Кураклă Каркаларта…

2 Июл, 2016

Аякра-аякра, Чăваш республикипе Тутарстан чиккинче вырнаçнă çак ял. Курак нумай пулнăран Каркалар тенĕ ăна. Шăп пĕр километртан кÿршĕсен Кайбицки районĕ пуçланать. Чăвашсем кунта тутарсен çумĕнче çĕрпе ирĕклĕрех усă курас тесе Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа тăрăхĕнчен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса ларнă. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чи малтан килсе тĕпленекенсем Комей, Кустикей, Кустирек, Левен ятлă пулнă. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тĕлĕнмелле илемлĕ кунта. Акă ăçта вăл чăн-чăн çăтмах! Ял мар, чăн-чăн кану вырăнĕ тейĕн. Асфальт çул Каркаларах илсе çитерет. Чăвашсем ĕлĕкрен шыв хĕррине вырнаçма тăрăшни кунта та сисĕнет. Ку ял та юханшыв çумне йăпшăнса ларнă. Шăп Çарăмсан айккине. Ун чухне вăл питĕ таса пулнă, шывĕ витĕр курăнса тăнă теççĕ. ЧР Пукане театрĕн артистки Вера Голубева тата Николай Краснов композитор çак ялтан тухнă.

Кураклă Каркалара çак кунсенче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕпе Лариса Морозовăпа тата ялти культура çурчĕн ертÿçипе Глафира Григорьевăпа пĕрле çитсе килтĕмĕр.

Ял тăрăхĕнчен сакăр километрта вырнаçнă вăл. Автбус тавраш çÿременрен кунта тĕпленнисем Елчĕке таксипе кайма хăнăхнă. Паянхи кун ялта 40 кил шутланать. Вĕсенче ытларах пенси çулĕнчисем пурăнаççĕ.

Чăн чăваш ялĕ

Авалхи чăн чăваш ялне аса илтерчĕ вăл мана. Унашкаллине хальхи вăхăтра кинофильмсемпе кивĕ сăнÿкерчĕксенче çеç курма пулать. Çăпата сырса çÿрекенсем çеç çитмеççĕ. Урамра — çăп-çăра курăк. Йывăç мунчасемпе кĕлетсем ĕлĕкхи пекех пахча хыçĕнче, урамра, кÿлĕ айккинче лăпчăнса лараççĕ. Ял варринчех утă туса илекенсем те пур. Никам та пурăнман кил-çурт умĕнче паккусĕ-паккусĕпех тин çеç çулнă ешĕл курăк выртатчĕ. Качака кĕтĕвĕ те урам тăрăх ирĕклĕн тутлине кăна çисе çÿрет.

Каркаларта тахçан шкул та, пысăк клуб та пулнă. Шел, ялта ача, çын сахалланса юлнипе иккĕшĕ те хупăннă. Çапах та Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем кичемленме, тунсăхлама памаççĕ вĕсене, уявсенче тăванĕсене юрă-ташăпа савăнтарма мехел çитереççĕ. Ку ялтан шкула çÿрекен те виççĕн çеç. Вĕсене Кĕçĕн Таяпана автобус турттарать. Ялта медпункт пур, анчах та фельдшер декрета кайнă хыççăн ĕçлекен çук. Ольга Иванова Каркалара кашни кун Таяпа Энтринчен пырса çÿренĕ-мĕн.

Ĕç вырăнĕ пур

Каркаларта çуралса ÿснĕ Андрей Севриков Мускав тăрăх çÿресе ывăннă хыççăн тăван яла таврăнма тĕв тунă. Фермăра ĕнесемпе сыснасем, çĕнĕ ăратлă сурăхсем тата хур-кăвакал, хурт-хăмăр ĕрчетет халь. Лашасем те тытать. Каркаларсенчен чылайăшĕ ун патĕнче ĕç вырăнĕ тупнă. Ял çумĕпе юхса выртакан Çарăмсан юханшывĕ типсе ларнă хыççăн çынсем пĕр вăхăт шыв çуккипе асапланнă. Андрей Владимирович тăрăшнипе çак ыйту хăвăртах татăлнă. Çарăмсан пĕви хĕрринче хуларан килекенсем канма юратаççĕ халь: пулă тытаççĕ, шыва кĕреççĕ, шашлăк ăшалаççĕ. Хур-кăвакал ĕрчетме те аван. Сăн-сăпачĕпе авалхи яла аса илтерсен те Каркаларта кăвак çулăм та, шыв башни те пур.

«Вăрман пылĕ, карас çиес тесен ниçта та мар, Каркалара килмелле», — терĕç ялта тĕпленнисем. Кунта кашни хуçалăхрах хурт-хăмăр тытма тăрăшаççĕ. 86 çулти Раиса Сулагаева 34 çул каялла ватă амăшне пăхма килнĕ яла. Канашра проводницăра ĕçленĕ малтан, çемьеленмен. Çывăх çынни вилнĕ хыççăн тахçантанпах пĕччен пурăнать. «Кичем мар мана, вĕлле хурчĕсемпе йăпанатăп, ялтисене те пыл туса илессин вăрттăнлăхĕпе паллаштаратăп. Техĕмлĕ çимĕçе сутатăп, çиетĕп, тăвансене кучченеç парса яратăп. Вăрман пылĕнчен сипли тата урăх мĕн пултăр? Ĕмĕре тăсать вăл», — тесе ăсатрĕ кинеми. Раиса аппан хурчĕсем ют çынна хăвăрт сисрĕç. Çÿçе сырса илнĕскерсенчен ниепле те тарса хăтăлма май килмерĕ, пуçран, çамкаран пурпĕрех сăхрĕç.

Кам — çырлара, кам — утăра

Каркалара вăхăт каç енне сулăнсан çеç çитрĕмĕр. Хĕрарăмсем ялти фермер патне ĕне сума кайма васкатчĕç. Валерий Беловпа Алексей Борисов шăршипе сăмсана кăтăклакан вăрман уттине картишне кĕртетчĕç. 26 çул шкулта чăваш, вырăс чĕлхи вĕрентнĕ Евстолия Ивановна çăлран кĕвентепе шыв кÿретчĕ. «Чи лайăх вăхăтсем хыçа юлчĕç. Шкул пур чухне ял пурăнатчĕ. Каркалар çуллахи вăхăтра чĕрĕлет, хула ачисем килеççĕ, хĕлле шăплăх хуçаланать. Хам та пĕчченех пурăнатăп, ывăл Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ», — терĕ Евстолия Пирогова. Чăх-чĕп усрать, качака-сурăх тытать вăл. Аякри çула пăхмасăр Евстоли аппа патне тĕпренчĕкĕпе çывăх тăванĕсем килсех çÿреççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç ÿстерсе пурăнаççĕ Каркаларсем. Çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ, ăна пушă вырттармаççĕ кунта тĕпленнисем. Ялта ытларах пенси çулĕнчисем çеç юлнă пулин те, сад-пахчара темĕн тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çу кунĕсенче пурнăç кĕрлесе кăна тăрать Каркаларта. Кам çырлара, кам вăрман-улăхра хĕл валли утă, милĕк, мунча хутма вутă хатĕрлет паян. «Мĕн çиетĕр, сирĕн лавкка та çук-çке кунта» тесе кăсăклантăм та: «Йăлтах пур пирĕн: пулли те, кăлпасси те, тип çăвĕ те. Эпир хуласем пек грампа-килогрампа мар, курттăммăн илме хăнăхнă, яла автолавкка килсех тăрать, мĕн кирлине Елчĕке каякансене саккас парса яратпăр. Сĕт-çăвĕ, хăйми, пылĕ, çăмарти хамăрăн. Çулла симĕс яшка пĕçеретпĕр. Каркаларта выçă вилес çук-ха», — хуравларĕç кинемисем.

«Пĕр-пĕринпе калама çук туслă пурăнатпăр. Туй-çуйне, Мăнкунне, Çĕнĕ çулне тата ытти мĕнпур уявне пĕрле ирттеретпĕр. Эпир кунта тăвансем пек. Кама та пулин пулăшмалла тăк урамĕпех тухаççĕ — никам та итлемесĕр тăмасть, айккинче тăрса юлакан та çук. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. Елчĕксене туслăх пĕрлештерсе тăрать. Ирĕклĕхре ырлăх курса пурăнатпăр çапла», — тесе ăсатрĕç пире ял çыннисем.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.