Çамрăксен - яваплă тĕллевсем

27 Мар, 2014

«Хыпар» хаçатра нарăсăн 12-мĕшĕнче пичетленнĕ «Пире ăçта чĕнеççĕ?» статьяна тимлĕн вуласа тухрăм. Унăн авторĕ Руслан Сайфутдинов чăваш наци юхăмне малалла аталантарассипе çыхăннă нумай ыйтăва хускатать. «Чăваш наци юхăмĕн тĕплĕн, пурне те ăнланмалла пултăр тесе утăмлăн-утăмлăн çырса хатĕрленĕ идеологи çук... Идеологие палăртманран чăваш наци юхăмĕ вăл е ку пĕлтерĕшлĕ те уçăмлă тĕллев патне утни çинчен калама йывăр... Кар тăрса пĕр ĕç туса, пĕр çулпа утни çинчен каламалли те çук. Палăртнă идеологийĕ пулманран чăваш юхăмĕн хастарĕсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме те çăмăл мар», - çырать автор.

Мĕн вăл идеологи? Ăна камăн палăртмалла, урăхла каласан камăн çырса хатĕрлемелле?

Патшалăх тытăмĕ улшăниччен Совет Союзĕнче пĕр идеологи пулнă - марксизм-ленинизм. Халĕ Раççей Федерацийĕнче кашни партин хăйĕн идеологийĕ пулма тивĕçлĕ. Идеологие çĕр-шыври халăх политика органĕсене мĕнле хакланине, тивĕçлĕ органсем право ыйтăвĕсене мĕнле татса панине, çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлине, тĕн мĕнле вырăн йышăннине т. ыт. шута илсе йĕркелеççĕ.

Паллах, пирĕн çĕр-шыври ертсе пыракан органсен тивĕçлĕ идеологи пур. Çав идеологи республикăн ертсе пыракан органĕсемшĕн те, чăваш наци юхăмĕн ертÿçисемшĕн те çирĕп саккун. Ăна куллен пурнăçласа пымалла.

Чăваш наци юхăмĕн мĕнле идеологи çинче никĕсленмелле, ăна камăн тата мĕнле тытса пымалла? Çак тата чăваш наци юхăмĕпе çыхăннă ытти ыйту мана иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех Шупашкарти педагогика училищинче ăс пухнă чухне те, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн тулли мар вăтам шкулта «СССР Конституцийĕ» предмета тата историе вĕрентнĕ вăхăтра та, КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатнă, чылай çул идеологи учрежденийĕсенче ĕçленĕ тапхăрта та хытă хумхантарнă. Халĕ те ку ыйтупа кăсăкланатăп. Çавăнпа та Р.Сайфутдинов статйинче хускатнă ыйтусем пирки хамăн шухăша пĕлтерес килет.

Тĕрĕс çулпа пырсан идеологи общество аталанăвне кирлĕ пек вăйлатма пулăшать, тĕрĕс çултан пăрăнсан унăн аталанăвне хавшатать.

Идеологи ĕçĕнче философи паллă вырăн йышăнать. Пире философи обществăна «отрицание отрицания» текен принциппа аталантармалла, «спираль меслечĕпе» малалла каймалла тесе вĕрентнĕ. «Отрицание отрицания» тени вăхăт иртнĕçемĕн обществăри пулăмсене çĕнетсе, çулсерен хăпартса пымаллине пĕлтерет. Паян тунă ĕç /сăмах мĕн пур аталану çинчен пырать/, паян тунă çитĕнÿ ĕнер тунинчен лайăхрах пулмалла, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлемелле, пысăкрах çитĕнÿ тумалла. Чăн та, çак принцип обществăна малалла кайма пулăшакан принцип. Чăваш наци юхăмĕн представителĕсен пĕрех май шухăшламалла: юхăма вăйлатас тесен паян мĕн турăмăр, ыран мĕн тумалла?

Чăваш чĕлхине упрас, аталантарас ĕç çыру авторне хытă хумхантарать. Ку ыйтăва тĕрĕс татса пама майсем те пур. Аллă-утмăл çул каярах район, хула тата республика шайĕнче ирттерекен пухусенче тĕрлĕ халăх çыннисем кам мĕнле чĕлхепе калаçас тет, çав чĕлхепе калаçнă, ку енĕпе нимĕнле чару та пулман. Оратор хăйĕн шухăшне чăвашла каласа пачĕ пулсан, ятарласа уйăрнă çынсем унăн сăмахне вырăсла куçарнă. Калас пулать: ку йĕркене çирĕп тытса пынă. Пурăна киле вăл манăçа тухма пуçларĕ.

«Чăваш наци юхăмĕн тепĕр йывăрлăхĕ - аслă ăрупа кĕçĕн ăру пĕр-пĕрне ăнланманни... Çамрăксем ватăсене хаклама пĕлменни те пур», - тесе çырать автор. Чăн та, çамрăксенчен хăшĕ-пĕри хăйĕн хастарлăхне, хăйĕн вăйне, пĕлĕвне республикăна малалла аталанма парас вырăнне тĕнче касса çÿреççĕ. 80-90 çул ĕлĕкрех çамрăксемпе ĕçлес енĕпе лару-тăру урăхларах пулнă. Ун чухне ялти тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явас тĕллевпе хурал пÿрчĕсемпе те усă курнă. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн каçсерен кашни кун тенĕ пекех ватă арçынсем хурал пÿртне пухăннă. Вĕсем тĕрлĕ ыйту хускатнă. Шур сухалсем мĕн каланине итлеме 17-20 çулсенчи яшсем те, 10-15 çулсенчи шкул ачисем те пынă. Ваттисем хăйсен ялĕнче, район центрĕнче, республикăри хуласенче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен каласа панă, тĕрлĕ ыйту хускатнă. Ваттисем панă сĕнÿсем ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатма пулăшнă. Çамрăксене воспитани парас ĕçре халĕ те çакăн пек меслетпе усă курмалла. Çак тĕллевпе кашни ялтах ваттисен канашĕсене йĕркелемелле. Унта çамрăк ăру умĕнче тăракан тĕрлĕ ыйту хускатмалла. Пĕр-пĕр çамрăк çын вырăнсăр ĕç турĕ пулсан ăна ăса вĕрентмелле, лайăх ĕçшĕн мухтамалла.

Çамрăксен умĕнче питĕ яваплă тĕллевсем тăраççĕ. Промышленноç предприятийĕсен ĕçне лайăхлатас, тыр-пул туса илессине ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре - çамрăксем тĕп вăй. Республика идеологийĕ хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çак ĕçсене чыслăн пурнăçлама хушать. Чăваш халăхĕ, Раççей Федерацийĕнчи ытти вун-вун халăх пекех, çĕр-шыв аталанăвĕн пур тапхăрĕнче те хăйĕн хастарлăхĕпе çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнă.

Чăваш наци юхăмĕ малалла мĕнле аталанасси çамрăксен çĕр-шыв, халăх, ваттисен умĕнчи яваплăхне, хастарлăхне, тавра курăмне мĕнле ÿстерсе пынинчен нумай килет.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.