"Анне вилсен атте мăнастире кайрĕ"

8 Июл, 2016

Çемье кунне Раççейре паллă тума пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ-ха. 2007 çула пирĕн çĕршывра Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Шăп çав çул — утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне пуçласа паллă турăмăр. Муром çветтуйĕсен — Петрпа Февронийăн — ĕмĕрлĕх таса юратăвĕпе çыхăнтарнă ăна.

Уявра чăннипех юратса, шанчăклăха упраса пурăнакан, ĕненĕве чĕрере тытакан çемье çинчен каласа кăтартар. Алексеевсем республикăри ача йышăннă çемьесен хушшинче иртекен «Çемье ăшши» пултарулăх конкурсĕн финалĕнче Çĕрпÿ районĕн чысне хÿтĕлерĕç. Сцена çине пысăк йышпа, пурин чунне пырса тивмелле — чăн пурнăçа сăнлакан — пуян сценарипе тухрĕç вĕсем.

«Аттепе анне турра ĕненетчĕç»

уллахи кун çулталăк тăрантарать те — ял çыннисем пулнă май Елена Семеновнăпа Александр Куприяновича килте тытма йывăр. Чурачăкра нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаççĕ пулин те çулталăкри чи ăшă тапхăрта вĕсем ытларах — кил хуçин тăван ялĕнче Елюккассинче. Утă çулаççĕ, типĕтеççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ /пахчи Чурачăкра та пур/, чăх-чĕп, кăвакал усраççĕ. Çийĕнчен — куллен ĕçе каймалла. Елена Семеновна мĕн вĕренсе пĕтернĕренпех, 40 çула яхăн ĕнтĕ, — Чурачăкри ача садĕнче музыка ертÿçинче, мăшăрĕ вырăнти тимĕр-бетон заводĕнче водительте тăрăшаççĕ.

— Ĕмĕр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнăç кирек хăш тапхăрĕнче те кирек камшăн та кĕтменлĕх сиксе тухма пултарассине тинех ăнланса илтĕм, — хаш сывларĕ хăйсен çемйи çинчен каласа пама тытăнсан Елена Семеновна.

...Туслă çемьере çуралнă Лена. Амăшĕ Анна Александровна хăйĕн ачалăхĕ телейлĕ пулманран /ашшĕпе амăшĕ вăрçăра вилсен тăлăха юлнă, шăллĕсем выçăпа вилнĕ/ хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн тем пек тăрăшнă. Медицина тытăмĕнче ĕçленĕскер, шел, хăйĕн сывлăхне упрайман — йывăр чирленĕ. Шĕкĕр турра — ачисене ура çине тăратма ĕлкĕрнĕ.

— Анне чиркÿ хорне юрлама çÿретчĕ. Аттепе иккĕшĕ те турра ĕненетчĕç, унăн саккунĕсене пăхăнса пурăнма тăрăшатчĕç. Анне çут тĕнчерен кайсан аттешĕн çав тери пăшăрхантăмăр — ыратăвне путарма хаяррипе туслашасран хăрарăмăр. Вăл ун пек усалпа çыхланмарĕ — хăйне тунсăх ытла та пуснипе мăнастире кайрĕ, — куççульне шăла-шăлах чĕтренсе тухакан сассипе каласа кăтартрĕ Елена Семеновна.

Хăйĕн çывăхĕнче яланах ырă çынсем пулнине ĕнентерсе малалла сăмаха хунямăшĕ çинелле куçарчĕ. Тус пек пулнă уншăн Евгения Кирилловна. ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕн ятне тивĕçнĕскер шкулта биологи вĕрентнĕ.

— Эпĕ Çĕрпÿ хулинче ÿснĕрен шкулта чăвашла вĕренмен. Апла пулин те наци культури маншăн яланах çывăх. Музыкантра ĕçлеме тытăнсан садикри шăпăрлансене тăван чĕлхене, культурăна хаклама хăнăхтармаллине лайăх ăнланаттăм. Çак ĕçре хуняма нумай пулăшрĕ. Мĕн тери пуян композицисем хатĕрлеттĕмĕр! Алюна Алексеева кастелянша костюмсемпе тивĕçтерме яланах хатĕрччĕ, сценарисене çырма Людмила Сергеева воспитатель пулăшатчĕ. Тĕрĕссипе, чăваш çи-пуçне мĕнпур ĕçтеш, ашшĕ-амăшĕ пĕрле янтăлаттăмăр, — ĕçĕ чун туртăмĕпе пĕр килнине çирĕплетеççĕ пултаруллă хĕрарăмăн сăмахĕсем. — «Çемье ăшши» конкурса хутшăнма сĕнсен те сцена çине хатĕр сценарипе мар, хамăр хывнă сăвă-юмахпа, халăхăн юрри-кĕввипе, вăййипе тухмаллине тÿрех пуçа илтĕм.

Елена Семеновна хайланă чăн пулнă юмаха унăн тĕп геройĕ хăех, тăххăрти Максим, чуна тыткăнламалла каласа кăтартрĕ. Пултарулăх конкурсĕ тени ячĕшĕн маррине Алексеевсен усрава илнĕ ывăлĕ ĕнентермеллипех ĕнентерсе фортепьяно каласа тĕлĕнтерчĕ. Ăшпиллĕ çемьен çуначĕ айне Максим епле лекнĕ-ха?

«Мана пулăсем çисе ярасран çăлтăн»

Александрпа Елена хăйсен икĕ ачине — Аньăпа Женьăна — ура çине тăратнă чухне кун-çул сукмакĕн самаях вăрăм пайĕ хыçа юлсан хăйсене ашшĕпе амăшĕ пулма тепĕр хут тивессе пачах кĕтмен. Анчах...

— Шăллăмпа иккĕнех ÿсрĕмĕр эпир. Çывăх пĕртен-пĕр тăванăма, шел, упраймарăм. Алексей пурнăçăн хăш юппинче тĕрĕс çулран пăрăнма тытăннине те сиссе юлаймарăм-ши? — хускатма йывăр сăмаха Елена Семеновнăна чунран кăларма та ансат мар. — Авланчĕ. Тĕрĕс-тĕкел пурăнмаллаччĕ — пăтăрмах çине пăтăрмах сиксе тухрĕ. Малтан арăмĕ çĕре кĕчĕ. Унтан хăй йывăр чирлерĕ. Шăллăма больницăна хурсан пиллĕкри ывăлне Максима хамăр пата илсе килтĕмĕр. Çав кунран килне текех таврăнаймарĕ ача. Хăр тăлăха юлнăскере — вăл кăмăлĕпе мĕнлерех кăткăссине, унăн психики пăсăлнине, хамăн сывлăх тăрăмне кура опека йĕркелеме чăрмавлă пуласса пĕлсен те — интерната епле те пулин парас марччĕ терĕмĕр, — виçĕ çул каяллахине куççуль витĕр аса илчĕ усрав ача амăшĕ.

Этем шăпи... Пурнăçĕ мĕнлерех хутлăхра йĕркеленнинчен, унăн тавра камсем пулнинчен ытларах килмест-и вара? Акă Максим Яковлев хăйĕн кун-çулĕнче айăпа кĕме ĕлкĕреймен — çухату хыççăн çухату тÿсме тивнĕ те. Шăпа тĕрĕслевĕ-и çакă? Анчах кама ытларах тĕрĕслет вăл — шăллĕне йывăрлăхран çăлайман аппăшне-и е ашкăнчăк, анчах турă панă пултарулăхĕпе халех палăрса тăракан ачана-и?..

— Максима чунтан юратса хамăрăн çемьене илтĕм пулин те малтанхи вăхăтра пирĕн хушăра ăнланулăх пачах çукчĕ — тĕпсĕр шырлан тейĕн, — калаçăва тăсрĕ хĕрарăм. — Ачана итлеттереймен самантсенче мĕнле кăна меслет пирки пуçа çавăрттармастăм-ши? Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăм пулĕ! Ара, 40 çула яхăн педагогра ĕçлетĕп — пĕр ачан кăмăлне тупаймастăп-çке! Хушăран кашкăр çури пекех тытатчĕ вăл хăйне. Тепĕр самантранах — унран ырă кăмăллăраххи тĕнчере те çук тейĕн! — пурнăçра яланах хурапа шурă, ырăпа усал юнашар текен чăнлăх Максим кăмăл-талайĕнче те палăрать иккен.

Алă усас патнех çитнĕ Елена Семеновна — ачана йĕркеллĕ тытма епле хăнăхтармаллине пĕлмен. Вăл пусăрăнчăк кăмăлпа çÿренине туйнă ача. Пĕррехинче ирхине çывăрса тăрсан хăйне тĕлленнĕ тĕлĕке каласа кăтартнă:

— Эпĕ аннепе юнашар утаттăм. Тахăш самантра вăл ман çумран çухалчĕ. Эпĕ вакка ÿкрĕм. Шыв çав тери сивĕ! Акă мана пулăсем тапăнчĕç пек — кăшласа ярасшăн пулас. Çак самантра эпĕ пулăшу ыйтса кăшкăртăм та — ман ума эсĕ килсе тухрăн. Аллуна патăн... Хреснанне, тĕлĕк манăн санпа пĕрлех пулмаллине пĕлтерчĕ пуль.

Ĕмĕтленни пулатех!

апах та тÿлеккĕн пурăнма паман-ха Алексеевсене усрава йышăннă ывăлĕ. Çур ĕмĕртен иртнĕ кил хуçисене хăй тавра самаях ташлаттарнă. Воспитани тĕлĕшпе хăйсен ачисемпе пĕр кăткăслăх та туйса курман Елена Семеновнăпа Александр Куприяновичшăн чăн-чăн «пурнăç экзаменĕсем» пуçланнă кăна.

— Черетлĕ хутчен хамăн вăй-хала шанми пулса çитнĕ самантра Раифа мăнастирĕ çинчен вуласа пĕлтĕм. Унта арçын ачасем валли приют пур иккен. Çапла Тутарстан çĕрĕ çинче вырнаçнă паллă вырăна тухса кайрăмăр. Йышăнса юлчĕç Максима. Анчах пĕр услови пур: ачана сăнамалли тапхăр виçĕ уйăха тăсăлать. Мĕн тетĕр? Мăнастир çумĕнчи приютра тĕлĕнмелле ăстасем ĕçлеççĕ пулсан та Максима итлеттерсе çитереймен, ăна каялла илсе кайма ыйтрĕç, — чăрмав тупăнсах пынине палăртрĕç Е.Алексеева сăмахĕсем.

Апла-и, капла-и — Раифа мăнастирĕнче тăватă уйăха яхăн пурăнни усса кайнă: Максим турă саккунĕсем мĕне ырлани-сивленине уяма тытăннă. Хÿтте илнĕ кил-йыш халĕ ĕнтĕ унпа яланах чиркÿ çывăхнерех пулмаллине, ĕненÿпе пурăнма хăнăхтармаллине ăнланнă.

— Çулталăкран шкула каймалла чухне хатĕрленÿ занятийĕсене çÿретме васкамарăмăр — вĕрентекенсене вăхăт çитичченех хăратас темерĕмĕр. Çĕрпÿри ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмне илсе çÿреме тытăнтăм. Эрнере икĕ хутчен, общество транспорчĕпе. Килте вулама-çырма, музыкăна хăнăхтарма пуçларăм. Кайран, шкула кайма тытăнсан, пушă вăхăчĕ питех ан юлтăр тесе ÿнер шкулĕнчи музыка класне çырăнтартăм. Унта акă иккĕмĕш класа аванах вĕренсе пĕтерчĕ, — халĕ ĕнтĕ лару-тăру лайăх енне улшăнма тытăннăран хаш сывларĕ чăтăмлă хĕрарăм.

Пурнăçра чыслăн выляса яма та пĕлмеллине халех вĕрентесшĕн ăна çĕнĕ çемьере. Пĕррехинче сăвва илемлĕ вулакансен республикăри конкурсне «Я маму свою обидел» хайлавпа кайнă Максим. Ку енĕпе унăн пултарулăхĕ чăнахах та пысăккине арçын ача умĕнче амăшĕ те, вĕрентекенсем те пĕрре мар каланă. Максим хăй çĕнтерессе шансах тăнă. Килне парнепе таврăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах... «Мĕншĕн манăн ята асăнмарĕç?» — конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне тилмĕрме тытăннă амăшне. Çав самантра пĕр хĕр — йĕркелÿçĕсенчен пĕри-тĕр — вĕсен умĕпе иртсе пынă. Куççульпе çăвăнакан арçын ача умне кукленсе: «Мĕн пулнă?» — тесе ыйтнă. Кăмăлсăрланнин сăлтавĕ тупăшура çĕнтерейменни пулнине пĕлсен алăри хитре чĕркеме тăсса панă: «Ан пăшăрхан, парнÿ акă, манра».

— Çапла, пирĕштийĕ питĕ хытă сыхлать ăна. Кирек мĕнле чăрмав пултăр — Максим юнашар чухне ыйту туххăмрах татăлать, — тĕлĕннине пытармарĕ амăшĕ.

Чыс-хисеп — шăпа парни

Пурнăçра чи пĕлтерĕшли — юратнă ĕçре киленÿ илни, çемьере татулăх хуçаланни тата хăв пурăнакан хутлăхра сана хисеплени. Çапла шухăшлаççĕ Алексеевсем. Александр Куприяновичпа чуна уçса вăрах калаçма май килмерĕ пулин те /ĕçри çынна нумайччен епле чăрмантарас?/ вăл пыл хурчĕ пекех ĕçчен кил хуçи пулнине, пурнăçĕнче мĕн те пулин улăштарма май пулас тăк мăшăрне никампа та улăштармассине пĕлтĕм. Мĕн тĕрлĕ кăна техника çук-ши Алексеевсен хуçалăхĕнче! Çак пурлăха юсавлă тытса унпа çемьешĕн усăллă ĕç туни — Александр Куприяновичăн тÿпи. Арçын техникăна юратма тивĕç тесе шухăшлаканскер ывăлне Женьăна мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ техникăна «çăварлăхлама» хăнăхтарнă. Самана улшăннă тапхăрта çемьене тăрантарма укçа ĕçлесе илес тесе хăй Мускава çÿренĕ чухне тăххăрмĕш класра вĕренекен Женьăн пахчаçимĕç акма-лартма, мĕн пур лаптăкри утта çулма, турттарма тивнĕ.

Калининградри пограничниксен институтĕнчен вĕренсе тухнăскер халĕ Хусанта — çыр çынни. Мăшăрĕпе Марийăпа хĕр çитĕнтереççĕ. Лера тăваттăра кăна пулин те пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: сăвă калама, амăшĕ пекех — полимер тăмран темĕн те ăсталама маçтăр.

Анна, Алексеевсен хĕрĕ, Шупашкарта технолог-педагог профессине алла илнĕ. Вăл та çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Евгенипе виçĕ ача çитĕнтереççĕ.

— Эпир пĕр-пĕрне хисеплессине тĕпе хунă яланах. Ĕçре те сума сунине туятăп. Ĕнтĕ вăтăр çул тăван ял пулса тăнă Чурачăк халăхĕ хисепленине те куратăп — телей мар-и çакă? — терĕ Максима та çĕршыва юрăхлă çитĕнтерме ĕмĕтленекен Елена Семеновна сывпуллашас умĕн.

Ирина ПУШКИНА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.