Кану лагерĕн хаваслă саманчĕсем

7 Июл, 2016

Хĕвеллĕ те ăшă çу кунĕсем çитсенех шкулсенче канупа сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ачасене йышăнма тытăнчĕç. Шомик шкулĕнче вĕренекенсем те çак ырлăхпа чунтан киленчĕç. Пуçламăш класри 30 ача çуллахи каникулăн пĕр пайне усăллăн ирттерчĕ.

— Кану лагерĕн программи ытти çулсенчи пекех тĕрлĕ мероприятипе пуян пулчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсен «Непоседы» отрячĕ йĕркеленчĕ. Лагерь уçăлнă кун ачасемпе хăйсене мĕнле тытмалли çинчен инструктаж ирттертĕмĕр. Вĕсен йывăрăшĕпе çÿллĕшне виçрĕмĕр — çакна эпир лагерĕн пĕрремĕш тата юлашки кунĕсенче тăватпăр. Канакансемшĕн те ку интереслĕ. Ачасене хăйсенче мĕн улшăнни питех те кăсăклă-çке. Лагерьте кулмалли-вылямалли самантсемсĕр пуçне пĕлĕве вăйă урлă та тарăнлататпăр. Сăмахран, «Теремок» халапра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене кăтартрăмăр. Çул-йĕр правилисем тăрăх та викторина ирттертĕмĕр. Çаврăнăçулăха, хăвăртлăха, вăй-хала аталантаракан вăйă та чылай пулчĕ. Унсăр пуçне шкул тавралăхне тирпей-илем кÿнĕ çĕре хутшăнтăмăр, çÿп-çап пуçтарса тасатрăмăр. Экскурсисемпе конкурссем те иртрĕç. «Çуллахи сукмакпа» çут çанталăк экскурсийĕнче ачасем таврари илемлĕ вырăнсемпе киленчĕç кăна мар, çак темăпа ваттисен сăмахĕсене те аса илчĕç. Атăл хĕрринче те чылай пулатпăр эпир — уçă сывлăшра вăйă вылянине мĕн çиттĕр? — каласа пачĕ лагерь воспитателĕ Раиса Алексеевна Козлова.

Ирхи сакăр сехет çурăра пуçтарăнаççĕ те вĕренекенсем кăнтăрла иртсен икĕ сехет çурăра килĕсене таврăнаççĕ. Лагерь кунĕ линейкăран, гимнастика тунинчен пуçланать, ун хыççăн — ирхи апат. Кайран Татьяна Дмитриевна Спиридоновăпа Ольга Анатольевна Потрясилова тата Раиса Алексеевна Козлова воспитательсем ачасене мероприятисене хутшăнтараççĕ, вăйă-конкурс йĕркелеççĕ. Хăш чухне арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсем те сĕнÿсем параççĕ — кăмăла каякан тупăшăва суйласа илеççĕ.

Лагерĕн юлашки кунĕнче вара шăпăрлансене кĕтмен парнепе савăнтарнă. Кашниех пĕчĕк парнене тивĕçнĕ çак кун. Кану лагерĕн асамлă та хаваслă саманчĕсене малашне те йăл кулăпа аса илĕç вĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.