Ĕçтеш Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

2 Июл, 2016

Раççей статистика службинче кăçалхи ялхуçалăх çыравĕн хатĕрленÿ юлашки тапхăрне пĕтĕмлетсе брифинг ирттернĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие халалланă ÿкерчĕк тата сăнÿкерчĕк конкурсĕсен çĕнтерÿçисене палăртнă.

«Манăн Раççей» сăнÿкерчĕк конкурсне 3600 ĕç ярса панă. Сăн ÿкерме кăмăллакансен тата профессионалсен ĕçĕсене уйрăммăн хакланă.

Пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин сăн ÿкерме кăмăллакансен йышĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна чунран саламлатпăр! Мала тухнисен хушшинче çавнашкалах Свердловск облаçĕнчи Наталья Краева тата Курган тăрăхĕнчи Татьяна Плюскина. Кĕскен калас тăк — çĕнтерÿçĕсене икĕ тапхăрпа палăртнă. Малтан Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çырав-2016 пресс-центрĕн сайтĕнче сасăлав мелĕпе 10 финалист çирĕпленнĕ. Унтан жюри чи лайăх икĕ ĕçе суйласа илнĕ. Виççĕмĕш вырăна палăртнă чухне Интернетпа усă куракансен шухăшне шута илнĕ. Василий Кузьминăн «Сарафанное радио» сăнÿкерчĕкĕ 1261 сасă пуçтарнă. Çĕнтерÿçĕсене укçан премипе хавхалантарĕç.

«Çак хĕрарăмсене Канаш районне командировкăна кайсан сăн ÿкерсе илнĕччĕ. Вĕсем те хăйсене хаçатра курсан хăпартланĕç», — тет Василий.

Ĕçтешĕм конкурса 51 сăнÿкерчĕк янă. «Хам та сиссе юлаймарăм — тахăш самантра «Сарафанное радио» хыçалтан мала куçрĕ. Ытти сăнÿкерчĕкшĕн те Раççей çыннисем лайăх сасăланă», — хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă автор. Ĕçтешĕмĕрĕн чи курăмлă çитĕнĕвĕ ку. Хальлĕхе.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.