Ăçталла çул тытатăн, тăванăм?

27 Мар, 2014

Инçе çула тухсан тăван кĕтес аса килет, çĕнĕ вырăна хăнăхиччен чĕрене тунсăх пусатех. Ют çĕре вăхăтлăха ĕçе кайнă-и е унта тĕпленнĕ-и - хăв çуран чупнă çаран, тинĕс евĕр хумханакан ыраш уйĕ, шăнкăрти юхан шыв ялан куç умĕнче. Сана савса утьăкка сиктернĕ аçу-аннÿрен, тăван-пĕтенрен çывăххи тата мĕн пур-ши çут тĕнчере? Вĕсем, ав, тĕнче касса çÿрекен ывăл-хĕрĕшĕн чунне пама хатĕр, тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр, турă сыхлатăр тесе пĕрмай кĕлĕ тăваççĕ. Ара, тепĕр тесен, мăн асаттесен çул-йĕрне такăрлатмастпăр-и эпир? Темиçе ĕмĕр каялла хутаç çакса çĕнĕ çĕре куçнисен шăпи хăйне евĕр: тĕнче анлăшĕнче пурин валли те вырăн çитет тесе илĕртни пур чухне те чăнлăхпа килĕшсе тăмасть-çке. Халăхăмăрăн асаплă кун-çулĕнче синкерлĕ самантсем тарăн йĕр хăварнă, çав тапхăра асра тытни паянхи пурнăç тумхахĕсене лайăхрах ăнкарма пулăшать-тĕр. Паллах, этем хутшăнăвĕсенчи пур кăткăслăха ăнлантарса пама çав тери йывăр. Калăпăр, çĕр-аннемĕр сĕткенĕпе ÿснисем юта туртăнас пулăм вăйланнине пурте куратпăр. Çакăн тымарĕсем ăçтан амаланаççĕ? Ĕç рынокĕнчи лару-тăру еплерех? Асăннă ыйтусене сÿтсе явма вăхăт çитнĕ.

Тăван çĕртен сивĕнсен

Ĕлĕкрех «отходничество» текен ăнлав анлă сарăлнă. Ютра ĕçлесе çÿрекенсем пирки сăмах пырать. Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, этнографĕ тата историкĕ Н.В.Никольский XVIII-XIX ĕмĕрсенче Атăл тăрăхĕнчи сахал йышлă халăхсен куçăмне пур енлĕ тишкернĕ, нумай статья пичетленĕ: «Тыр-пул акса тăвасси чăваш юнĕнче ларать. Атăлçи Пăлхар патшалăх çыннисем кăнтăртан кунта килсе вырнаçичченех çĕр ĕç культурин шайĕпе ыттисенчен çÿлерех тăнă. Хресчен ывăлĕ 7-10 çултах сÿрелет, 13-ре вара суха пуç умне тăрать. Çĕрне çемьери арçын пуçне шутласа валеçнипех ĕнтĕ пурне те тивĕçмест вăл. Çавăнпа чăвашсем халĕччен акман-туман лаптăксене тытса илнĕ тĕслĕх нумай. Ун пек хăтланни саккунпа килĕшсе тăмасть иккен. Вара хресчен çав уя пăрахать те çын алли перĕнмен урăх лаптăк шыраса каять. Унтан та хăвалаççĕ апăршасене. Теприсем вара пысăк çемйине тăрантарассишĕн юта кайса тара кĕрешме хатĕр. Çывăхри хуласене - Аçтăрхана, Самара, Ярославле, Бакуна, Саратова кайса ĕçлени çинчен каласа пачĕç. Мускав, Чул хула, Хусан предприятийĕсенче хура ĕçе вырнаçнисем пур. Халăха тухни вĕсен тĕнче курăмне анлăлатать, çапах шапашра ĕçлесе пурăнни пăсать теççĕ. Мĕн енĕпе? Ытти халăхсен килĕшÿсĕр тыткаларăшĕ, килпетсĕр пуплевĕ вĕсене куçать-мĕн. Çав шутра эрех-сăрапа туслашни те. Апла пулин те хресчен çĕртен хăй ирĕкĕпе пăрахса тухса кайнă тĕслĕх пит нумаях мар. Сăмахран, Шăмат вулăсĕнчи Йÿçпан /хальхи Етĕрне районĕ. - Авт./ ялĕнче 200 çын пурăнать, 3-шĕ ют çĕрте тар тăкать», - çырать ăсчахăмăр /Н.В.Никольский çырнисен пуххин 1-мĕш томĕ, 2004 ç/.

«Хăйсем çитĕнтернĕ тĕш тырра е пахча çимĕçе пасара тухса сутса курнисене каярах çĕр ĕçне тавăрма йывăр. Вĕсем тутарсем пек чееленме хăнăхаççĕ, нухрат мĕнле тумалли майсене чухлаççĕ. Çапла вара купсана тухса пыраççĕ: унччен килсерен чăх çăмарти, çăм пухса çÿрени хăйĕн суту-илÿ вырăнне е лавкка уçма мехел çитерет».

Атăлта кимĕ туртнă çĕрте тăрмашакан чăвашсен пурнăçĕ те кăсăклантарнă Никольские. Кун пирки çапла çырнă йĕркесем тĕл пулчĕç: «Юхан шыв тăрăх пысăк тиевлĕ кимĕ туртасси - питĕ асаплă та йывăр ĕç. Шыв пăртан тасалсан пуçăнаççĕ ку ĕçе çирĕп хул-çурăмлă арçынсем. Сезон вăхăтĕнче 2-4 уйăхра ĕлкĕрмелле. Чул хула, Аçтăрхан, Рыбинск патĕнче ĕçлесе илес текен йышлă. Сĕнтĕр пристанĕ тарăн пулнипе укçине те ытларах тÿлеççĕ. Хресчен ку укçана тек ниçта та ĕçлесе илеймĕ, анчах вăл хăвăрт пĕтет: çĕр акса тумалли хатĕр-хĕтĕр кирлĕ, налуксем тÿлесе татмалла, кĕпе-тум туянмалла, вут-шанкă кÿмелле тата ытти те... Вăрман тенĕрен пĕр саманта асăнмасăр май çук. Йывăç-тĕмĕ хăйсем пурăнакан тăрăхра ÿсет пулин те унти йывăçсене касма чарнă, таçти 100 çухрăм аякри делянкăсенчен турттараççĕ. Хĕл кунĕсенче хĕрарăмсем те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ: çăм, йĕтĕн çиппи арлаççĕ, чăлха-нуски çыхаççĕ, пусма-тавар тĕртеççĕ. Мĕн пур çи-пуçа чăваш хăй тĕртсе çыхать».

Чăвашра платник ĕçĕ хисепре пулнине тĕпчевçĕсем пурте палăртаççĕ. Çурт хăпартас ăсталăх йăхран йăха куçнă. Паянхи яла илсен те пуртăпа ăста касса чутлакан çын сумлисен йышĕнче. Ăста платник хăйĕн пурттине е мăлатукне теприне шанса памастех. Юлашки вăхăтра электричество вăйĕпе çавăрттаракан, савалакан-касакан тĕрлĕ хатĕр çитрĕ яла. Йывăçпа ĕçлеме пĕлекенсене тулашри стройкăсенче те питĕ хапăл.

Çĕр айĕнчи пурлăхпа мухтанаймастпăр, пурнăçа ăнтаракан, ĕçре хастарлăх кăтартакан çынсем пурри - чăваш тĕрекĕпе пуянлăхĕ. Çак нухратпа пĕлсе усă курасчĕ.

 

Урал тăрăхĕ, Çĕпĕр анлăшĕ

XVI-XVII ĕмĕрсем - Кăнтăр Урал тăрăхне халăх йышлă куçнă тапхăр. Тутарстанра, Пушкăртстанра, Самар, Чĕмпĕр, Саратов, Оренбург облаçĕсенче çĕр-çĕр чăваш ялĕ йĕркеленнĕ. Ахăртнех, çĕр хĕсĕккипе кăна инçе çула тухман чăвашсем, Христос тата мăсăльман тĕнне вăйпа йышăнтарни те аякка тарма хистенĕ. «Этем ури пусман çĕре» тутарсемпе мăкшăсем, çармăссем куç хывнă, вĕсен чĕлхипе пуплекен ялсем паян та сыхланса юлнă.

Вырăс патшалăхĕ хăйĕн чиккисене сарнă май халăх куçăмне вырăссем йĕркелесе ертсе пынă тесен тĕрĕсрех. Вырăнти халăх /Аçтăрхан тутарĕсем, нухайсемпе кыпчаксем/ лайăх хăç-пăшалланнă çара хирĕç тăрайман, çар иртнĕ хыççăн вырăс хресченĕсем çавăнталла туртăннă. Вĕсем хыççăнах - Атăлçин сахал йышлă халăхĕсем. Чăваш йăхĕсем çĕнĕ çĕрсене вăйпа тытса илнĕ тĕслĕх пирки пĕр халапра та тупса вулаймăр. Ял, юхан шыв, сăрт ячĕсем аваллăх паллисене упраççĕ. Сăмахран, Курган облаçĕнчи Шадринск районĕнче «Канаши» ял пур. Челябинск, Красноярск, Тюмень тăрăхĕсенче те çав ялсем тĕл пулаççĕ. Ан тив, хăш-пĕр ялта чăвашсем юлманпа пĕрех, çапах «Канашов» хушаматпа çут тĕнчене килнисем пур. «Чувашка» юхан шывра паян та пулă тытаççĕ, «Чăваш хирĕ» ят панă уйра тырă кашлани те мĕн çинчен те пулин калатех.

Ютран килнисене пушкăртсем хапăл туман, пăлхавсем çĕкленĕ. XVIII ĕмĕрте вĕсен тăрăхне сахал йышлă халăхсем ялĕ-ялĕпе куçнине çырса кăтартнă хутсем архивсенче упранаççĕ. Кĕтÿ кĕтнĕ çарана ют халăх килсе вырнаçни тарăхтарнă ĕнтĕ, çапах вырăссен çурчĕсене чĕртсе çунтарнипех çак юхăма чарайман вĕсем.

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи Столыпин реформипе килĕшÿллĕн туса ирттернĕ миграци юхăмне этемлĕх историйĕнче халĕччен пулман халăх куçăмĕпе танлаштараççĕ. 1894 çулта Хусан чукун çулне /вăл чăваш хутлăхĕ урлă иртет/ хута яни, Самартан Оренбурга тата Златоуста пуйăссем çÿретме тытăнни çак юхăма татах вăйлатнă. Архив хучĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 1907 çулта çеç икĕ пин ытла чăваш хресченĕн çемйи Тобольск, Енисей, Томск кĕпĕрнисене пурăнма куçнă. Патша правительстви хăнăхнă çĕртен тапранса тухнисене малтанлăха укçа-тенкĕпе, çĕр ĕçлемелли хатĕрпе тивĕçтернĕ. Асăрхарăр пулĕ: «Çĕр - хресченсене» лозунг Ленинран тухнă чĕнÿ мар, вăл Столыпин реформатор пуçĕнче çуралнă. Революциччен çĕре хресчене валеçсе панипе Раççей тĕш тырă чи нумай туса илекен патшалăхсенчен иртсе кайнă. Хăйĕн çĕрĕ çинче хуçа пек туйнă хресчен. Советсем влаçа килсен ялти вăтам хресчен тĕревне тĕппипех касса татнине йышăнмаллах. Большевиксем халăха колхозсене хăваласа кĕртсе çĕртен сивĕтрĕç.

 

Парти чĕннĕ - пуçтарăнмалла

Шăп та лăп утмăл çул каялла Коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕн «Çĕр-шывра тыр-пул туса илессине ÿстересси тата уçман çереме алла илесси çинчен» постановленийĕ тухнă. Атăлçи, Урал, Казахстанпа Çĕпĕр тăрăхĕсене пысăк укçа хывмасăрах, мĕльюн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хутшăнтарса пурнăçа кĕртнĕ проекта паян тĕрлĕрен хаклаççĕ. Вăл вăхăтра Казахстан компартине ертсе пынă Леонид Брежнев Кремле çапла рапортланă: «Халĕччен пулман хастарлăх кăтартса ĕçленипе малтан пăхнă 600 млн пăт тырă вырăнне пĕр млрд пăт пухса кĕртрĕмĕр!» Пуçлăхсене çĕнĕ наградăсем çакса ямалли меллĕ самант çитнĕ. Сăмах та çук, халăхăн патриотлăх туйăмĕ нихçанхинчен те вăйлăрах пулнине палăртаççĕ истори çыравçисем. 1958 çулта ВЛКСМ XIII съезчĕ çамрăксене унта яланлăхах куçма чĕнсе каланине те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ырласа йышăннă.

Халăх куçăмĕ мĕнле пулса пынине сăнакан-тĕпчекен ăсчахсем çакна палăртаççĕ: Чăваш Енре ĕç вăйĕ ытлашшипех, çĕнĕ çĕрте вĕсем ытти наци çыннисемпе хăйсене лăпкă тытаççĕ, хирĕçÿллĕ самантсем сиксе тухсан та вĕсенчен аяккарах тăма ăнтăлни сисĕнет. Чи паха енĕ - хушнине пĕр пăркаланмасăр пурнăçлани, хура ĕçрен пăрăнманни. Куçса килнисен йышĕнче йăваш кăмăллисем ытларах. Наци айванлăхĕпе çитменлĕхĕ çинчен каламасть ку. Кулленхи хутшăнура чăвашсем кÿршĕсемпе туслă пурăнма тăрăшнипе пĕрлех хăйсен çемйисен ырлăхĕпе тăнăçлăхĕ пирки шухăшлаççĕ.

1947 çулта ЧАССР Министрсен Канашĕнче çынсене çĕнĕ çĕре куçаракан ятарлă пай туса хунă. 1953 çулта кăна 3 пин ытла чăваш çемйи Çĕпĕре пурăнма куçнă. Кашни çемье вăтамран 5-6 ачаллă пулнине шута илсен акă мĕн чухлĕн тĕпленнĕ çĕнĕ çĕрте!

Патшалăхăн пирĕн республикăри ĕçлев службин ĕçĕ-хĕлĕнче миграци ыйтăвĕ паллă вырăн йышăнать. Саха-Якутирен, Ямал-Ненец округĕнчен, Чита облаçĕнчен килнĕ заявкăсене тивĕçтереççĕ. Мускав, Чул хула, Воронеж предприятийĕсене хушма ĕç вăйĕ кирлĕ. Чăваш Енрен кайнисем шанăçа тÿрре кăларни паха. Ĕçпе тивĕçтерекен служба ячĕпе тав çырăвĕсем килнĕ. Якутири «Дражник» артель пуçлăхĕ В.Степанов çырăвĕнчен илнĕ йĕркесем кăмăла çĕклерĕç: «Кадрсене тĕплĕ суйласа илме пултарнă. Сирĕн республика янă ушкăнра чăвашĕ те, вырăсĕпе тутарĕ те пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Ĕçре пурте правур. Йĕркене пăсаканни çук. Укçа аван ÿкнине кура ĕç вырăнне нихăшĕн те çухатас килмест. Çĕнĕ çынсем килсен аслăраххисем кунти дисциплинăна хăнăхтараççĕ, эпир ÿсĕмлĕ ĕçлени çавăнтан килет. Сирĕнпе малашне те çыхăнса ĕçлес шухăшлă эпир».

Пулă шывра тарăнрах вырăн шырать тенешкел - çынна та лайăх тÿлевлĕ ĕç килĕшÿллĕрех ĕнтĕ. Анчах пирĕн халăхăн ытларах пайĕ паян республика тулашне каяс умĕн патшалăх службисенчен пулăшу ыйтманнине шута илмесĕр май çук. Миçе çын çулсерен тĕнче касса çÿренине статистика органĕсем те шутласа кăлараймаççĕ. Çавна май Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермерпа калаçни аса килчĕ.

- Çур ял кил-çурчĕ пушă ларать. Вăй питти вăрăм укçашăн Мускава е Хусана çул тытнă. Ял тăрăхĕнче учетра тăраççĕ, анчах çыннине курмастпăр. Темиçе çултан трактор е комбайн рулĕ умне ларма çын тупаймăн. Мĕн патне пырса çитетпĕр капла?

Унăн пăшăрханăвне ăнланатăп. Ял ватăлать. Çĕр çинче ĕçлеме çын çук. Çак йĕркесен авторĕ хăй те Çурçĕре кайса килчĕ, чăвашсем инçетре, тĕнче хĕрринче, мĕнле ĕçлесе пурăннине хăй куçĕпе курчĕ. Ушкăнра Етĕрне, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенчен пухăннисем ытларахчĕ. Посредниксем урлă çырăннă вĕсем. Чылайăшĕн яланхи ĕç вырăнĕ, специальноç çук. Ямалта кунне пĕр пин тенкĕ ытларах ларни - çăтмаха лекнĕ пекех.

 

Пуйма кайнă та...

Пирĕнтен маларах Ямал-Ненец автономи округне тепĕр ушкăн тухса кайнăччĕ. Вырăна çитсен чăвашсем хăйсене йĕркесĕр тыткаланă, хăшĕ-пĕри ĕçке ярăннă. Çурçĕрте çуттипе туслисене вăрах тытмаççĕ, çиччĕшне килĕсене таврăнма хушнă... Шухăшлăр-ха: хăйсем тĕллĕн 3 пин тенкĕ çул укçи тÿлесе кайнă, каялла таврăнма тепĕр çавăн чухлĕ тăккаланмалла. Хаяр шĕвеке кура хăйсене тытса чарайманнипе юлташĕсен ятне яраççĕ-çке.

Чăн та, чăваш ĕçлеме ÿркенмест. Анчах унри кĕтÿ психологийĕ шалта ларни шухăшлаттарчĕ. Пĕр тĕслĕх çеç. «Ямалтрансстрой» предприятие ĕçе вырнаçнă чух мĕн пур хута туса çитернĕ хыççăн кладовщица патне кĕмеллеччĕ пирĕн. Унта ĕç тумĕ параççĕ-мĕн. Черет тăрас вырăнне пĕри те тепри алăкран вирхĕнсе кĕчĕ, вĕсем хыççăн - ыттисем. Çи-пуç «выçлăхĕ» пуçланнă тейĕн.

- Сурăхсем, эсир мана таптаса кайма хатĕр, культура тени пур-и сирĕн? Çын сăн-сăпатне çухатнă эсрелсем! - çухăрать вырăс майри. - Ме, суйлăр хăвăра валли.

Икĕ-виçĕ михĕ çĕтĕк-çурăк тум ывăтрĕ тулалла. Халь арçынсем çав михĕсем çине сиксе ÿкрĕç, самантрах туртса çурчĕç. Пĕрне улшу кăçатă лекнĕ, теприн курткине тислĕкре йăвантарнă тейĕн.

Вар тытса кулмалли ÿкерчĕк. Анчах пĕртте кулăшла мар. Çав çынсемех килĕнче хăйсене ытла чарусăр тыткаламаççех, ашшĕ-амăшне итлеççех пуль. Кунта вара ирĕк, тем тусан та юрать имĕш.

Юрĕ, Çурçĕрте чăвашсене кадрсен пайĕ официаллă майпа йышăнни кăштах хÿтлĕх парать. Паян Мускав е Питĕр стройкисене тухса кайнисем пирки çавна калама йывăр. Вахтăна чĕннисемпе килĕшÿ туса чăрманмаççĕ. Ĕçре тепĕр чух сусăрланасси те пулкалать, вилсе килнĕ тĕслĕх сахал мар. Инкекре сире йышăннă организаци пĕр пус та тăккаланмассине пĕлсех тăратăп. «Укçа миххисене» - стройка хуçисене - пулас нухрат çеç кăсăклантарать.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем палăртнă тăрăх - 2014 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайĕ /центрсем шута илнисем/ 0,74 процентпа танлашнă. Атăлçи тăрăхĕнчи тата Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех ку. Пурĕ ĕçсĕр 4971 çынна /пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 5588 çын/ регистрациленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 4062 çынна ĕç тупса панă. Центрсем пулăшнипе 659 çын хушма профессие алла илмелли курссене çÿрет.

Пĕр шутласан - халăх ĕç шыраса пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçнинче ним япăххи те çук. Килте ĕç çуккипе, шалу пĕчĕккипе юта çул тытаççĕ-çке.

Аякра тара кĕрешсе ĕçленин ырă енĕ пур - çын тĕнче курать, нумай ĕçе хăнăхать. Мускава тăтăш çÿрекенсем халь кирпĕч хума, плитка çыпăçтарма ăста. Яла таврăнса ав епле хÿхĕм çурт-йĕр çĕклеççĕ. Керменĕсене пăхса ытараймăн. Эппин, алли пырать. Çак ăстасен пултарулăхĕпе хамăр патра мĕншĕн çителĕксĕр усă куратпăр-ха, вĕсене кунта ĕçлесе пурăнма тивĕçлĕ майсем туса параймарăмăр-ши? Пысăк укçана хăнăхнă çын шухăш-кăмăлне улăштарма çăмăл маррине туятăп. Республикăри ĕçлев службинче Чăваш Енри предприятисемпе организацисенче 15543 ĕç вырăнĕ /ваканси/ пуррине асăнчĕç. Рабочи специальноçĕсем кирлĕ. Вунă пинлĕх шалупа никамах та килĕшмест. Ялта тата пĕчĕкрех-çке. Ку чухнехи çĕнĕ производствăсем йĕркелемесĕр, ĕç тухăçлăхне пысăклатмасăр шалăва ÿстереймĕн.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.