Çĕнĕ корпус уçăлчĕ

5 Июл, 2016

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ Чăваш Еншĕн нумай тĕллевлĕ «ЭКРА» наука-производство комплексĕн /НПК/ иккĕмĕш черетне уçнипе палăрса юлчĕ.

Трактор тăвакансен проспектĕнчи нумай хутлă 103-мĕш «а» çурт умĕнче ирех НПК коллективĕ пухăнчĕ. Вăл савăк та кăмăллă. Çынсем таса та çутă корпусра вăй хураççĕ-çке.

— Иккĕмĕш черете ĕçе кĕрт­нĕрен производство лаптăкĕ 14 пин тăваткал метр хушăнчĕ, — пĕлтерчĕ Константин Дони генеральнăй директор. — Кунта пысăк вольтлă хăватлă электродвигательсене майĕпен хускатмалли, вĕсен ĕçĕн хăвăртлăхне йĕркелекен, хăватне улăштаракан çĕнĕ изделисем шухăшласа кăларăпăр, вĕсене тĕрĕслесе пăхăпăр, сутлăха кăларăпăр. Пĕчĕк вольтлă комплектсем те ăсталăпăр. Ку корпусра проект центрĕ вырнаçĕ.

Çурта тĕпрен юсама, оборудованисем туянма НПК 500 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, кредит илмен. 2017 çул вĕçĕнче виççĕмĕш черете хута яма тĕллев лартнă. Унăн лаптăкĕ 24 пин тăваткал метр пулĕ. Строительство графикра палăртнă пек пырать.

— Виççĕмĕш черет пире производствăна виçĕ хут ÿстерме май парĕ, — ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ гендиректор. — Пирĕн тĕллев — проектра пăхнă саккассем патне çитесси. Вĕсене пурнăçлама тата 700 ытла специалиста ĕçе илĕпĕр. Иртнĕ çулсенче Раççее чикĕ леш енчен илсе килнĕ электрооборудованирен пĕр енĕпе те кая мар изделисем туса кăларăпăр.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Константин Дони генеральнăй директор, пысăк опытлă инженерпа предприятире нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă чи çамрăк специалист çĕнĕ корпуса хĕрлĕ хăю касса уçрĕç.

М.Игнатьев паха продукци кăларса конкурентсене çĕнтерсе пынăшăн предприяти бенефициарĕсене, менеджерĕсене, коллективне тав туса çапла каларĕ:

— «ЭКРАн» пысăк хăвачĕсене ĕçе кĕртни — республикăшăн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывăн энергетика хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçе пысăк тÿпе хыватăр. Халĕ çеç çывăх вăхăтра 700 ытла ĕç вырăнĕ тăвассине пĕлтĕмĕр. Çамрăк специалистсемшĕн — уйрăмах лайăх хыпар. 2014 çулта предприятин пĕрремĕш черетне уçса 4,5 пин тăваткал метр лаптăка хута ятăр. Паян — 14 пин, килес çул вĕçĕнче — татах. Çакă предприяти акционерĕсем патриотсем пулнине çирĕплетет. Хăвăр тавара 10 çĕршыва ăсататăр.

М.Игнатьев Петербургра экономика форумĕ ĕçленĕ хушăра Раççей энергетика министрĕпе Александр Новакпа тĕл пулса калаçнине, республика энергетикипе паллашма Чăваш Ене килсе курма йыхравланине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.