Ял хуçалăхне аталантарма

7 Июл, 2016

Утă уйă-хĕн 1-мĕшĕн-че Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Республикăри çыравçăсем те çула тухрĕç. Кăçал вĕсен 4 пин - фермер, 239 пин - ялти, 9 пин хулари уйрăм хуçалăхсене, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕнчи 9780 участока шута илмелле. Хальхи вăхăтра мероприятие Чăваш Енре 658 çынна явăçтарнă, çав шутра 563 çыравçăпа 95 инструктор. Пурне те вĕрентсе хатĕрленĕ, ятарлă тумпа, ĕç хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсем çыравччен хăйсене çирĕплетсе панă участоксем тăрăх шута илмелли объектсене çитнĕ, респондентсемпе тĕл пулмалли график хатĕрленĕ, ăнлантару çыравне хăварнă.

Çырав тĕллевĕ - çĕршыври аграри ресурсне туллин те тĕрĕс тишкересси, çав шутра пирĕн республикăра та. Чикĕ леш енчен апат-çимĕç турттарассине чакарнă май çак сведенисем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççей халăхне вырăнта туса илнĕ паха та таса апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерни наци сывлăхне çирĕплетет, ку енĕпе ютсен куçĕнчен те пăхмăпăр.

Кăтартусемсĕр ял хуçалăх отрасльне малалла аталантармашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма йывăр. 2006 çулхи çырав хыççăн çĕршывра акă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ, программăсем йышăнчĕç. Фермер хуçалăхĕсем, çемье фермисем патшалăх пулăшăвĕпе вăй илчĕç. Хушма хуçалăхсем çăмăллатнă кредитпа усă курма тытăнчĕç. Вите-сарай çĕнет-рĕç, çĕр техники, выльăх-чĕрлĕх туянчĕç. Вĕсенчен фермер хуçалăхĕ йĕркелекенсем те самай. Ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине лайăхлатассипе курăмлă утăмсем тунă.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Вунă çул каялла çыравра пуçтарнă сведени кивелнĕ, паянхи пурнăçа тивĕçтермест. Малалла сулмаклă утăмсем тума çĕнĕ те тĕрĕс кăтартусем кирлĕ. Унсăр çĕр ĕçченне тивĕçлипе пулăшаймăн.

Шел, мероприяти пирки халăха май çитнĕ таран ăнлантарма тăрăшнине пăхмасăр унăн пĕлтерĕшне тĕрĕс мар хаклакансем те пур-ха. Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх йышне, усă куракан çĕр виçине, сад-пахчари улма-çырла йывăç-тĕмне ĕлĕкхи пек налук хушса тÿлеттермешкĕн шута илеççĕ имĕш. Ку тĕрĕс мар! Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн хуçалăхăн пĕчĕк мар формисене хушма налук хумаççĕ. Çырав тĕллевĕ - ял хуçалăхĕнчи хальхи лару-тăру пирки тĕрĕс кăтартусем пухса ăна малалла аталантарма мерăсем йышăнасси. Апла çыравçă пырасран, ыйтусене хуравлама хăрамалла мар. Çĕршывĕпе пĕлтерĕшлĕ мероприятие хушма налук хурассишĕн ирттермеççĕ. Тĕн ĕненĕвĕ те çыравран пăрăн-малли сăлтав мар. Халăхра иккĕленÿллĕ шухăшсене сирме ăнлантару ĕçне татах вăйлатмалла. Вырăнти влаç органĕсен уйрăмах пуçаруллă пулмалла, çырав ял пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне лайăхлатма пулăшнине ĕнентермелле.

Паллах, кирек мĕнле ĕçре те чăрмавсăр мар. Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова сăмахĕпе хальхи вăхăтра инструкторсен - 2, çыравçăсен 4 проценчĕ çителĕксĕр. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче вĕсем çителĕклех пулнă-ха, анчах ĕç йывăррине, яваплăх пысăккине кура хăшĕ-пĕри малтанхи кунсенчех пăрахса кайнă. Шăрăх çанталăкра планшетлă компьютер чăхăмлани, çыравçăсем респондентсемпе тÿрех пĕр чĕлхе тупайманни тата ытти те ура хурсах тăнă. Çапах йывăрлăхсене пăхмасăр ĕç малаллах пырать. Хальхи вăхăтра инструкторсен 95 участокĕ пур. Вĕсене пÿлĕмсемпе, сĕтел-пуканпа, çыхăну хатĕрĕпе, техникăпа тивĕçтернĕ. Мероприяти валли федераци хыснинчен 6 млн тенкĕ куçарса панă.

Çырав куллен кун вăй илсех пырать. Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприятие пурне те хастар хутшăнма, ыйтусене тĕрĕс хуравлама ыйтатпăр. Ăна çĕр çыннин ырлăхĕшĕн ирттернине манас мар. Кăтартусем унăн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне туллин уçса паччăр.

Лариса Никитина.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.