Пĕр шухăшпа, пĕр тĕллевпе
"Ирхине 6 сехет çурăрах уй-хире килеççĕ, çиччĕре ĕçе пикенеççĕ. Вара каçхи 8 сехетчен те таврăнмаççĕ. Пирĕн механизаторсемшĕн утçи - яваплă тапхăр", - палăртрĕ Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПКан тĕп агрономĕ Василий Петрович Павлов.
Урăхла мĕнле пултăр? Ку ял хуçалăх предприятийĕ çур района тытса тăрать темелле. Выльăх-чĕрлĕх йышĕпе те ?мăйракаллă шултра выльăх 1000 пуç ытла, çав шутра сăвакан ĕне 500 пуçран иртет%, вăл паракан продукци калăпăшĕпе те унпа танлашаканни çук. Тухăçлăха çухатас мар тесе кашни ĕçчен яваплăха туйса вăй хурать. Ăнăçу-çитĕнÿ хуçалăха 36 çул ертсе пыракан Николай Степанович Андреевран нумай килнине пытармаççĕ ĕçченсем. Юлашки вăхăтра чирлекеленĕрен тата отпускра пулнăран унăн тивĕçĕсене Герман Георгиевич Владимиров ?хальччен хуçалăхра тивĕçтерÿ енĕпе менеджерта ĕçленĕскер% пурнăçлать. Кăçалхи утçи ун çине тиеннĕ. Эпир çитнĕ кун вăл çулçÿревреччĕ, çавăнпа вырăнти лару-тăрупа пире тĕп агроном паллаштарчĕ.
Василий Петрович та хуçалăхра çĕнĕ çын иккен, анчах ку таранччен уй-хирте ĕçлемен мар. Хăй вăхăтĕнче "Цивиль" ял хуçалăх предприятийĕнче 15 çул агрономра тăрăшнă. Юлашки çулсенче çĕр ĕçченне Мускав тăрантарнă. Унта пурнăç йывăрлансан каллех çĕр патне таврăннă. Киров ячĕллĕ хуçалăхра пуш уйăхĕнчен пуçласа вăй хурать.
Паянхи кун тĕлне кунта утçин пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ темелле. Ку тăрăхра çумăр çуманран пÿлмене типĕ утă кĕнĕ, траншейăсене те кĕске вăхăтра пахалăхлă сенаж хывнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан утçие хутшăннă трактористсем çĕнĕ ĕç йĕркине суйласа илнĕ. Хальччен кашни кун ирхине 7-8 сехетрен пуçласа каçхи 5-6-ччен тăрăшнă, çумăрлă кунсенче кăна канма май пулнă. Уяр çанталăкра ял çынни те килти ĕçе пурнăçлама ĕлкĕресшĕн. Хуçалăхран уйрăлайманни çапла тума май паман. Кăçал вара ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине çак вăхăтчен тăрăшса вырсарникунсерен канма йышăннă. Унсăр пуçне шалу тĕлĕшпе яланхиллех хавхалантарни те васкаварлăрах пулма пулăшнă. Тĕслĕхрен, пĕр сенаж траншейине 5 кунта тултарсан вĕсем премие тивĕçнĕ. Çавăнпа сехете пăхман, палăртнинчен каярах юлса та ĕçленĕ. Премие шута илмесен кулленхи ĕç укçи хĕрÿ тапхăрта пĕр пин тенке яхăна ларнă. Ытти вăхăтра та хуçалăх механизаторĕсене кÿрентермеççĕ - шалу кунсерен 600-700 тенкĕпе танлашнине асăнчĕ агроном.
Выльăх апатне кăçал та ытлă-çитлĕ хатĕрлесси иккĕлентермест ăна. Утăлăх курăк айлăмра самай çÿллĕ ÿснĕ, тепĕр вырăнта тавăрмалăх та çук тейĕн - çÿп-çÿхе сий, анчах пĕтĕм лаптăкран саппаслăх та пуçтарăнĕ. Унсăр пуçне куккурус тухăçне шанать Василий Петрович. Малтанхи çулсенче ăна 120-130 га акнă, кăçал лаптăка планпа пăхнинчен ытларах ÿстернĕ, 170 га çитернĕ. Ăна улăмпа хутăштарса силос хатĕрлеççĕ. Выльăх йышлăран хуçалăх улăма уйра хăвармасть, йăлт пуçтарса усă курать. Сухаласа çĕре варсан усăллăрах пулмĕччĕ-ши тетĕр-и? Капла аван пулнине специалист ăнланать, анчах çĕр пулăхлăхне кунта урăхла майпа тавăраççĕ. Пусă çаврăнăшĕнчи "канакан" лаптăк çине тислĕк кăлараççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа унта 15 тонна турттарнă.
"Куккуруса кашни гектартан сахалтан та 300 центнер пуçтарса илсен выльăх апачĕ тата 51 тонна хушăнĕ. Унсăр пуçне улăм виçи те массăна ÿстерĕ. Çывăх вăхăтра пĕр çул ÿсекен курăкран тырă сенажĕ хатĕрлеме тытăнăпăр", - маларах палăртса хунă тĕллеве тепĕр хут тишкерчĕ агроном.
Хуçалăхра вăй хуракан механизаторсем дисциплинăна пăхăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Рейса та вĕсене сывлăха тĕрĕслесе кăлараççĕ. Ĕçе мухмăрла тухасси пирки шухăшламалли те çук. Ку çеç-и? Юн пусăмĕ нормăран иртсен те медицина ĕçченĕ руль умне ларма ирĕк памасть. "Пĕррехинче çапла трактористăн юн пусăмĕ пысăкчĕ. Хăй ăнлантарнă тăрăх - унăн яланах çапла-мĕн, йăхранах пырать. Медицина сестри ăна ĕçе кăлармастăп тет. Хут çырса яваплăха хам çине илсен кăна ирĕк пачĕ, кунĕпех тракторист хыççăн çÿреме тиврĕ", - аса илчĕ Василий Петрович.
Вăл асăннă тăрăх - кадрсем тĕлĕшпе пысăк йывăрлăх çук. Техника чăхăмласан ăна юсама инженер, механик, слесарь, тимĕр шăратакан та пур. Уя тухса та, машина паркĕнче те туххăмрах пулăшаççĕ. Пĕр механизатора темиçе техника шанса пани те пулать. Ĕçе вырнаçакан унăн тракторĕ çине тÿрех лараймасть. Техника темиçе çын аллине лексен часах стройран тухма пултарать, çакă инженера шиклентерет-мĕн.
Хуçалăхра юлашки вăхăтра çĕнĕ дисклă сÿре туяннă. МТЗ тракторсем хальлĕхе япăх мар ĕçлеççĕ, çавах та техника паркне çĕнетсе тăрсан аван пулмаллине палăртать агроном. Кăçал курăк çулма икĕ комбайн тухнă, тепĕрне вырăнтан тапратайман. Анчах утçин пирвайхи тапхăрне вăраха яман.
Станислав Волков, Василий Семенов, Андрей Морозов, Василий Алексеев, Александр Алексеев пек маттурсем утта кĕске вăхăтра çулса, тавăрса, пресласа, тиесе турттарнă. "Нумай çул ĕçлеççĕ, опытлă, хушнине итлеçççĕ", - ыррине кăна асăнчĕ вĕсем пирки Василий Павлов.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать