Интернет уçлăхĕ тата пичет кăларăмĕсем

5 Июл, 2016

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин коллегийĕн çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйту — республикăри пичет кăларăмĕсем Интернет уçлăхне алла илни.

Асăннă министерство ертÿçи Александр Иванов хаçат-журнал çырăнса илекенсемпе йĕркеленĕ хутшăнусенче Интернет сечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. «Ăсчахсен юлашки вăхăтра тунă тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — хальхи саманара информаципе тивĕçтерекен тĕп çăлкуç телекурав шутланать пулсан, иккĕмĕш вырăнта — Интернет. Веб-сайтсем, социаллă сетьсенчи страницăсем, çĕнĕ хыпарсен агрегаторĕсемпе çыхăну тытни — хаçат ячĕ-сумне ÿстерес тĕллевпе информаци технологийĕсен тĕнчин асăннă мелĕсемпе туллин усă курмалла», — тенĕ Александр Степанович.

Республика тата район /хула/ хаçачĕсем Интернет уçлăхне алла илнĕ чухнехи йывăрлăхсемпе малтанхи çитĕнÿсем çинчен министерствăн информаципе аналитика пайĕн пуçлăхĕ Евгения Кудряшова каласа панă. Вăл регионти МИХсем республика хыпарĕсене «Яндекс. Çĕнĕ хыпарсем» системăра индексацилес енĕпе эффективлă ĕçленине пĕлтернĕ. Çĕнĕ хыпарсен паллă сервисĕпе хальхи вăхăтра 17 кăларăм, çав шутра чăвашла тухаканнисем те, çыхăну тытаççĕ.

МИХсен редакцийĕсем социаллă сетьсенче те ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, «Хыпар» Издательство çурчĕн социаллă 5 сетьре хăйĕн страници пур, «Советская Чувашия» хаçатăн — 4.

Интернетри сайта йĕркелесе тăрас енĕпе пухнă опытпа ĕçтешĕсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Михаил Арланов паллаштарнă. 2005 çулта уçнă сайт республикăри чăвашла хыпарлакан информаци ресурсĕсенчен пĕри пулса тăрать. Усă курмашкăн ансатлатас тата нумай функциллĕ тăвас тĕллевпе 2013 çулта ăна çĕнетсе улăштарнă: хыпарсен рубрикисене йĕркеленĕ, курав хыпарĕсем вырнаçтарнă, комментари памалли майсене кĕртнĕ, электронлă çырăнтарупа усă курма пуçланă тата ытти те. Сайтăн вырăсла версийĕ те пур. Унпа куллен 300 çынран кая мар паллашать. Издательство çурчĕн тĕп кăларăмĕсем социаллă сетьсенче пуçаруллă ĕçлеççĕ.

В.ИЛЬИНА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.