ÇĂРА ЧЕЙПЕ КРАХМАЛ

6 Июл, 2016

Халăх медицини варвиттирен сипленме пулăшакан темĕн тĕрлĕ меслет сĕнет. Çак рецептсемпе усă курма пулать.

  • Варвитти аптратсан 1 стакан çăра чейе 1 апат кашăкĕ крахмал ярса ĕçмелле.
  • Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ грушăна тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Илсен 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут выç хырăмла тата апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Хурăн çырлин /земляника лесная/ вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ çулçине 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 1 сехет пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Хăмла çырлин вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле. Илсен 30-45 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  • Аçтăрхан мăйăрĕн вĕтетнĕ типĕ 200 грамм шалти çурхахне çур литр спирта ямалла, 2-3 кун лартмалла. Кунне 3-4 хут 30 грамм ăшă шыва 6-10 тумлам настойка ярса ĕçмелле. Курс — варвитти иртиччен.
  • 1 пай ыраш сухарине 2 пай шыва ярса лартмалла. Çак шыва кун тăршшĕпе пĕчĕкшерĕн ĕçмелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.