĕмĕтленмен те. Малтанхи икĕ фильмра ÿкерĕннĕ хыççăн Татьяна медицина енĕпе пĕлÿ илсе район поликлиникине ĕçе вырнаçнă. Актриса хăй каланă тăрăх, ăна çак профессире ăнăçу тума шăпах медицина пĕлĕвĕ пулăшнă.
Елена Яковлевăшăн, пачах тепĕр май, актриса карьери яланах чи малти планра пулнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Харьковри радиозавода ĕçе вырнаçса Мускава каймашкăн укçа пухнă. “Малтанах хама ыттисем пекех пурăнма хистеттĕм — техник-картографра ĕçлеттĕм, библиотекарьте... Бухгалтер пулма ĕмĕтленеттĕм. Пĕр вăхăтран ăнланса илтĕм — кун пек пултараймастăп текех. Пĕртен-пĕр çул — Мускава, ГИТИСа...” — аса илнĕ актриса.
Елена студентсен йышне тÿрех лекнĕ. 1984 çулта вĕренсе тухсан “Современник” театра ĕçе вырнаçнă. Унта... 30 çул ĕçленĕ. 2011 çулта вăл театрпа сывпуллашнă, çакна интереслĕ рольсем çуккипе сăлтавланă. Кинора вара пĕрремĕш хут 1983 çулта Георгий Юнгвальд-Хилькевичăн “Двое под зонтиком” ĕçĕнче ÿкерĕннĕ. Елена Яковлевăна 1989 çулта Петр Тодоровскин “Интердевочка” фильмĕ чапа кăларнă — актриса унта валюта проституткин Таня Зайцевăн сăнарне калăпланă.
Актриса хăй каласа кăтартнă тăрăх, сценарипе паллашнă хыççăн вăл пĕр самант та иккĕленмен. “Петр Тодоровский” тесе çырниех пур иккĕленĕве сирчĕ. Эпĕ унăн ĕçĕсене пĕлеттĕм. Вăл начар фильм ÿкерес çуккине чухлаттăм”, — тенĕ каярахпа актриса. Хăйĕн тĕслĕхĕпе Яковлева çакна çирĕплетнĕ — театрта та, кинора та, телекуравра та пĕр харăсах чиперех ĕçлеме пулать. Калăпăр, пĕр вăхăт вăл спектакльсенче вылянă хушăрах кинора Каменская сăнарне калăпланă, çав вăхăтрах “Чего хочет женщина” телешоу ертсе пынă.
Анастасия Немоляева, Светлана Немоляева актриса тăванĕ, Карен Шахназаровăн “Курьер” фильмĕ хыççăн туххăмрах чапа тухнă. Каярахпа “Интердевочка” фильма хутшăннă. Чăн та, çакăн хыççăн чап сÿнсе-сÿнсе пынă. Малтанах хĕр театрта вăй хунă, унтан пултарулăх ку енĕпе пачах та сывпуллашса сĕтел-пукана илем кÿрес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Малтанах ку уншăн чун киленĕçĕ кăна пулнă-ха. Анчах та театртан режиссер кайнă хыççăн труппа салансан Анастасия ку енĕпе профессионал шайĕнче тăрăшма пуçланă. Палăртмалла, ăнăçлă. Паян Анастасия Немолява ĕçĕсем Раççей искусство музейĕнче кăна мар, тĕнчери уйрăм харпăрлăхри коллекцисенче те упранаççĕ. Халĕ вĕсен мăшăрĕпе, Вениамин Скальник режиссерпа, иккĕшĕн хăйсен сĕтел-пукан дизайнĕн студийĕ пур.
1979 çулта Александра Яковлева тĕлĕнмелле хăвăрт чапа тухнинчен пурте тĕлĕннĕ — никам та пĕлмен студентка “Экипаж” фильмра, пушшех те — Александр Митта режжиссер патĕнче — мĕнле майпа роле тивĕçме пултарнă-ха? Унсăр пуçне, Леонид Филатовпа вырăн та ăшăтать-ха вăл фильмра... Пикене мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп мар тесе айăплама та пăхаççĕ. “Эпĕ мĕнле майпа хирĕçлеме пултарнă-ха? — тĕлĕнет каярахпа Александра Яковлева. — Кинора пĕрремĕш хут ÿкерĕнетĕп вĕт. Çитменнине, тÿрех тĕп рольте тата!”
“Экипаж” хыççăн актриса тата икĕ теçетке фильмра ÿкерĕнет. Вĕсен хушшинче — “Чародеи”, “Человек с бульвара капуцинов”... Унтан никам кĕтмен çĕртен кинопа сывпуллашса тăван хулине Калининграда тухса каять, политикăна явăçать. Каярахпа çакна çапла ăнлантарать: “Тăрук çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ пуçланчĕ. Манăн виçĕ ĕçе харăсах хупрĕç. Паянхи пек астăватăп... Эпĕ павильонпа пыратăп. Тĕлĕнмелле капăр кĕпепе, чаплă прическăпа. Роле хатĕрленетĕп... Директор вара кино пулмассине пĕлтерет — укçа пĕтнĕ-мĕн...”
Александра Яковлева тĕрлĕ çулта чукун çул хуçалăхĕнче, Пулково аэропортĕнче ĕçленĕ. Калининград мэрĕн пуканĕшĕн те кĕрешсе пăхнă. Нумаях пулмасть вара актриса татах пурне те тĕлĕнтернĕ — профессие таврăннă: Александра Яковлева татах Николай Лебедевăн “Экипаж” фильмĕнче Тамарăна вылянă.
Вера Глаголева актрисăн суйлав çуккине палăртать: чĕнеççĕ — роль калăплатăн, чĕнмеççĕ — çук. Хăй вăхăтĕнче вăл нумай фильмра вылянă. Çапах та ÿкерÿ лапамне актриса ăнсăртран лекнĕ. 1974 çулта ăна “Мосфильмра” малтан ассистент асăрханă. Çамрăк Вера Глаголева каярахпа Родион Нахапетов чун-чĕрине малтан рольте тыткăнланă, унтан унăн мăшăрĕ пулса тăнă.
Вера Глаголева 50 ытла фильмра ÿкерĕннĕ, вĕсен хушшинче — “Выйти замуж за капитана”, “Сошедшие с небес”, “Бедная Саша”... 1990 çулта вăл хăйĕн пĕрремĕш ĕçне ÿкерет. Ĕçсĕр тăрса юлнă актерсем çинчен каласа кăтартакан “Сломанный свет” драма анлă проката тухман пулин те Глаголева режиссер пултарулăхне туптама пăрахмасть. 2015 çулта унăн Иван Тургеневăн “Месяц в деревне” пьеси тăрăх ÿкернĕ “Две женщины” ĕçĕ куракан патне çитет. Тĕп рольте — Рэйф Файнс.
/ “Afisha.mail.ru”/.
Комментировать