Конкурсра çĕнтернĕ пьеса - сцена çинче

1 Июл, 2016

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн черетлĕ 83-мĕш сезонне вĕçленĕ, анчах артистсем кану çинчен ĕмĕтленеççĕ çеç-ха. Çак кунсенче вĕсем сцена çине çĕнĕ спектакль — Ольга Туркайăн "Ален Делон..." пьеси тăрăх театрăн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев лартнă "Чи кирли, чи юратни..." мелодрама — кăларчĕç.

Ячĕ ытла та илĕртÿллĕ, романтикăллă. Вулакан тÿрех ăнланчĕ пулĕ: сăмах юрату тата хĕрарăм çинчен. Юратура вара иккĕн: хĕрарăмпа юнашар — арçын. Ахальли кăна мар — Ален Делон пек чиперри. Унашкаллин вара чун çунтармăшĕсем пĕрре çеç мар.

Спектакль шăнăрĕ те юратура. Полина Аркадьевнăпа, çамрăк чухне пурте пĕлекен журналисткăпа /Чăваш халăх артистки Светлана Савельева/, хăй вăхăчĕшĕн илĕртÿллĕ те чаплă актер Александр Степанович /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Степанов/ хушшинче юрату хĕлхемĕ хыпса илнĕ. Анчах хĕлхеме çулăмпа ялкăшма паман — Полина ирĕклĕ мар-çке. Çамрăк хĕрарăм йывăр çын пулнине илтсен Александр Степанович Çĕпĕре тухса кайнă. Çемьеллĕ çынсене чăрмантарас темен. Юрату "çимĕçĕ" — Андрей — хăйĕн ывăлĕ иккенне пĕлес тĕк...

...Унтанпа хĕрĕх çул та иртнĕ пулĕ. Полина Аркадьевна тахçанах тивĕçлĕ канура. Унăн çывăх тантăшĕ Люсьена Ивановна /Чăваш халăх артистки Лидия Красова/ çав-çавах хĕрÿллĕ, иртнĕ вăхăтшăн халĕ те тунсăхлать. Ахальтен-и Александр Степановича вăрттăн юратнине аса илет. Лешĕ вара унăн тантăшĕшĕн пуçне çухатнă. Çапла аталанса пырать мелодрамăри ĕç-пуç.

Полина Аркадьевнăн мăнукĕ Лина, культура институтĕнче актрисăна вĕренекенскер, унти çĕнĕ преподавательпе Александр Степановичпа, ют хуларан тăван кĕтесне таврăннăскерпе, çывăх туслашман тăк — лару-тăру пачах урăхла килсе тухатчĕ ахăр. Халĕ вара, юн, чун йыхравĕ пулăшнипе темелле-ши, чи кирлĕ ыйтусен хуравĕ уçăмланать: юратнă çын, вун-вун çул кая юлса пулсан та, таврăнать.

Спектакльти тĕп сăнарсен кăмăл-туйăмне, характерне уçса пама режиссер акăш-макăш мелсемпе, ятарлă майсемпе усă курмасть, тĕп "пусăма" актерсем çине куçарать. Вĕсем сăнарсенче "ирĕлсе" кайма пултарни, ĕнентерÿллĕ выляни кураканра шанăç çуратаççĕ. Çамрăк художникăн Гуля Кабиловăн сценографийĕ те, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Лолита Чекушкинăн кĕвви те спектакле ăшăлăх, хăтлăх, уçăмлăх кÿреççĕ.

Çакна та асăнса хăвармалла: Ольга Туркайăн "Ален Делон..." пьеси ЧР Культура министерствипе ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕ чăвашла çыракан драматургсем валли ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕччĕ. Унашкал конкурс республикăра виçĕ хут иртрĕ. Çамрăксен театрĕ унта хутшăннă пилĕк ĕçе сцена çине кăларнă, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ те темиçе пьеса лартнă.

Надежда СМИРНОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.